Ĕç çыннине мĕнле ÿстермелле?
Кăçал Чăваш Енре Ĕç çынни çулталăкĕ. Çак хыпара Шупашкарти 55-мĕш шкулта тăрăшакансемпе вĕренекенсем яваплăн йышăнчĕç. Унта çитĕнекен ăрăва ĕçе явăçтарассине пысăк тимлĕх уйăрнă. Рудольф Геннадьевич Панов технологи учителĕпе аслă класс вĕренекенĕ Илья Васильев «Çамрăк техник» кружок пуçарса йĕркеленĕ.