Тĕлĕнтермĕш курма тĕлĕнме пĕлмелле
Çут тĕнчере кашни утăмрах тĕлĕнтермĕш упранать. Ĕненместĕр-и? «Эпир вĕсемпе тĕл пулман-çке», - тетĕр-и? Эппин, тимлех пăхман-тăр эсир. Тĕлĕнтермĕшсен пĕр енĕ пур çав: вăтанчăкскерсем, сăпайлăскерсем пытанма юратаççĕ. Сăнавлă куç тĕлне кăна пулаççĕ вĕсем.
Тантăшăмăрсем, сисĕмлĕхĕре çивĕчлетме ыйтатăп. Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа кун çути курнă çĕнĕ кăларăмпа - Михаил Козловăн «Кашни утăмрах тĕлĕнтермĕш» кĕнекипе - паллашăпăр паян сирĕнпеле. «Кивелми кĕнеке» ярăмпа тухнăскерне вун икĕ калав кĕнĕ: «Кăткă арăсланĕ», «Çăмламас сăпса», «Кăткăсен мунчи», «Ют чĕпĕ», «Çутатакан хуртсем», «Ултавçă нăрăсем» тата ытти те. Вăтам шкул ÿсĕмĕнчи ачасем валли тесе палăртнă кăларăм аслăраххисемшĕн те, ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсемшĕн те интереслĕ пулмалла.
Хайлавсен ячĕсенченех тавçăртăр пуль ĕнтĕ: автор тĕрлĕ хурт-кăпшанкăпа кайăксен кулленхи пурнăçĕ пирки çырать. Вĕсен тыткаларăшне, ĕç-хĕлне питĕ чĕррĕн те хăйне евĕрлĕ çутатса парать. Чăн та, кашни утăмрах тĕлĕнтермĕш кунта. Кăпшанкăсем кăна мар, çутçанталăк хăй уйрăм сăнар пулса тухать пирĕн ума.
Çыравçă чĕлхи епле илемлĕ те сĕтеклĕ! «Кăткă арăсланĕ» калаври сыпăка вулар-ха: «Аслатиллĕ çумăр хăвăртах иртет. Пăчă сывлăш уçăлать, тусанран тасалать. Тăпра йăсăрланса пăсланма пуçлать. Пĕтĕм çутçанталăк ирĕккĕн сывласа ярать. Нÿрĕ çулçăсем пĕр-пĕринпе темĕн канашлаççĕ, йывăç тураттисем çинчен çап-çутă тумламсем чĕр кĕмĕл майлă тăкăнаççĕ. Хĕвел ачашшăн кулса ярсассăн кăткă арăсланĕ те ăшăнма хăйăр çине шуса тухать. Аслатиллĕ çумăра вăл пĕрре те кăмăлламасть».
Эпир ытти чухне асăрхаман пулăмсенче асамлă илем, пысăк пĕлтерĕш курма пĕлет Михаил Алексеевич. Çак пултарулăх ăна хуртсемпе нăрăсен, вĕçен кайăксен пурнăçне вулакана кăсăклантармалла сăнласа пама пулăшать. Калавсене вуланă май темĕн чухлĕ çĕнни пĕлетпĕр эпир. Вĕсене ăслăлăхăн типĕ те кăткăс чĕлхипе çырман, йăлт ансат та ăнланмалла. Пĕчĕк кăпшанкăсен те хăйсен ĕмĕчĕ-туртăмĕ, ĕçĕ-хĕлĕ... Вĕсем те хăйсен кăмăл ыйтăвĕсене тивĕçтерессишĕн ăшталанаççĕ. Акă мĕнлерех эпитетсемпе сăнлать вăл е ку героя çыравçă: «мăран кăткă арăсланĕсем», «самăркка та çăмламас сăпса», «пăлханса кайнă кăткă», «кăмăллă кайăк юрăçă», «хăюллă кăткăсем», «çилли тулса çитнĕ кăткăсем», «асамлă хуртсем», «ултавçă нăрăсем», «çăкăр нăрри вара пуринчен те чăркăшрах», «шултра йышши нăрăсем - çăткăн та хăрушă чĕр чунсем», «пĕчĕк те ачаш личинкăсем», «вăр-вар та ăштах личинка», «сиенлĕ шыв нăррисем»...
Личинкăсем те кушак пек тирпейлĕ пулаççĕ тесе кам шутланă? Ку таранччен çакăн пирки пуçа та ватман. «Шыв айĕнчи вăрă-хурахсем» калава вуланă май çапларах тухса тăрать пирĕн ума шыв нăррин личинки: «Личинка хăй çине хăй çаврăнса пăхман чĕрчун мар. Апат çинĕ хыççăн янах шăммисем çинчи çимĕç юлашкисене шăлса илет, çăвăнать, уссине, питне, куçне тирпейлĕн çуса тасатать. Унăн урисем те пĕр-пĕрне тап-таса пуличченех сăтăрса çăваççĕ. Личинка юсанса тирпейленнĕ хыççăн каллех сунара тухса ыткăнать».
Вулакан Михаил Козлов кĕнекине шĕкĕлченĕ май чылай кăсăкли пĕлĕ. Хăшне-пĕрне палăртса хăварас килет. Сăмахран:
•сăпсасем апат шыранă май чечекрен чечек çине вĕçсе вĕсене шăркалантараççĕ, ял хуçалăхне усă кÿреççĕ*
•сульха кайăк «кăткă мунчи» кĕме юратать: кăткăсем кайăка çырта-çырта илеççĕ, унăн хырăмне хаяр шĕвекпе сапса тухаççĕ, сульха вара çак вăхăтра хăй тĕкĕсем хушшине кĕрсе ларнă сиенлĕ кăпшанкăсенчен тасалать*
•куккук чĕпписене çĕр алă ытла тĕрлĕ кайăк пăхса çитĕнтерет*
•тропикре пурăнакансен алăпа çырман çакăн пек саккун пур: çула тухсан çутатакан нăрра /чĕрĕ хунара/ яланах хăвпа пĕрле ил, анчах та ăна кайран хăй вырăнне ярса хăвар*
•«вилсе выртма» пĕлекен ултавçă нăрăсене пирĕн çĕршывра çеç мар, Англире, Германире, Францире, Швецире тата ытти чылай çĕрте те «вилĕм сехечĕсем» тесе ят панă* вĕсем кĕсье сехечĕ евĕр пĕр кĕвĕллĕн тиклетме пĕлеççĕ*
•ручейник-ÿпре личинки кил-çуртне мăкран та, типшĕрнĕ йывăç татăкĕсенчен те, вĕтĕ шапа хуранĕсенчен те, сарăхнă курăкран та тума ăста* çавăн пекех хут, çитсă, фольга татăкĕсемпе, кирпĕч ванчăкĕпе, йывăç тата тимĕр кĕрписемпе, вĕтетнĕ кантăкпа, пĕчĕк шăрçасемпе, çăмарта хуппипе тата ытти япалапа та усă курать*
•шыв нăррисем пĕр-пĕринпе вилесле çапăçаççĕ, вĕсем тутă вăхăтра та выçă чухнехи пек вĕçĕмсĕр сунарта çÿреççĕ*
•шыв нăррин пĕр личинки çирĕм икĕ кун хушшинче çĕр икĕ карп чĕппине çисе ярать*
•шыв эрешменĕн серепи çумне пĕр-пĕр рак çури кăшт перĕнсенех лешĕ ун çине сиксе ÿкме хатĕр - мĕскĕн чĕрчуна вăлта евĕр янах шăммипе çаклатать те хăй йăвине илсе кайса ăна ним юлмичченех çисе ярать.
Мĕнпур вăрттăнлăха уçмăпăр. Эпир илсе панă список - интереслĕ фактсен пĕчĕк пайĕ кăна. Тĕлĕнтермĕшсем шыракансене Михаил Козлов кĕнеки хăйĕн асамлă тĕнчине ертсе кĕрĕ. Анчах çакна ан манăр: тĕлĕнтермĕш курма тĕлĕнме пĕлмелле, унсăрăн çулçÿреве тухнинчен усси пулмĕ. Сисĕмлĕхпе шухăш вĕçевĕ яланах сирĕнпе юнашар пулччăр!