Тута кушăрхасан
Эпир яланах пите тĕрлĕ кремпа сĕретпĕр, ăна лайăх пăхатпăр. Тута пирки вара хăш чухне манатпăр. Ăна та пит-куç пекех çителĕклĕ тимлĕх уйăрмалла. Уйрăмах хĕллехи вăхăтра. Мĕншĕн тесен сивĕ çанталăкра тута кушăрхать, вистенет, тепĕр чухне çуркаланса юн тухать.
Çилпе тата сивĕпе типсе кушăрханă тутана çемçетме урама тухиччен çур сехет маларах ÿсен-тăран /олива, куккурус, хĕвелçаврăнăш/ çăвĕ сĕрĕр. Услам çу, хăйма, вазелин, А тата Е çуллă витаминсем те пулăшаççĕ. Урама тухас умĕн тутари çăва салфеткăпа типĕтĕр те писев сĕрĕр. Çак процедурăна çывăрма выртас умĕн те тума юрать. Ун чухне тутана сĕрнĕ çăва çĕр каçах хăвармалла.
Çак пăтăрмахран хăтăлма килте хатĕрленĕ тĕрлĕ маска лайăх пулăшать. Вĕсен рецепчĕпе паллашма сĕнетпĕр.
Çур чей кашăкĕ килти тăпăрчăпа 1 чей кашăкĕ хăймана лайăх пăтратăр та тутана хулăн сийпе сĕрĕр. 10-15 минутран ăшă шывпа çăвăр. Хыççăн кăштах вазелин е гигиена писевĕ сĕрмелле. Хăйма вырăнне ÿсен-тăран çăвĕ, сĕт, кишĕр е хĕрлĕ кăшман сĕткенĕ хушма юрать.
Улма-çырла маски те усăллă. Пылак панулмийĕн пĕчĕк татăкне вĕтĕ теркăпа хырмалла. 1 чей кашăкĕ чухлĕ илсе çур чей кашăкĕ çемçетнĕ услам çăвĕпе хутăштармалла. Тутана сĕрсе 15 минут тытмалла. Ку маскăна тума банан, крыжовник, абрикос, арпуспа дыня, хăяр та юрăхлă.
Типĕ, тăтăшах кушăрхакан тута валли пылран хатĕрленĕ маска питĕ усăллă. Çимĕçе тутана сĕрĕр те 5-10 минут тытăр. Пÿрне вĕçĕпе кăшт сăтăркаласан пыл скраб евĕрех витĕм кÿрĕ. Хыççăн маскăна шывпа çуса тасатăр.
Шăл тасатмалли щетка çине кăштах пыл е çемçе услам çу хурăр та тутана 1 минут пек çемçен сăтăрăр. Ку хăйне евĕр массаж кушăрхакан черчен ÿтшĕн питĕ усăллă.
Комментари хушас