Шпаргалкăна курсан та каçараççĕ
Пĕррехинче физика вĕрентекенĕ студента экзаменра чи пĕчĕк паллă лартма шухăшланă. Анчах яш кунпа килĕшмен - пысăкрах балл ыйтнă. Çавăнпах преподаватель ку калаçу тавра пăнчă лартма паллă физика Эрнест Резерфода чĕннĕ. Ыйтăвĕ вара çакнашкал пулнă: «Барометрпа усă курса çурт çÿллĕшне мĕнле виçмелле?» Студент хуравланă: «Çурт тăррине хăпармалла та вĕренпе çыхнă барометра аялалла антармалла». Паллах, ку тĕрĕс хурав. Анчах студент физикăна мĕнле шайра пĕлнине кăтартман. Эрнест Резерфорд ăна хатĕрленмешкĕн вăхăт панă, вăл физика саккунĕсемпе усă курасса шаннă. Шухăшланă хыççăн студент çурт çÿллĕшне виçмелли тĕрлĕ меслете пĕлнине каланă. Вĕсенчен пĕри шăпах тĕрĕс хурав пулнă. Анчах Резерфорд ытти хурава та пĕлесшĕн çуннă. «Картлашкапа хăпарнă чухне кашни хутра стена çинче паллă тумалла, кайран вĕсене шутласа барометр калăпăшĕ çине хутламалла», е «Хĕвеллĕ пĕр кун барометр çÿллĕшне, ĕмĕлкине тупса палăртмалла, çурт ĕмĕлкине виçмелле. Пропорцие шутласа тупсан хурав паллă пулĕ». Чи интереслĕ меслет вара - çурт управляющине барометр парнелемелле, вăл вара пÿрт çÿллĕшне пĕлтерĕ. Çапла хуравланă Нильс Бор аслă шкулсенче вĕрентекенсем студентсене пĕрешкел шухăшлав «сĕннинчен» йăлăхнине пĕлтернĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл кайран Нобель премине тивĕçнĕ. Çапла, экзамен-зачетра пĕр-пĕр кăсăклă самант час-часах сиксе тухать. Преподавательпе тавлашни те, макăрни те пулать. Купăс евĕр шпаргалка çырни, экзамена хатĕрленмесĕр «Халява, кил» тесе кăшкăрни... Аслă шкулсенче ăс пухакансене чăрмантартăмăр. Вĕсем экзаменсенче мĕнле лару-тăрăва çакланнă-ши? Малалла вулас...
Комментари хушас