Ĕç çыннине мĕнле ÿстермелле?

Кăçал Чăваш Енре Ĕç çынни çулталăкĕ. Çак хыпара Шупашкарти 55-мĕш шкулта тăрăшакансемпе вĕренекенсем яваплăн йышăнчĕç. Унта çитĕнекен ăрăва ĕçе явăçтарассине пысăк тимлĕх уйăрнă. Рудольф Геннадьевич Панов технологи учителĕпе аслă класс вĕренекенĕ Илья Васильев «Çамрăк техник» кружок пуçарса йĕркеленĕ. Вĕсем кĕçĕн классенчи ачасем валли шкулти мастерскойĕнче тавракурăма анлăлатакан экскурсисем те ирттереççĕ.

«Çиччĕ виç те пĕрре кас» - девизпа иртеççĕ шкулти пултарулăх мастерскойĕнчи практика занятийĕсем. Кун пирки экскурсире пулса курнă пĕрремĕш классем те пĕлчĕç.

Рудольф Геннадьевич Панов пĕчĕк хăнасене ăшшăн кĕтсе илчĕ. Вăл аслă классенче вĕренекенсем усă куракан станоксем çинчен кăсăклăн каласа пачĕ, вĕсем мĕнле ĕçленине те кăтартрĕ. Кĕçĕннисене уйрăмах хатĕр ĕçсене йĕркипе вырнаçтарнă çÿлĕк интереслентерчĕ. Илемлĕ эрешпе капăрлатнă ывăссене, йĕтĕрсене, куркасене, пĕчĕк арчасене тĕлĕнсе сăнарĕç вĕсем.

Ачасем ертÿçе тĕрлĕ ыйтусем пачĕç, Рудольф Геннадьевич кашнине хаваспах хуравларĕ, хушăран шÿтлерĕ те. Тĕлпулупа пурте кăмăллă юлчĕç, уйрăмах арçын ачасем. Халĕ вĕсем пултарулăх мастерскойĕнче практика занятийĕсем пуçланасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Технологин практика курсне пĕтĕмпех вĕренсе пĕтерсен ачасем алăпа тумалли тата механизациленĕ ĕçре тĕрлĕ инструментпа, механизмпа, машинăпа кулленхи пурнăçра тĕрĕс усă курма вĕренсе çитĕç.

Ĕç урокĕсене тĕрлĕ материалпа тивĕçтерме кăткăсрах. Ачасен вара кил тĕрĕшри хатĕр-хĕтĕре, ытти ансат япалана юсама тата ăсталама вĕренмелле, тĕрлĕ инструментпа ĕçлеме хăнăхмалла-çке.

Байкал тăрăхĕнче иртнĕ «Пуласлăх инженерĕсем 2013» форумра Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ Илья Васильев хăйĕн брошюринче çапла çырнă:

«Халĕ аслă шкултан вĕренсе тухакан 40 филологран 12-шĕ çеç хăйĕн профессийĕпе ĕç тупайĕ. Инженер профессине 12-ĕн кăна алла илеççĕ. Тĕрĕссипе вара ку енĕпе 40 специалист кирлĕ. Манăн шухăшпа шкулта «технологи» предмечĕпе кăсăк-ланас туртăма ÿстермелле. Промышленность предприятийĕсем шкулсене оборудованипе, инструментсемпе, материалпа тивĕçтермелле».

Илья çырнине пурнăçа кĕртме пуçланă та ĕнтĕ. Хăйĕн пĕлĕвне тата опытне кĕçĕн класра вĕренекенсемпе пайлать. Вĕсемпе ĕçленĕ чухне каччă «Авиационное конструирование» кружок ертÿçи Владимир Анатольевич Малков вĕрентнĕ меслетсемпе усă курать.

Çапла майпа кашни ăру хăйĕн опычĕпе кĕçĕнреххисене паллаштарса пырать.

С. ВАСИЛЬЕВ,

Раççейри Машина

тăвакансен союзĕн членĕ.

С. ВАСИЛЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.