«Пĕтĕм тĕнче сире сăнать!»

Улттăмĕш класс пултарулăхĕпе пурте мăнаçланаççĕ. Вĕсем вĕренÿре кăна мар, спортра та час-часах хастарлăхĕпе палăраççĕ. Çуллапа кĕркунне уйрăмах футболла выляма килĕштереççĕ çамрăксем. Мечĕкпе кам та кам çывăхрах туслашнине çу каçиччен вĕсем темиçе хут та тĕрĕсленĕ-ха. Икĕ ушкăнĕ те çĕнтерÿ савăнăçне, парăнăва пĕрре мар туйса курнă. Ытла нумай вылянăран хăш команди миçе хутчен çĕнтернине те манса кайнă ĕнтĕ.

Çумăр айĕнче мечĕк хăвалани те пĕрре мар пулнă. Судья шăхличĕ вăйă пуçланнине хыпарласан футболистсем тин кăна читлĕхрен кăларса янă арăслан çурисем пекех мечĕк хыççăн ыткăннă. Йĕпе курăк çинче чупнă чухне ÿксе тумтире варалани те, çерем тăрăх хырăмпа шăвакан та пулнă. Мечĕкĕ вара пĕр хапха патĕн-чен теприн патне çеç куснă...

Хĕлле вара хастарсем пăр площадкинче шайба хăвалаççĕ. Паян та авă физкультура урокĕнче кăна мар, уроксем вĕçленсен те алла клюшка тытаççĕ арçын ачасем. Нумай пулмасть район шайĕнче иртнĕ ăмăртура пĕрремĕш вырăна тухрĕç.

- Шанчăк йăлтах хапхаçăра, Максим Виноходовра пулчĕ. Вăл хапхара сыхă тăчĕ, хирĕç ярăнса килекен шайбăна вăхăтра чарса лартма пултарчĕ. Çав хушăра пире куракан кăшкăрса хавхалантарма тытăнчĕ. «Астăвăр! Пĕтĕм тĕнче сире сăнать!» - тени мĕн тери хăват хушрĕ тата, - терĕ тапăнса вылякан Витя Васильев.

Ара, çĕнтерÿшĕн Витя хăй те, ыттисем те мĕн тери тăрăшрĕç-çке! Пĕтĕм вăйне хурса тупăшрĕç.

- Аслисем калашле, çĕнтерĕве пĕччен çывхартма çăмăл мар. Ушкăнпа пурнăçланă ĕçрен пахи нимĕн те çук. Пĕлтĕр авă респуб-ликăри хоккей тупăшăвĕнчен те çĕнтерÿпе таврăнтăмăр тăван Хурамала. Мĕн тери пысăк савăнăç пулчĕ пирĕншĕн! Паян та пысăк ĕмĕтсемпех пурăнатпăр-ха, - сăмах çăмхине сÿтет Витя Васильев.

Витя Васильев... Хастар та пултаруллăскер. Класра унăн сăмахĕн-чен иртекен çук. Вăл класшăн, юлташĕсемшĕн тăрăшакан ача. Унăн хăйне евĕр тепĕр иленÿ те пур-мĕн. Пушă вăхăтра çырма ăста. Тен, вăхăт иртсен хастар спортсменсене халалласа сăвă та шăрçалĕ-ха.

Элиза ВАЛАНС.

Йĕпреç районĕ,

Хурамал.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.

Элиза ВАЛАНС

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.