ПУÇ МИМИШĔН УЙРĂМАХ ПАХА

20 Кăрлач, 2016

Этем организмĕ куллен-кун ватăлса пырать. Апатлану енĕпе ĕçлекен специалистсем вара çак пулăма вăрахлатма рациона пуç мимин ĕçне лайăхлатакан тата çивĕч ăс-тăна упракан çимĕçсемпе шĕвексем кĕртни пулăшать тесе çирĕплетеççĕ.

Кофеин

Вăл пире хастарлăха ÿстерме, тимлĕхе вăйлатма пулăшать. Çак япала кофĕре, шăккалатра, чейре, энерги шĕвекĕсенче, хăш-пĕр эмелре пур. Анчах унăн витĕмĕ нумая пымасть. Тата çак шĕвексене нумай ĕçмелле мар, мĕншĕн тесен кофеин вĕчĕрхенÿлĕх, пăлханулăх, чĕре таппи, ыйхă пăсăлнин сăлтавĕ пулма пултарать.

Сахăр

Сахăр е, тĕрĕсрех, глюкоза, пуç мимишĕн энерги çăлкуçĕ пулса тăрать. Пĕр стакан пылак шыв ĕçни ăс-тăна, ăс-хакăл пултарулăхне чылайлăха лайăхлатать. Анчах сахăр ытлашши нумай çини ăс-тăна тата сывлăха пĕтĕмĕшле япăх витĕм кÿрет. Çак çимĕçпе кирлĕ пек усă курма рациона кăткăс углеводсене кĕртмелле, вĕсене организм вăрахăнрах йышăнать. Кăткăс углеводсем тулли тĕшĕллисенче, пăрçа йышшисенче, улма-çырлара пур. Улма-çырлана хуппипех çимелле.

Çăмарта

Унра çуллă япала холин пур. Холин пуç мимин тата нерв чĕлкемĕсен йышне кĕрет. Кунне 1 çăмарта çисе пуç мимин ĕçне вăйлатма, ас туса юлассине лайăхлатма пулать. Юнра холестерин шайĕ пысăк пулсан тата сахăр диабечĕпе аптрасан диетологпа канашласа рациона эрнере 3-4 çăмарта кĕртмелле.

Хура хурлăхан

Çырла пуç мимине ватăлнă май пулса иртекен улшăнусенчен, ăс-тăн пăтранасран сыхлама пулăшать, аслă çулсенчи çынсен тимлĕхне ÿстерет, хусканулăхне лайăхлатать.

Пулă

Пулăн çуллă сорчĕсем ача чухне пуç мимине аталантарма, ватлăхра ăс-тăн çивĕчлĕхне лайăхлатма кирлĕ омега-3 йÿçекпе пуян. Организма çуллă йÿçекпе çителĕклĕ тивĕçтерекен çынсем пуç мимин чирĕсемпе сахалрах аптраççĕ, вĕсен ăс-хакăл пултарулăхĕ чакасси те чылай вăрахрах пулса иртет.

Мăйăр, шăккалат

Хĕвелçаврăнăш тĕшшипе чĕрĕ мăйăр - Е витамин /питĕ хăватлă антиоксидант/ çăлкуçĕсем. Вăл аслă çулсенче ăс-тăн, пĕлÿ пухас пултарулăх япăхассине вăрахлатать. Йÿçĕ шăккалатра та вăйлă антиоксидантсем пур. Кунне 30 грамм шăккалатпа мăйăр çиме сĕнеççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.