РАДИКУЛИТПА КĔРЕШМЕ

20 Кăрлач, 2016

Радикулитпа кĕрешме хусканусен комплексĕ витĕмлĕ пулăшать. Ăна хытă çĕре /урайне юрать/ выртса тумалла. Çурăм шăмми тÿрĕ пулни кирлĕ.

Хусканусене йывăрпа тумалла мар, малтанлăха кашнине 5-шер хут пурнăçласан та çитет. Çурăм çинче алăсене кĕлетке çумĕнче ирĕклĕ тăсса, урасене айккинелле кăштах сарса выртмалла.

1. Урана кăштах çĕклесе чĕркуççире хуçлатмалла. Çĕкленипех тÿрлетсе тăсмалла. Майĕпен антарса хумалла. Малтан хусканăва - урасене черетлентерсе, унтан "пĕрре-иккĕ-виççĕ” шутпа иккĕшĕнпе пĕрле тумалла.

2. Çак хусканăвах тÿрĕ урасемпе тумалла. "Пĕрре" тенĕ чухне çĕклемелле, "иккĕ" тенĕ чухне антармалла. Малтан - урасене черетлентерсе, унтан - иккĕшĕнпе те пĕрле.

3. "Велосипед" хускану тумалла. Тулли çаврăм миçе тунине шутламалла.

4. "Хачă" хускану. Урасене 45 градус тÿркĕтеслĕхпе çĕклемелле, айккинелле кăштах сармалла. Урасене черетпе пĕр-пĕрин çинелле ямалла. Темиçе хут тумалла.

5. "Велосипед" хусканăва урасене каялла çавăрттарса тумалла.

6. "Хачă" хусканăва вертикальлĕ, урасемпе çÿлелле-аялалла ĕçлесе, тумалла.

7. Пăркалани. Урасене чĕркуççире хуçлатмалла, сулахай еннелле май килнĕ таран ытларах çавăрмалла. Çак вăхăтра алăсене - тепĕр еннелле, сылтăмалла. Пуçа урасен енне çавăрса урайĕнчен 45 градусра вырнаçнă пăнчă çине пăхмалла. Туртăнса илмелле те канмалла. Унтан çак хусканăвах тепĕр еннелле тумалла.

8. Тÿрĕ урасене çÿллех мар çĕклемелле, вĕсемпе сывлăшра цифрăсем ÿкермелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.