«Ырă çынсен чунĕ юрлать, усаллисен - чулланать»

21 Кăрлач, 2016

Çапла шухăшлать вунсакăр çулти Юля Горшкова. «Манăн чун вара яланах юрлать. Шăппăн-шăппăн, эпĕ илтмелле çеç. Чуна туйăм килсен пуçра сăнарлă сăвă йĕркисем çуралаççĕ. Эпĕ юратнă аннепе, хаклă Елчĕк енĕмпе, тăван шкулпа, ачаш чунлă шăллăмпа, çепĕç юратупа, чăн-чăн туслăхпа, ытарайми тăвансемпе çыхăннă туйăмсене шурă хут çине шăрçалатăп. Анчах туйăм яланах килмест. Тепĕр чухне кашни йĕркене чылайччен шухăшласа çÿретĕп. Малтанласа хут çине çырнă йĕркесем чиперех пек туйăнаççĕ, каярах, вăхăт иртсен, вĕсене тепĕр хут вуласа тишкеретĕп те çĕнĕрен шухăша путатăп, сăнарлăраххисемпе улăштармаллине тавçăратăп. Ара, эпĕ профессионал сăвăç мар вĕт! Мана никам та сăвă çырмалли йĕркене ятарласа вĕрентмен. Ытларах хам валли çыратăп. Çапах пултарулăхăма малалла аталантарас килет, хăçан та пулин манăн сăвăсене кăмăллакансем тупăнасса шанатăп. Тен, вĕсене юрра хывакан та пулĕ», - таса та черчен чунĕнчи туйăмĕсене пытармарĕ Юля. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.