Илемлĕ çырасси - хăйне евĕрлĕ ăсталăх

21 Кăрлач, 2016

Кашни çыннăн почеркĕ хăйне евĕрлĕ - никамăнни пек мар. Ăна евĕрлес тесессĕн те, тем пек тăрăшсассăн та, вăл е ку уйрăмлăхсем пулаççех. Ахальтен мар почерк тăрăх этем характерне пĕлме пулать тесе палăртаççĕ психологсем.

Январĕн 23-мĕшĕнче тĕнчере Алă çырăвĕн /почерк/ кунне палăртаççĕ. Уява пуçарса яраканĕ - çыру хатĕрĕсем кăларакан Америка ассоциацийĕ. Тĕллевĕ - алă çырăвĕн хăйне евĕрлĕхĕпе пĕлтерĕшĕ çинчен аса илтересси. Пирĕн пурнăçа компьютерсемпе ытти гаджетсем вирхĕнсе кĕнĕ май алăпа çырасси майĕпен манăçа тухса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Чылайăшĕ ахаль тетрадьри кун кĕнекине Интернетри блогпа ылмаштарать. Палăртнă тĕлпулусем çинчен вара блокнотри йĕркесем мар, телефон çинчи ятарлă шăнкăравсем аса илтереççĕ.

Апла пулин те алăпа çырнă текст хăй хуçи çинчен кăсăклă чылай хыпар пĕлтерме пултарнине манмалла мар. Алăпа çырни чун тĕнчипе тата этем характерĕпе тачă çыхăннине Аристотельпе Çĕнелÿ тапхăрĕнчи Италин паллă ăсчахĕсем те палăртнă. 1875 çулта Жан Ипполит Мишонер Франци аббачĕ «графологи» термин шухăшласа тупнă. Алăпа епле çырни тăрăх çын кăмăл-туйăмне пĕлме тăрăшакан вĕрентĕве графологи тенĕ.

Хут çинчи йĕркесем тикĕс выртасси, çăмăллăн вуланасси чылай сăлтавран килет. Тĕрлĕ лару-тăру, кăмăл-туйăм та - тарăхни е пăлханни, васкани е тăрăшни - пысăк витĕм кÿреççĕ. Сăмахран, хумханнă самантра этем вăйлăрах, çирĕпрех пусса çырать. Кашнинчех расна тĕрлĕ çыракан çын вара сисĕмлĕ, пултаруллă.

Кĕнеке кăларас ĕç аталанса кайиччен каллиграфи текста йĕркелемелли тĕп мел пулнă. Каллиграфи - илемлĕ çырас ăсталăх. Вăл пулăшнипех калăвăн интонацине тата пĕтĕмĕшле кăмăлне палăртнă. Европа каллиграфийĕн çăлкуçĕсем Авалхи Греципе Римранах тымарланса тухаççĕ. Хрис-тос тĕнĕ сарăлни таса çырас ăсталăха /чистописание/ аталанма май панă, мĕншĕн тесессĕн халăх патне Библие тата ытти тĕн тексчĕсене çитермелле пулнă. Йăлтах алă вĕççĕн çырнă. Каллиграфие уйрăмах VII-IX ĕмĕрсенче Ирландипе Шотландире пысăк тимлĕх уйăрнă. Унти монахсем чечен миниатюрăсемпе тата эрешсемпе илемлетнĕ Евангелисем хатĕрленĕ.

Шел, хальхи вăхăтра тикĕс те яка çыракан сахаллансах пырать. Эпир шав таçта васкатпăр, ăнтăлатпăр. Çав хушăрах илемлĕ çырасси хăйне евĕрлĕ ăсталăх пулнине манас марччĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.