КАТĂРКАС, МЕЛИССА ЛАЙĂХЛАТАÇÇĔ
Экстрасистоли - аритмин анлă сарăлнă енĕсенчен пĕри. Вăл чĕре чирĕсемпе аптракансен кăна мар, сывă çынсен те тĕрлĕ сăлтава пула /стресс, пирус туртни, алкоголь, çăра чей, кофе ĕçни/ аталанать. Тухтăр çырса панă сиплевпе пĕрле халăх мелĕсемпе те усă курни сывлăха лайăхлатма пулăшĕ.
Катăркас /боярышник/. 1 апат кашăкĕ çырлине тÿмелле, эмальленĕ савăтри тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Хупăлчапа витсе вăйсăр çулăм çине лартмалла. Шĕвек çурри таран хухиччен вĕретмелле. Ăна кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах 40-шер тумлам ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 3 уйăхран кая мар. Ытларах вăхăт та ĕçме юрать.
Катăркасăн типĕтнĕ чечекĕнчен чей вĕретсе кунне виçшер стакан ĕçме юрать. Тин вĕренĕ 1 стакан шыва 1 апат кашăкĕ чечек ямалла.
Утмăлтурат /василек/. 1 чей кашăкĕ кăвак чечеке тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, савăта çăтă хупса 1 сехет лартмалла. Сăрăхтармалла, çутă лекмен вырăна лартмалла. Шĕвеке кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.
Календула. Чĕре таппине йĕркене кĕртме халăх медицининче календула чечекĕпе анлă усă кураççĕ. 2 чей кашăкĕ типĕтнĕ чечеке тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут çуршар стакан ĕçмелле.
Зюзник. Халăхра ăна шурлăх вĕлтренĕ теççĕ. Зюзник çарансем çинче, юханшывсемпе пĕвесен хĕрринче ÿсет. 1 апат кашăкĕ типĕ курăка тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла. Хупăлчапа витсе темиçе сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Курс - 1 уйăх.
Мелисса. Вăл питĕ лайăх лăплантарать.1 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 2,5 стакан шыва ямалла. Банкăна алшăллипе чĕркемелле, темиçе сехет лартмалла. Сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут çуршар стакан ĕçмелле. 3 уйăх сипленнĕ хыççăн пĕр эрнелĕх тăхтав тумалла та тепĕр курс ирттермелле.
Çумăр курăкĕ /спаржа/. 1 стакан вĕри шыва çумăр курăкĕн хунавĕсене 3 чей кашăкĕ ямалла, 2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ виçĕ эрне ĕçмелле.
Шăлан /шиповник/. 1 апат кашăкĕ вăррине 2 стакан шыва ярса 10 минут пĕçермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. 1 апат кашăкĕ пыл хушмалла. Кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.
Чăрăш тăрри /хвощ полевой/. 1 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 3 стакан шыва ямалла. Савăта хупăлчапа витсе 3 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 5-6 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмеле.
Ăншăрт курăкĕ /горицвет, адонис/. 1 стакан шыва вĕреме кĕртмелле те çулăма хытах пĕчĕклетмелле, 1 чей кашăкĕ ăншăрт курăкĕ хушмалла. 3 минут вĕретнĕ хыççăн савăта хупăлчапа витмелле, ăшă вырăна 1-2 сехете лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
Йÿç кăшман /редька/. Тин юхтарнă сĕткене пылпа çурмалла хутăштармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
Комментари хушас