Archive - 21 Кăрлач, 2016

21 Кăрлач, 2016

«Тантăш» 2 (4468) №. 21.01.2016

21 Кăрлач, 2016

«Пĕтĕм тĕнче сире сăнать!»

Улттăмĕш класс пултарулăхĕпе пурте мăнаçланаççĕ. Вĕсем вĕренÿре кăна мар, спортра та час-часах хастарлăхĕпе палăраççĕ. Çуллапа кĕркунне уйрăмах футболла выляма килĕштереççĕ çамрăксем. Мечĕкпе кам та кам çывăхрах туслашнине çу каçиччен вĕсем темиçе хут та тĕрĕсленĕ-ха.

21 Кăрлач, 2016

Çыру çыр та «Артека» кайма путевка выляса ил!

Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрĕ тата Раççей почти ача-пăча çырăвĕсен пĕрремĕш уçă конкурсĕ пуçланнине пĕлтереççĕ, çĕнтерÿçĕсем «Артека» кайма путевкăна тивĕçĕç.

21 Кăрлач, 2016

Ĕç çыннине мĕнле ÿстермелле?

Кăçал Чăваш Енре Ĕç çынни çулталăкĕ. Çак хыпара Шупашкарти 55-мĕш шкулта тăрăшакансемпе вĕренекенсем яваплăн йышăнчĕç. Унта çитĕнекен ăрăва ĕçе явăçтарассине пысăк тимлĕх уйăрнă. Рудольф Геннадьевич Панов технологи учителĕпе аслă класс вĕренекенĕ Илья Васильев «Çамрăк техник» кружок пуçарса йĕркеленĕ.

21 Кăрлач, 2016

Тумхахлă ачалăх

Петербургри 67-мĕш гимназири 6-мĕш класс вĕренекенĕ Анна Пилецкая сăвă-калав çырма юратнă. Пĕррехинче вĕрентекен вăрçă пирки сочинени шăрçалама каласан тарăн шухăша путнă. «Кам çинчен çырмалла-ши?» - тесе пуç ватнă чухне юнашар асламăшĕ пырса ларнă. «Эккей, намăс мана... Ара, асанне блокада вăхăтне епле куççульпе каласа парать те, мĕншĕн ун пирки шăрçаламалла мар? Ун чухне вăл, шкул ачи, нушине тем чухлех тÿснĕ. Вăл каласа панине эпĕ яланах куççульпе итлетĕп», - тенĕ те алла ручка тытнă. Вĕрентекен вара хĕрачан ĕçне чи лайăххисен шутне кĕртнĕ.

21 Кăрлач, 2016

Тута кушăрхасан

Эпир яланах пите тĕрлĕ кремпа сĕретпĕр, ăна лайăх пăхатпăр. Тута пирки вара хăш чухне манатпăр. Ăна та пит-куç пекех çителĕклĕ тимлĕх уйăрмалла. Уйрăмах хĕллехи вăхăтра. Мĕншĕн тесен сивĕ çанталăкра тута кушăрхать, вистенет, тепĕр чухне çуркаланса юн тухать.

21 Кăрлач, 2016

Илемлĕ çырасси - хăйне евĕрлĕ ăсталăх

Кашни çыннăн почеркĕ хăйне евĕрлĕ - никамăнни пек мар. Ăна евĕрлес тесессĕн те, тем пек тăрăшсассăн та, вăл е ку уйрăмлăхсем пулаççех. Ахальтен мар почерк тăрăх этем характерне пĕлме пулать тесе палăртаççĕ психологсем.

21 Кăрлач, 2016

Тĕлĕнтермĕш курма тĕлĕнме пĕлмелле

Çут тĕнчере кашни утăмрах тĕлĕнтермĕш упранать. Ĕненместĕр-и? «Эпир вĕсемпе тĕл пулман-çке», - тетĕр-и? Эппин, тимлех пăхман-тăр эсир. Тĕлĕнтермĕшсен пĕр енĕ пур çав: вăтанчăкскерсем, сăпайлăскерсем пытанма юратаççĕ. Сăнавлă куç тĕлне кăна пулаççĕ вĕсем.

21 Кăрлач, 2016

"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 2 /851/ №, 21.01.2016

Пÿрт йĕпенесрен Хĕлле пÿрт стенисем йĕпенеççĕ. Стена типĕ пултăр тесен мĕн тумалла?

Тухaç аванах пулĕ Тухнă калчана татса пăрахсан унран тухăç илме пулать-и?

Чaрaш айaплa-ши? Çынсем каланă тăрăх пахчара чăрăш çитĕнни ырра мар-мĕн. Касса пăрахмалла-ши?

Кофепе варалансан Ăнсăртран тумтире кофепе вараласан мĕнле тасатмалла-ха?

Кăшлакан чĕрчунсенчен хÿтĕлемелле Хĕлле пахчасенче шăшисем çÿренине пĕлетпĕр-ха, анчах çамрăк йывăçсене хÿтĕлемеллине тепĕр чухне манатпăр.

 

 

Pages