КЛЕВЕР

20 Кăрлач, 2016

Шăнса пăсăлсан, температура ÿссен. 1 апат кашăкĕ /ачасем валли - 1 чей кашăкĕ/ типĕтнĕ е чĕрĕ клевера тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30-40 минут лартмалла. Шĕвеке 1 чей кашăкĕ пыл хушмалла, чей вырăнне ĕçмелле. Шĕвек тар вăйлă хăвалать, пĕр талăкра питĕ пысăк температура та чакать.

Ÿте шатра тапса тухсан, халсăрлансан. Клевер ванни кĕмелле. 300-400 грамм курăка вĕтетмелле, тин вĕренĕ 2 литр шыва ярса 4 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. 36-37 градус ăшă шывлă ваннăна ямалла. Ваннăна кун сиктерсе 15-20-шер минут кĕмелле. Курс - 8-10 ванна.

Сывлăха çирĕплетекен клевер чейĕ. Клеверăн 20 чечек пуххине /чĕрри лайăхрах/ тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла. 8 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле.

Гипертонирен сипленме. Клеверăн 2 чечек пуххине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Ирхине тата çĕрлене хирĕç çуршар стакан ĕçмелле. Шĕвек çăралăхне юн пусăмĕ мĕнле чакса пынă тăрăх йĕркелесе тăмалла.

Хăлха шавласан. Клеверăн 3 апат кашăкĕ типĕтнĕ чечек пуххине çур литр шурă эрехе ямалла, 10 кунран сăрăхтармалла. Кунне пĕрре е каçхине çывăрма выртас умĕн 20-шер миллилитр ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 3 уйăх, кашни уйăх хыççăн 7-10 кунлăх тăхтав тумалла. Çур çултан сиплев курсне тепĕр хут ирттерме юрать.

Çăмарталăх шыçсан. 1 апат кашăкĕ клевер тымарне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, шыв мунчине лартса çур сехет пиçĕхтермелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 4-5 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.