«Ырă çынсен чунĕ юрлать, усаллисен - чулланать»
Çапла шухăшлать вунсакăр çулти Юля Горшкова. «Манăн чун вара яланах юрлать. Шăппăн-шăппăн, эпĕ илтмелле çеç. Чуна туйăм килсен пуçра сăнарлă сăвă йĕркисем çуралаççĕ. Эпĕ юратнă аннепе, хаклă Елчĕк енĕмпе, тăван шкулпа, ачаш чунлă шăллăмпа, çепĕç юратупа, чăн-чăн туслăхпа, ытарайми тăвансемпе çыхăннă туйăмсене шурă хут çине шăрçалатăп. Анчах туйăм яланах килмест.