Комментари хушас

21 Кăрлач, 2016

Çыру çыр та «Артека» кайма путевка выляса ил!

Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрĕ тата Раççей почти ача-пăча çырăвĕсен пĕрремĕш уçă конкурсĕ пуçланнине пĕлтереççĕ, çĕнтерÿçĕсем «Артека» кайма путевкăна тивĕçĕç.

Конкурса 10-16 çулти ачасем хутшăнма пултараççĕ. Çакна валли «Манăн «Артека» каяс килет» темăпа çыру çырмалла та ăна 2016 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕччен пĕтĕм тĕнчери ача-пăча центрне ярса памалла. Конкурса «Артек» çуралнă кунĕнче, 2016 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче, пĕтĕмлетĕç.

«Иртнĕ çулла уçăлнă «Артек почтипе» çамрăк артековецсем анлă усă кураççĕ. Çавăнпа та эпир ача-пăча çырăвĕсен конкурсне хутшăнакан нумайланасса çеç мар, çыру жанрĕн йăли-йĕрки сыхланса юласса тата çитĕнекен ăру тăван чĕлхене, историпе культурине пысăк тимлĕх уйăрасса та шанатпăр», - палăртнă Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрĕн директорĕ Алексей Каспржак.

2015 çулхи çурла уйăхĕнче «Артек» ача-пăча центрĕнче «Артек почти» аталантару центрĕ уçăлчĕ. Унта шăпăрлансем тăванĕсемпе çывăх çыннисем патне çыру е открытка çырса яраççĕ кăна мар, почта профессийĕсемпе паллашма, тĕрлĕ халăхăн почта операторĕсен историйĕ тата çыру жанрĕн йăли-йĕрки çинчен те нумай çĕннине пĕлеççĕ.

«Эпир Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрне аталантарас ĕçре пулăшма питĕ хавас. Халĕ çĕршыври пултаруллă ачасем пурте артековецсен туслă çемйине лекме пултараççĕ, çак лагерьте канаяççĕ», - тенĕ Раççей почтин тĕп директорĕн заместителĕ Сергей Тимошин.

«Манăн «Артека» каяс килет» конкурса алăпа шăрçаланă, почта конверчĕпе ăсатнă çырусене йышăнаççĕ. Тимлĕ пулăр, çырăва заказлă, пĕлтерÿллĕ майпа Ÿзаказное письмо с уведомлениемŸ ямалла. Адрес: 298645, Республика Крым, пгт. Гурзуф, Международный детский центр «Артек», «Почта Артека», конкурс письма «Я хочу в «Артек».

Конкурс йĕркине Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрĕн сайтĕнче

www.artek.org вулăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.