Комментари хушас

20 Кăрлач, 2016

КАШНИ ХАЛĂХĂН - ХĂЙĔН ВĂРТТĂНЛĂХĔ

Кашни халăхăн ыттисенчен уйрăлса тăракан паха йăла-йĕрке пур. Кирек хăш çĕршывра та хĕрарăмсем çамрăклăхпа илеме упраса хăварма тăрăшаççĕ, çак тĕлĕшпе вĕсем хăйсем кăна пĕлекен меслетсемпе усă кураççĕ. Хăш-пĕр вăрттăнлăхпа паллаштарар-ха.

Китай

Китай рис плантацийĕсемпе палăрса тăрать. Кунта çак çимĕçпе таçта та усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, китай хĕрарăмĕсем рис шывĕпе пите тасатаççĕ. Риса 20 минута шыва ярса лартаççĕ те сăрăхтараççĕ, унтан пусма татăкне çак шĕвекре йĕпетсе пит çине хураççĕ. 10 минутран илеççĕ. Процедурăна эрнере пĕрре тăваççĕ.

Инди

Индианкăсем ÿте çапла тасатаççĕ. 1 апат кашăкĕ лимон сĕткенне 1 апат кашăкĕ тăпăрчăпа хутăштарса пите сĕреççĕ те кăшт вăхăтран ăшă шывпа çăваççĕ. Типĕ ÿт валли çакăн пек хутăш хатĕрлеççĕ: 100 миллилитр уйрана, 50 грамм роза çеçкине тата 50 грамм календула чечекне хутăштараççĕ, вăйсăр çулăм çинче 30 минут пĕçереççĕ. Сивĕнсен темиçе сехетрен пите сĕреççĕ те темиçе минутран шывпа çуса тасатаççĕ.

Ванна кĕнĕ чухне индианкăсем шыва 1 чей кашăкĕ глицерин тата 2-3 апат кашăкĕ крахмал хушаççĕ. Ку ÿте çемçетме пулăшать.

Сингапур

Çак çĕршывра нÿрĕклĕх шайĕ 90 процентпа танлашать. Анчах сингапур хĕрарăмĕсем нÿрĕ сывлăша пула çÿç сиенленесрен мĕн тумаллине лайăх пĕлеççĕ. Вĕсен пулăшуçи - кокос çăвĕ. Ăна каçхине çывăрма выртас умĕн çÿç вĕçĕсене сĕреççĕ, çаплах çĕр каçаççĕ.

Ÿт валли вара авокадăпа папайя пур. Çак çимĕçсене нимĕрлесе пите 15 минута сĕреççĕ.

Филиппин

Филиппинкăсем çÿç йăлтăртаттăр тесе алоэпе усă кураççĕ. Алоэ çулçине хуçаççĕ те унпа сĕткенĕ çÿç тымарĕсене лекмелле пуçа массаж тăваççĕ.

Хытнă ÿте çемçетме çур чей чашăкĕ теркăланă импĕр тымарне тата çур чей чашăкĕ вĕтĕ вакланă лайма хутăштараççĕ, ÿте сĕреççĕ.

Итали

Итали - кăнтăр çĕршывĕ, унта ытларах хĕртсе пăхакан хĕвеллĕ çанталăк тăрать. Хĕвел çинче нумай пулни çÿçе типĕтсех ярать. Итальянкăсем çак амакпа кĕрешмелли ансат та йÿнĕ меслет тупнă. 2 çăмарта саррине лăкаса кăпăшлантараççĕ те 15 минута çÿçе сĕреççĕ. Унтан пуçа çуса тасатаççĕ.

Пите сĕрмелли маска рецепчĕ вара çакăн пек: нимĕрленĕ 1 авокадăна, 4 чей кашăкĕ миндаль çăвне тата 6 чей кашăкĕ кăпăшлантарнă çăра сĕте /сливки/ хутăштармалла. Пите 15 минута сĕрмелле, унтан ăшă шывпа çуса тасатмалла.

Чили

Чилийкăсем роза çеçкинчен çу юхтараççĕ. Ăна 1 стакан ăшă шыва икĕ тумлам хушсан çамрăклатакан, ÿт тонусне çĕклекен лосьон пулать.

Роза шывне хатĕрлеме вăйлă шăршăллă хĕрлĕ çеçкесем кирлĕ. Вĕсене типĕтеççĕ, банкăна хураççĕ, чечексене кăшт хупламалăх шурă эрех хушаççĕ. Хупăлчапа çăтă хупса холодильнике лартаççĕ, вăхăт-вăхăтпа силлесе илеççĕ. 1,5-2 уйăхран çеçкесене пăчăртаса илеççĕ те кăларса пăрахаççĕ. Шĕвекне шывпа /çуллă ÿт валли - 1:1, йĕркеллĕ ÿт валли - 1:2, типĕ ÿт валли - 1:3 шайлашупа/ хутăштараççĕ.

Польша

Унти хĕрарăмсен рецепчĕпе усă курас тесен ăшă сĕт тата çĕпре кирлĕ. Вĕсене хăйма пек пуличчен хутăштармалла, унтан пите тата мăйпа кăкăр умне сĕрмелле. 10 минутран сивĕрех шывпа çуса тасатмалла. Çак процедура хура тар шăтăкĕсенчен, пÿрлешкерен хăтăлма пулăшать.

Польшăра эмел курăкĕн /ромашка/ чечекĕнчен хатĕрленĕ пăрпа анлă усă кураççĕ. Рецепчĕ ансат: 1 апат кашăкĕ чечеке тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 10-15 минутран сăрăхтармалла, пăр формăчкисене ярса морозилкăна лартмалла. Пăрпа ирхине тата каçхине пите сăтăрмалла. Пит косметика салонĕнче пулнă хыççăнхи пекех илемленĕ.

Англи

Акăлчансенчен чылайăшĕ темиçе ĕмĕр ĕнтĕ ирхи апата яланах сĕлĕ пăтти çиет. Хĕрарăмсем вара сĕлĕпе витĕмлĕ косметика хатĕрĕ вырăнне усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, 4 апат кашăкĕ сĕлĕ хăрпăкне 2 апат кашăкĕ çăра сĕтпе /сливки/ хутăштарса пирчеме лартаççĕ. Унтан пите сĕреççĕ. 20 минутран маскăна салфеткăпа асăрханса шăлса илеççĕ те сивĕрех шывпа çуса тасатаççĕ. Маска пите çемçетет, якатать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.