Тухтăр канашĕ

15 Çу, 2020

Сергей ЕФИМОВ: Шăрăхра коронавирус кун пекех сарăлмассине шанатăп

Хальччен илтмен коронавирус инфекцийĕ темĕн те шухăшлаттарать, темĕн те калаçтарать халăха. Эпир вара кÿршĕ сăмахне те, тăванăн шухăшне те ăса хывма хăнăхнă, интернетра та сĕнÿ-канашпа пулăшакан нумай. Анчах, тем тесен те, тĕрĕссине специалистран ытла никам та пĕлмест.

25 Кăрлач, 2017

ЧИРТЕН СЫХЛАННИ ПĔЛТЕРĔШЛĔ

Çулсеренех кĕркунне тата хĕлле тĕрлĕ респиратор вирус чирĕпе аптракансен йышĕ ÿсет. Раштав-кăрлач уйăхĕсенче вара грипп эпидемийĕ пуçланать. Çак чиртен мĕнле сыхланма пулать-ха? Пирĕн ыйтусене республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачĕ Елена ЕГОРОВА хуравлать.

— Грипп уйрăмах йывăр чир теççĕ. Ытти вирус чирĕнчен вăл мĕнпе уйрăлса тăрать?

18 Çу, 2016

ТУРПАЛЛИ ÇИНЧЕН МĔН ПĔЛМЕЛЛЕ?

Çĕр çинче кашни çыннăнах мĕнле те пулин турпалли /родинка, родимое пятно е невус/ пур. Вĕсем тĕрлĕрен: пĕр-пĕринчен виçипе, тĕсĕпе, формипе уйрăлса тăраççĕ. Тĕпрен илсен, нимĕнпе те канăçсăрлантармаççĕ, анчах хăш чухне улшăнса сывлăха пысăк сиен кÿме пултараççĕ. Çак улшăнăва вăхăтра мĕнле асăрхамалла-ха? Хÿтлĕх мелĕсем пирки тĕплĕнрех калаçăпăр.

6 Ака, 2016

АСЛĂ ТИПĔ ВĂХĂТĔНЧЕ

Аслă типĕ организмшăн уйрăмах йывăр вăхăтра иртет. Çуркунне тĕлне витаминсен çитменлĕхĕ аталаннипе организмăн хăйĕн пĕтĕм ĕçне улăштарма тивет. Çавăнпа ăна асăннă тапхăрта сиенлес мар тата типĕ вăхăчĕпе сывлăха лайăхлатма усă курас тесен апатланăва тĕплĕ шухăшласа йĕркелемелле. Чиркÿ уставĕн типĕ тытассипе çыхăннă йĕркине çирĕп пурнăçлаймасан та чи пĕлтерĕшли — чунпа тасаласси — тĕп вырăнта пултăр.

Pages