Чaрaш айaплa-ши?
Пирĕн пахчара чăрăш çитĕнет. Çынсем каланă тăрăх пахчара чăрăш çитĕнни ырра мар-мĕн. Касса пăрахмалла-ши?
М.КАЛЛИНА.
Етĕрне районĕ.
Çак тĕшмĕш сăмах мĕнрен килнине аванах ăнлантарма пулать.
Чăрăш хăйăрлă çăмăл тăпрана юратать. Унăн тымарĕсем тăпрана тарăн анмаççĕ, аяккалла сарăлса ÿсеççĕ. Чăрăша çурт çывăхне лартсассăн ÿснĕçемĕн тымарсем никĕсе пăлхатма пултараççĕ. Ĕлĕк ахаль çын çурчĕсем питех пысăк пулман, никĕсе те тарăнах яман темелле. Тымарсем никĕсе çĕмĕрме пултарнă.
Тепĕр сăлтав. Çурт çумĕнчи сăмалаллă, лăсăллă йывăç çуллахи шăрăхсенче хăрушлăх кăларса тăратнă. Вăл кăшт хĕлхем-çулăм лекнипех хăвăрт хыпса илнĕ. Ĕлĕк кил-тĕрĕшре кăмакапа, вутăпа çеç усă курнă-çке. Çурт-хуралтă йăлтах йывăçран. Çулла ытларах чухне апат-çимĕçе лаçра пĕçернĕ. Лаççисем вара паллах хальхи пек питĕ пулман: хăмаран çеç. Кăмакисем те ансат пулнă.
Çавна май çурт-хуралтă çумĕнче лăсăллă йывăç, хыр-чăрăш лартма хушман. Вăхăт иртнĕçемĕн çынсем юраманнин чăн сăлтавне маннă, «юрамасть» тесе асăрхаттарни асра юлнă. Мĕншĕнне вара ансат тĕшмĕш-ăнлавпа çыхăнтарнă - «инкек илсе килет».
Çав вăхăтрах Вăтаçĕр тинĕсĕн тăрăхĕнчи халăхсемшĕн сиплĕ фитонцидсем кăларакан йывăçсене, хыра е ливан кедрне, пурăнакан вырăна лартни питĕ аван паллă шутланнă. Ку тăрăхра халăх йышлă пурăнать. Сывлăша тасатакан, чир-чĕртен хÿтĕлекен, ешĕллĕхпе савăнтаракан йывăçа кил çумĕнче ÿстернине ырланă. Унта çуртсене чулран, тăмран тунă. Çавăнпа пушар сарăлас хăрушлăх сахалрах пулнă.
Мĕн суйлатăр - сирĕнтен çеç килет. Чăрăш сывлăша тасатать. Ун çывăхĕнче еплерех ырă шăршă. Паллах вырăн самаях йышăнать вăл, ун айĕнче курăк та япăх ÿсет. Хыр-чăрăш вăрманĕнче çÿресе сывлăш уçăлнине кашниех пĕлетпĕр.
«Çĕмĕрĕлнĕ, кивелнĕ Турăшсемпе /иконсемпе/ мĕн тумалла?» - тесе ыйтнă çырăвăрта. Вĕсене чиркĕве кайса памалла. Унта вĕсене ятарлă кăмакара çунтараççĕ.
Комментари хушас