Почтальон пулма кам килĕшĕ?

Тăвай районĕнчи Чутейри çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсем çак ялта тата Çĕнĕ Ишпуçра хаçат-журнал, çыру-телеграмма салатаççĕ, тĕрлĕ тавар вырнаçтараççĕ. Кунта кăçалхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕччен Лариса Яклашкина пуçлăхпа Светлана Походкина тата Зинаида Матвеева почтальонсем ĕçленĕ. Зинаида Михайловна тивĕçлĕ канăва кайсан авăнăн 1-мĕшĕнчен пуçласа паянчченех Лариса Генриховнăпа Светлана Леонидовна ĕçе иккĕшех пурнăçлаççĕ.

Чутей ялĕнче пурăнакансемшĕн ыйту çук-ха. Светлана Походкина хăйне çирĕплетнĕ ялта тÿрĕ кăмăлпа ĕçлет. Çĕнĕ Ишпуçсен вара инкек - 3 уйăх почтальон çук.

- Малтанхи вăхăтра хăшĕ-пĕрин килĕшес шухăшĕ те пурччĕ. Алина Матвеева темиçе кун ĕçлесе пăхрĕ. Фермăна вырнаçрĕ те текех тытăнса тăмарĕ. Ачи те пĕчĕк. Тепри вара Мускава кайса кунтинчен темиçе хут нумайрах укçа ĕçлесе илме пултарасса пĕлтерчĕ. Почтальон шыраса хăшкăлнин тĕп сăлтавĕ - шалу пĕчĕк пулни. Çулĕ те вăрăм - калла-малла 10 çухрăм. Вăрман сехрене хăпартать. Хĕлле хăвăрт тĕттĕмленет. Пенси валеçнĕ кунсенче пысăк укçапа çула тухма кам-ха шикленмĕ? Канашран автобус çÿрет-ха. Пĕр енне кайнăшăн тÿлеççĕ, каялла хăйĕн шучĕпе килмелле. Çитменнине - автобус кунне виçĕ хут çеç - ирхине, кăнтăрла тата каçхине - пулать. Черетлĕ рейса кĕтсе хăшкăлнипе çуранах утать почтальон. Шел те, хаçат-журнал çеç мар, халăха сутма тĕрлĕ тавар та йăтмалла унăн. Ăна вырнаçтарма пире çирĕп план параççĕ. Йывăр çĕклемпе пилĕк çухрăм танккатăн, ял урамĕсемпе татах утатăн, киле çитнĕ çĕре лăштăрах каятăн. Апла пулин те виçĕ пин тенкĕ ытларах шалу илекен почтальон çакна йăлт тÿсет, - терĕ Лариса Генриховна.

Çĕнĕ Ишпуçра - çĕр, Чутейре ик çĕр ытларах кил шутланать. Ялсем пысăках мар тесе Зинаида Михайловнăна - 0,7 /3163 тенкĕ/, Светлана Леонидовнăна 0,8 /3615 тенкĕ/ ставка туса панă пулнă. Налук 13% тытăнсан вăл татах пĕчĕкленет. Ĕçĕ самаях, нухрачĕ вара куçа та курăнмасть. Паллах, çаксене пĕлсе тăрсах почтальонка пулма кам килĕштĕр?

- Хăрасси пур çав, - тет Светлана Походкина. - Ял каччисем хăш чухне: «Укçăра пĕр-пĕр кун тытса илетпĕр-ха», - тесе сехрене хăпартаççĕ. Хăйсене палласан та чĕре темшĕн вырăнта мар. Шÿчĕ чăна çаврăнасран шикленетĕп.

Алина Владимировнăпа тĕл пултăм. Фермăра япăхах мар тÿлени çинчен пĕлтерчĕ. Çуллахи вăхăтра 12 пин тенкĕрен кая мар илеççĕ иккен. «Почтăна тек каймастăпах, - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне çирĕппĕн. - Укçи чăнласах сахал. Тавар сумкипе çÿресси çеç мĕне тăрать. Ача - пĕчĕк, нарăс уйăхĕнче икĕ çул тултарать».

Почта çурчĕ лавкка пулса тăнă: тип çу, тумтир çумалли порошок, супăнь, консерв, песук, кĕрпе-лапша, минерал шывĕ, шампунь... - темĕн те пур. Çаксене тултарнă тулли сумкăна кунĕпе кам йăтса курнă? Ку ыйтăва почтальонран ытларах ăнланакан çын çуках-тăр.

Чутей шкулĕнче Çĕнĕ Ишпуçран виççĕн ĕçлеççĕ. Кĕçĕн класс ачисене вĕрентекен Елизавета Николаевăпа çыхăну уйрăмĕнче тĕл пултăм. Ял халăхĕ вĕсем киле таврăнасса питĕ кĕтет иккен. Лариса Генриховна уроксем вĕçленнĕ тĕле хаçатсен пĕрремĕш страницинчи уçă вырăна хуçисен хушамачĕпе ятне çырса тухать. Вĕсене педагогсенчен парса ярать.

Тĕрлĕ кăларăм яла çапла çитет, анчах ăна валеçекен çук. Учительсем хаçат-журнала лавккара хăвараççĕ. Çĕнĕ Ишпуçсем çакна хăнăхса çитнĕ - хăйсен кăларăмĕсене пыра-пыра илеççĕ, анчах «кукăр алăллисене» пула вĕсем хушăран çухалаççĕ. Хаçат е журнал хуçин кăмăлĕ хуçăлать кун пек чухне. Çавăнпа та малашне çырăнас шухăшĕ те сĕвĕрĕлет.

- План тăрăх икĕ ялта пĕтĕмпе 554 экземпляр сармалла. Ку таранччен эпир ăна тултарсах пынă. Çĕнĕ Ишпуçа халĕ 224-шĕ çитет, ыттисем - Чутее. Шел те, çитес çулăн пĕрремĕш çурри валли çырăнтару пурнăçланмасан та пултарать, - терĕ Лариса Яклашкина. Почтальонсăр тăрса юлнă ялта ку таранччен мĕн пурĕ те 37 /!/ экземпляр çеç тĕрлĕ кăларăм çырăннине пĕлтерчĕ. Ку - халĕ илсе тăраканнин 16,5% çеç.

Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе Валентина Куприяновăпа унччен почтальонра ĕçленĕ Зинаида Матвеевăпа курнăçса лару-тăрăва малалла уçăмлатас тĕллевпе килне кайрăмăр. Зинаида Михайловна ĕçе 1994 çулхи пуш уйăхĕнче пуçăннă. 19 çул хушшинче темĕн те тÿснĕ. Пенсие тухиччен ку ĕçрен çапах та уйрăлман: темле йывăр пулсан та чăтнă. «Кашнин 10-шар пин тенкĕлĕх тавар сутмаллаччĕ, - аса илет Зинаида Матвеева. - Ял пĕчĕк те - ăна аран-аран 5 пин тенкĕлĕх вырнаçтараттăм. Кÿршĕсем, тăвансем хĕрхенсе туянатчĕç. Сутăнса пухăннă нухратран ултă процентне хавхалантарма тÿлетчĕç. 5 пинрен - 300 тенкĕ. Нумай-и вăл? Сутаймасан тавар килте пухăнатчĕ. Супăнь халĕ те пур. Выртать, çăкăр ыйтмасть. Пĕчĕккĕн усă куратпăр. Плана тултарасчĕ тесе 6 уйăхра пĕрре тухакан «100 рецептов здоровья» журнала 40-45 экземпляр таранах çырăнаттăм. Халĕ вăл купалансах тăрать. Пĕррехинче тата сутма шăпăр парса янăччĕ. Ăна йăтса ял тăрăх утма вăтанаттăмччĕ. Çын патне шăпăрпа мĕнле пырса кĕрес, туянма епле сĕнес? Халĕ вĕсемпе килте усă куратпăр».

Ял халăхĕнчен тивĕçлĕ канăва тухнă Мария Петровăн почтальонра ĕçлес кăмăлĕ пуррине пĕлтĕм. Яла хаçат-журнал вăхăтра кÿрсе тăрсан тата 5 пин тенкĕрен кая мар тÿлесен унăн кăмăлĕ çаврăнма пултарĕ терĕç. Килĕшмесен те никам та хистеймĕ - кашнин хăйĕн ирĕкĕ..

Лавккара Елизавета Александровăпа, Ольга Васильевăпа тата ытти çынпа та тĕл пултăм. Вĕсем хăйсене килĕшекен чун çимĕçĕнчен çуллен-çул уйрăлман. Кăçал вара пичет кăларăмĕсене çитес çулăн пĕрремĕш çурришĕн çырăнмашкăн тăхтаççĕ. «Пире почтальон тупса парăр, вара çырăнатпăр», - терĕç мана.

Çĕнĕ Ишпуçра çеç мар, Канаш почтамтне пăхăнакан Комсомольски, Канаш, Тăвай районĕсенчи хăш-пĕр çыхăну уйрăмĕнче те çук иккен почтальон. «Карăклăра /Канаш районĕ - В.Г./ та ăна эрне каялла аран тупрăмăр, - пăшăрханать почтамт пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Нина Урослова. - Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта шутра тăракансемпе те калаçса пăхрăмăр, усси пулмарĕ. Тĕрлĕ меслет шыратпăр. Çĕнĕ çулта почтальонсене шалу хăпартса парасси пирки калаçаççĕ-ха. Шанатпăр. Вара, тен, килĕшекен çын та тупăнĕ».

Тем пекехчĕ. Çав вăхăтрах йывăр шухăш пуçран каймасть: «Ыйтăва Правительство шайĕнчех татса памасан почтальонсем пурăна киле ялсенче юлĕç-ши? Кирлех-ши вĕсене хистесех халăха тĕрлĕ тавар сĕнме-суттарма? Вăл лавкка сентрисенче те туллиех».

Валентин ГРИГОРЬЕВ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.