ПĂСПА ТĔРĔС СЫВЛАМАЛЛА

20 Кăрлач, 2016

Пăс ингаляцийĕ - шăнса пăсăлнинчен, ÿслĕкрен, сунасран сипленмелли ансат та витĕмлĕ меслет. Пăспа тĕрĕс сывлани пырпа сăмсари шала кайнă чирсенчен те сывалма пулăшать.

Сиплевре эмел курăкĕсемпе тата эфир çăвĕсемпе анлă усă кураççĕ. Килти условисенче пăс ингаляторĕ вырăнне чейник аван. Унта курăк шĕвекĕ ямалла, пиçсе каясран сăмсине хытă хутран ăсталанă варинкке тăхăнтартмалла. Авалхи мел те япăх мар: пуç урлă алшăллипе витĕнсе кастрюльтен хăпаракан пăспа сывламалла. Процедурăна кунне 2 хут 15-20-шер минут ирттермелле.

Пĕлтерĕшлĕ

  • Ингаляцие апат çинĕ хыççăн пĕр сехетрен кăна ирттермелле.
  • Рецепта тата виçене çирĕп пăхăнмалла, унсăрăн хирĕçле витĕм пулма пултарать.
  • Тĕрĕс сывламалла. Тарăннăн сывласа илнĕ хыççăн 1-2 çеккунт сывламасăр тăмалла та вăрăммăн сывласа кăлармалла.
  • Ингаляци вăхăтĕнче ка-лаçма, вулама юрамасть.
  • Сăмсапа унăн хăвăлĕсен чирĕсем аптратсан сăмсапа çăмăллăн сывласа илмелле, сывласа кăлармалла, пыр, трахея, бронхсем, ÿпкесем чирлĕ чухне - çăварпа.
  • Процедура хыççăн пĕр сехет калаçма, ĕçме, çиме, сивĕ сывлăша тухма юрамасть.

Грипп

  • Вĕтетнĕ типĕ пĕтнĕке /мята перечная/, матрÿшкене /душица/, сар çип ути /зверобой/ курăкĕпе чечекне пĕр виçепе илсе хутăштармалла. 4 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, 30 минут лартмалла. Усă курас умĕн вĕреме кĕртмелле.
  • Вĕтетнĕ типĕ эхинацея курăкне, шăши кикенекне /череда/, календула чечекне, хĕрлĕхен курăкне /иван-чай, кипрей/, вĕлтрен çулçине, шăлан çырлине пĕр виçепе илсе хутăштармалла. Малтанхи рецептри пекех хатĕрлесе усă курмалла.
  • Вĕтетнĕ типĕ эвкалипт çулçине, хаяр утине /шалфей лекарственный/, эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекне, сив чир курăкне /репешок/ пĕр виçепе илсе хутăштармалла.1 апат кашăкĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Пăсĕпе кунне 2-3 хут сывламалла.

Бронхит

Вĕтетнĕ типĕ 1-ер апат кашăкĕ пĕтнĕке, матрÿшкене, эвкалипта, эмел курăкĕпе çăка чечекĕсене тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. Савăта çăтă хупмалла, ăшă япалапа чĕркемелле, 20 минутран сăрăхтармалла. Унтан шĕвеке вĕтетнĕ 1 пуç ыхра хушмалла та пăсĕпе сывламалла.

Типĕ ÿслĕк

Упа çырлипе /бузина черная/ ÿт илен курăка /коровяк обыкновенный/ пĕр виçепе илсе хутăштармалла. 4 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, 30 минут лартмалла. Усă курас умĕн вĕреме кĕртмелле.

Ринит

Çивĕч сунас /ринит/ чухне вĕтетнĕ типĕ 2-шер апат кашăкĕ пĕтнĕке, эвкалипт çулçине, эмел курăкĕн чечекне, хыр папкине хутăштармалла. Тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, 40 минут лартмалла. Усă курас умĕн ăшăтмалла.

Вăрах сунас

2 апат кашăкĕ типĕ шапа хупаххине /мать-и-мачеха/ тин вĕренĕ 1 литр шыва ярса пĕр сехет лартмалла. Кăвак хăмла çырлин /ежевика/ вĕтетнĕ типĕ турачĕпе çулçине 1 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5 минут вĕретмелле. Шĕвексене пĕрле хутăштармалла, ингаляци валли усă курмалла.

Юрамасть

Çак тĕслĕхсенче пăспа сывласа сипленме юрамасть.

  • Ÿт температури 37,5 градусран пысăкрах пулсан.
  • Сăмсаран юн кайсан е юн каяс, ÿт тăртанас туртăм пулсан.
  • Ÿпке тата чĕре чирĕсем чĕрепе юн тымарĕсен, сывлав çитменлĕхĕпе палăрсан.
  • Пÿрлĕ ангинăпа аптрасан.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.