«Общежитире çемье укçи перекетленет»
Халăхра: «Общежитире пурăнса курман студент - студент мар», - теççĕ. Ара, шăпах унта чи интереслĕ вăхăтсенчен пĕри иртет-çке. Тăванĕсем патĕнче кун кунлакан студент общежитири пурнăç мĕн тути каланине пĕлейĕ-и вара? Аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра çемье çавăракан студентсем те пур. Чылайăшĕ хваттер тара тытать, теприсем общежитие вырнаçаççĕ. Студентсен çемйи мĕнле пурăнать-ха? И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра ăс пухакан Гришинсем кун пирки хаваспах каласа пама кăмăл турĕç. Малалла вулас...