Патшалăхран пулăшу кирлех
РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Правительство пуçлăхне Дмитрий Медведева агропромышленноç комплексĕнчи техникăна çĕнетес тĕлĕшпе сĕнÿ тăратнă. «Тракторсен - 70, комбайнсен 55 проценчĕ вунă çул ытла уй-хирте ĕçлет, чылай ĕçе пурнăçлаççĕ вĕсем. Çавăнпа часах çĕмĕрĕлеççĕ. Кун пек чухне ытларах механизаторсем нушаланаççĕ»,- тет Патшалăх Думин аграри енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ Надежда Школкина. 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа техникăна çĕнетнĕшĕн ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене федераци бюджетĕнчен 5 млрд тенкĕ субсиди уйăрма сĕнеççĕ депутатсем. Çавна май субсиди виçи машина тата хатĕр-хĕтĕр хакĕн 30-35 процентĕнчен ?НДСа шута илмесĕр% кая мар пулмалла. 2015 çултан пуçласа техникăна çĕнетме федераци бюджетĕнчен çулсерен 20 млрд тенкĕрен кая мар уйăрмаллине палăртать Надежда Школкина. Экспертсен шучĕпе çакă ĕç тухăçлăхне ÿстерме, конкуренци шайне аталантарма, çунтармалли-сĕрмелли материала перекетлеме май парĕ. Раççей Федерацийĕн 21 субъектĕнче ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем çĕнĕ техника туянмашкăн регион бюджетĕнчен 30 процент, Амур облаçĕнче 50 процент компенсаци илеççĕ. «Ку пуçарăва регионсем ырласа йышăнасса шанас килет, - тет председатель çумĕ. - Хăш-пĕр кĕпĕрнаттăр регион бюджетĕнчен кирлĕ суммăна тупмашкăн хатĕр пулнине пĕлтерчĕ. Пуçланă юхăма чарса лартмалла мар, ăна аталантармалла. Мĕншĕн тесен агропромышленноç комплексĕнче техника революцийĕсĕр ытти çĕр-шывпа тупăшма май пулмĕ».
Пирĕн республикăра та техника паркĕ кивелсе пырать. Хуçалăхсем ăна май килнĕ таран çулсерен çĕнетме тăрăшаççĕ. Кредитпа туяннă техникăшăн укçа-тенке вăхăтра тÿлемелле-çке. Тыр-пултан, выльăх-чĕрлĕхрен тупăш илме май килмесен мĕнпе татмалла парăма? Ирĕксĕрех чăхăмлакан трактора уй-хире илсе тухма тивет. Лешĕ вара чирлĕ лаша пек ана варринче чарăнса ларать. Пикенсех ĕçлемелле чухне тракторист «хурçă утне» юсаса вăхăта ирттерет. Е саппас пайне тупаймасăр трактора эрне хушши кантарать. Çур аки, вырма вăхăтĕнче вара кашни минут хаклине пурте пĕлетпĕр.
Кăçалхи 9 уйăхра республикăри ял хуçалăхĕсемпе предприятисем, хресчен ?фермер% хуçалăхĕсем тыр-пул пухса кĕртмелли 18 «ACROS», 10 «Полесье» тата 3 «СLAAS TUGANO» комбайн туяннă. «Хурçă утсенчен» вара ытларах «Беларусь» 82.1, 952 тракторсене кăмăлланă. Вĕсене 74 туяннă. «Беларусь» 1025, 1221, тата 1523 маркăллисене - 11, «ХТЗ» 17221, 150К - 6.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи аграрисем кăçал 13,570 млн тенкĕлĕх 15 тĕрлĕ ял хуçалăх техники туяннă. Укçа-тенкĕн ытларах пайне тырă вырмалли комбайн илме янă. Вырма вăхăтĕнче Н.Лисаев фермер хуçалăхĕн тата «Свобода» колхоз уй-хирĕсенче хаклă йышши хир карапĕсем ĕçленĕ. Çĕнĕ техника туянма фермер – 5,5 млн тенкĕ, «Свобода» 3,2 млн тенкĕ уйăрнă.
«Коминтерн» ЯХПК та техника паркне çулсеренех çĕнетет. Кăçал вăл утă пуçтармалли кĕрепле тата жатка туяннă.
Ку тĕлĕшпе ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене патшалăх пулăшу памасăр çитĕнÿ тума май çук. Хăватлă техникăпа чăхăмлакан трактор ĕçне танлаштараймăн. Парка çĕнетме вара тенкĕ мар, темиçе миллион, миллиард кирлĕ. Хăватлă трактор е комбайн туянасси лаша илесси мар çав.
Валентина МАКСИМОВА.