Комментари хушас

21 Кăрлач, 2016

Тумхахлă ачалăх

Петербургри 67-мĕш гимназири 6-мĕш класс вĕренекенĕ Анна Пилецкая сăвă-калав çырма юратнă. Пĕррехинче вĕрентекен вăрçă пирки сочинени шăрçалама каласан тарăн шухăша путнă. «Кам çинчен çырмалла-ши?» - тесе пуç ватнă чухне юнашар асламăшĕ пырса ларнă. «Эккей, намăс мана... Ара, асанне блокада вăхăтне епле куççульпе каласа парать те, мĕншĕн ун пирки шăрçаламалла мар? Ун чухне вăл, шкул ачи, нушине тем чухлех тÿснĕ. Вăл каласа панине эпĕ яланах куççульпе итлетĕп», - тенĕ те алла ручка тытнă. Вĕрентекен вара хĕрачан ĕçне чи лайăххисен шутне кĕртнĕ.

Вĕрентекенпе унăн пĕчĕк йытти

«Асанне манăн, блокада ахрăмне чăтнăскер, вăрçă пирки питех каласа пама юратмасть. Çапах эпир сĕтел çинчех çăкăр татăкне хăварнине курсан, е ку апат килĕшмест пире тесен, е çывăх тусăмпа вăрçăннине илтсен ассăн сывлать. Пĕр хушă чĕнмен хыççăн сăмах çăмхине сÿтме те тытăнать. Вара чăтмалла мар намăс пулса каять пире. Пит палан пек хĕрелсе пĕçерет...

Вăрçăччен асанне 16-мĕш шкула çÿренĕ. Вĕренме питĕ килĕшнĕ ăна. Уйрăмах тем пирки те вулама юратнă вăл. Çавăнпа çуллахи илемлĕ кунсенче те йывăç айĕнчи сак çине тухса юратнă писательсен калавĕсемпе чунтан паллашнă.

Вăрçă пуçлансан хаваслăх йăлтах çухалнă. Юратнă шкултан госпиталь туса хунă. Çавна май вĕсен путвалта вĕренме тÿр килнĕ. Педагогĕ те урăххи пулнă. Тĕлĕнмелле учитель пулнă вăл. Хулара бомба хыççăн бомба ÿкнĕ пулин те сехĕрленнĕ ачасене лăплантарма пĕлнĕ. Хăй те çав тери лăпкăскер. Кашни кун, кашни утăмра йывăрлăх. Çапах уроксене çаплипех тивĕçлĕ шайра ирттернĕ вăл. Шикленмесĕрех. Таçта çывăхра бомба ÿксе çурăлнă вăхăтра, стенасем чĕтреннĕ самантра: «Ачасем, йĕркеллех, йĕркеллех. Хăрама кирлĕ мар, йăлтах иртет акă», - тенĕ парта айне кĕрсе пытаннă шăпăрлансене каялла тухма пулăшса. Çав тери çирĕп пулнăран тĕлĕнсе те хисеплесе ăна хушма ят та тупса панă. «Тăхлан салтак» тенĕ ачасем ун пирки пĕр-пĕрин хушшинче.

Енчен те кам та пулин урок вĕренсе пымасан, нимĕç пульли шăтарнă кантăк еннелле указкипе тĕллесе:

- Пирĕн салтаксем, авă, пуласлăхшăн тăрăшса юн тăкаççĕ. Çавăнпа та, ан манăр, сирĕн тăрăшса вĕренмелле. Калăр-ха, халĕ кама çăмăл? Сире е сивĕ çанталăкра нимĕçсене хирĕç паттăррăн кĕрешекен салтаксене? Тархасшăн, шухăшласа пăхсамăр кун пирки, - тесе лăпкăн çеç асăрхаттарнă.

Ку сăмахсем вара, паллах, пурне те аванмарлантарнă. Пĕри те тепри пуçĕсене чикнĕ.

Ачасем тăхтав вăхăтĕнче урама тухма та пăрахнă, шикленнипе парта хушшинчех ларнă. Вĕрентекен вара çав вăхăтра хăйĕн пĕчĕк çеç йыттине мăйăр пысăкăш çăкăр татăкне çитернĕ. Лешĕ хуçи аллинчен ăна асăрханса илнĕ те самантрах çăтса янă. Каллех кучченеç кĕтсе хуçи çине шăтарасла пăхнă.

- Маттурскерĕм, паянлăха çитĕ. Ыран та хырăм выçать, - тесе ăна чĕрçийĕ çине лартсах ачашланă.

Хуçин те, йыттин те куçĕсем шывланнă. Пĕр-пĕрин шухăшне мĕн тери ăнланнине ачасем те туйса илнĕ.

Çапах çак саманта выçă ачасем тимлĕ пăхса ларнă. Тутлă татăка кашнинех çиес килнĕ, анчах нихăшĕ те шарламан. Ал лаппи пек пĕчĕк çеç йытта пурте хĕрхеннĕ.

Пĕррехинче вĕрентекен шкула килмен. Шухăша путнă ачасене хăрушă хыпар пĕлтернĕ. Вĕсен юратнă вĕрентекенĕ урампа утнă чухне ун аллинчи йытта палламан çын вăйпах туртса илнĕ. Самантрах тарса пытаннă. Ватă та вăйсăр вĕрентекен, паллах, ăна хăваласа çитме пултарайман... Унăн юратнă тусĕнчен апат пĕçерсе çиме илсе кайнине чунĕпе туйса юлнă вăл. Çак инкек хыççăн куляннипе тепĕр кунне вилсе те кайнă учитель. Чĕре чăтайман...

 

Йывăр самант

Педагог вилнĕ хыççăн 4-мĕш классене урăх вырăна куçарнă. Шăп çакăнта асанне каллех Таня Савичевăпа тĕл пулнă. Хĕрачасем виççĕмĕш класс таран пĕрле вĕреннĕ, кайран уйрăлса кайнă. Ĕнтĕ каллех çывăх туссем пулса тăнă.

Асаннен ашшĕ вăрçăччен лавкка тытса тăнă, Таня Савичевăн вара - пекарня. Хĕрачасем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреме юратнă. Пĕрин патĕнче булка, теприн патĕнче пĕремĕк-канфет çисе савăннă. Ĕнтĕ выçăпа антăхнăскерсем çав саманта час-час аса илнĕ. «Ун чухне лайăх пурăнаттăмăр, халĕ вара...» - тесе ассăн сывланă.

Ачасем кунран-кун начарланнă. Утса çÿрейми те пулнă. Çапах вĕрентекенсем вĕсене çимелли енчен пулăшма тăрăшнă. Çĕнĕ çул уявĕ кăшт самайрах, асăнмалăх пултăр тесе кучченеç те хатĕрленĕ. Пĕр хутаçа темиçе печенипе канфет хунă. Анчах çаксене те шкултан асăрханса йăтса тухмалла пулнă, унсăрăн хăш-пĕр ăçтиçук кучченеçе тăпăлтарса илнĕ.

 

Эпĕ пиçнĕ çĕрулми!

Декабрь уйăхĕнче çутăсăр нушаланма тытăннă. Ĕнтĕ занятисем ирттерме путвала анайми пулнă. Ара, унта ытла тĕттĕм-çке. Кĕçех вĕсене урăх çурта вырнаçтарнă. Уроксем унчченхилле ир пуçланман, кăнтăрла тĕлнелле çеç ачасем парта хушшине ларнă. Вĕренекенсем шăннăран пĕр-пĕринпе юнашар вырнаçнă. Капла ăшăрах пулнă. Педагог мĕн каланине ăсра тытма тăрăшнă. Мĕншĕн тесен çырма май килмен. Алăсем çеç мар, чернилсем те шăннă.

Пĕррехинче Фарид Армасов сĕтел çине хăпарса тăнă та:

- Эпĕ çĕрулми! Эпĕ пиçнĕ çĕрулми! - тесе кăшкăрса янă.

Вăйсăр ачасен те тутисем йăл кулнă ăна курсан. Унтан кулянса: «Çĕрулмине тăраниччен хăçан çисе курăпăр-ши эпир?» - тенĕ пĕр-пĕрин хушшинче.

Çапах та пĕррехинче чиркÿ патĕнче ачасем валли апат хатĕрлеççĕ тенине тăваттăмĕш классем те илтнĕ. Çур класс тенĕ пек унта васканă. Чăн та, шĕвĕ яшка çитернĕ унта пĕчĕккисене. Кунта та Фарид кăшкăрса янă:

- Курăр-ха, курăр! Манăн чашăкра виçĕ турам çĕрулми! Хам куçа хам ĕнен-местĕп! - тенĕ савăнăçлăн.

Арçын ача пĕр турамне хăй çинĕ, тепĕр иккĕшне вăйсăртарах тусĕсен чашăкне янă.

- Мĕншĕн, мĕншĕн манăн чашăкра тата ытларах çĕрулми çук-ши? Пĕтĕм класа хăналанă пулăттăм. Эх, вăрçă чарăнтăр-ха, пур тусăма та хам пата чĕнсе иккĕмĕш çăкăрпа тăраниччен хăналăп, - тенĕ ĕмĕтленÿллĕн.

Фарид... Çав тери ырă кăмăллă та, çынна хĕрхенекен ача пулнă. Тусĕсене яланах пулăшма тăрăшнă. Тепĕр чух апатне хăйĕнчен кĕçĕннисене çитернĕ. Лешсем куççульне шăла-шăла тав тунă.

Анчах... Пурнăçа юратакан Фарид кунран-кун начарланнă, апла пулин те çаплипех пĕчĕккисене пулăшма ăнтăлнă. Шел, январь уйăхĕнче Фарид хăй те куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă. Ун хыççăнах пĕтĕм çемйи вилсе пĕтнĕ...

Сивĕ хĕл никама та шеллемен. Унтан та хăрушши выçлăх хуçаланнă. Шыв ăсма вак патне çитсе килесси те хĕн пулнă. Хулара транспорт çÿременрен пушшех пурнăçа йывăрлатнă-çке. Ĕнтĕ унчченхилле урамра пĕр-пĕринпе калаçса тăракан та куç тĕлне курăнман.

Манăн асаннен тăванĕсен пурнăçне те ылханлă вăрçă вăхăтсăр татнă. Асанне куççуль витĕр çуна туртса масар еннелле темиçе те утнă... Унăн юлташĕн, Таня Савичевăн та, умлă-хыçлă тăванĕсем вилсе пĕтнĕ.

Пĕррехинче икĕ тус лавкка умĕнче тĕл пулнă. Таня çав тери начарланнине курсан асанне хăраса та пăшăрханса ÿкнĕ.

- Темĕн, пурăнасси пулмасть пулĕ... Килтисенчен эпĕ çеç юлтăм. Хамăн та вăй çуккине туятăп. Ара, шăмăпа тир çеç юлчĕ-çке-е-е, - тенĕ çăварне аран уçкаласа.

- Çук, тусăм, вилместĕн, вилместĕн! Акă вăрçă чарăнĕ те çак лавккана килĕпĕр. Çăкăр çиме... Илтетĕн-и? Çăкăр çиме... Ах, тутлă вăл, тутлă... Вăрçăччен вăл пирĕн сĕтел çинчен татăлма пĕлместчĕ. Паян... Урай хăми хушăкне ÿкнĕ çăкăр тĕпренчĕкне те чакаласа çиетпĕр. Чим, чим... Унчченхиллех савăк пурнăç пулĕ пирĕн, курăн акă, тусăм. Яланхиллех пĕрле урамра та уçăлса çÿрĕпĕр. Капла яланах хулара нимĕçсем ашкăнаймĕç ĕнтĕ. Кĕçех пирĕннисем вĕсене хăваласа ярĕç. Çавăнпа та пирĕн кăшт чăтмалла, ырă та савăнăçлă кунсем пирки ĕмĕтленмелле, - ыталаса илнĕ асанне Таня Савичевăна.

- Эх... Эсĕ каланă пек пулсан-и, тем пекехчĕ. Тĕрĕссипе, манăн питĕ пурăнас килет. Анчах кунсерен вăй-халăм чакнине туятăп. Мĕн тери çиес килет вĕт-ха... Хыт çăкăр татăкĕ пулсан та ăна васкамасăр ăша ярăттăм. Пĕр тĕпренчĕк юлмиччен. Сĕтел çине ÿкнĕ кашни тĕпренчĕкне пуçтарăттăм, - тытăнчăклăн хуравланă Таня.

 

Таня Савичевăшăн чунтан кулянни

Çуркунне. Асанне вĕренекен класа каллех урăх шкула куçарнă. Ку çурт çав тери кивĕскер пулнă, çапах класра хитре партăсем вырнаçтарнă. Ытти пĕлÿ çурчĕсемпе танлаштарсан ăшăрах та пулнă.

Хулара хăш чухне лăпкăлăх хуçаланнă. Бомба та ÿксе çурăлман, пăшал сасси те илтĕнмен... Апат тĕлĕшпе те лару-тăру кăшт лайăхланнă. Столовăй патне ачасем черетпе утса пынă чухне урамри çынсем тĕлĕнсе:

- Турăçăм, çак ачасем епле нуша тÿснĕ пулин те, пурăнаççĕ вĕт-ха, пурăнаççĕ-ĕ-ĕ! Пирĕн тĕпренчĕкĕмĕр-сем чăтаймарĕç авă, - тесе куççулĕсене ирĕке янă.

Вĕренÿ хăй еккипех пынă. Вăйсăр ачасене юлташĕсем шелленĕ, хăйсем çиес апата вĕсене панă. Акă музыка урокĕн-че ура çине тăрса юрă шăрантарнă. Шăп çав вăхăтра пĕр имшеркке хĕрача тÿнсе кайнă. Пĕрле ларакан арçын ача самантрах тенкел йăтса пынă. Хĕрачана унта хăпартса тăратнă, çапах вăл пĕтĕм вăйне пуçтарса пуринпе те пĕрле юрă юрласа пĕтернĕ.

Çулла çитнĕ. Курăк шăтнă. Выçă халăх самантрах ăна тăпăлтарса çиме тытăннă. Йывăр чирлекен, вăйсăрланнă ачасене эвакуаципе ăсатнă. Асаннен çемйине те Казахстана янă. Çав тăрăхран вăл вăрçă чарăнсан çеç таврăннă. Таврăннă та ĕсĕклесех макăрнă. Ара, пĕр парта хушшинче ларакан арçын ача та, чи çывăх юлташĕ Таня Савичева та тата ытти ачасем те выçăпа та сивĕпе вилсе пĕтнĕ-çке.

- Мĕн тери хăрушă... Чунсăр нимĕçсене пула мĕн чухлĕ ача çут тĕнчерен уйрăлмарĕ-ши? Мĕн чухлĕ çемьене телейсĕр туса хăвармарĕ-ши? Эх, авă, Таня Савичева çемйи те тĕппипех пĕтрĕ. Тĕппипех! Ых, ылханатăп фашистсене, чун-чĕререн кураймастăп-çке! Халĕ пирĕн, çамрăксен, кулса-выляса çеç пурăнмаллаччĕ. Атте-аннене савăнтармалăх ĕçсем пурнăçламаллаччĕ. Анчах... Пирĕн ĕмĕтсене хăрушă вăрçă тĕппипех татрĕ, - ĕсĕкленĕ асанне куçĕсем хĕреличченех.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.