ТУРПАЛЛИ ÇИНЧЕН МĔН ПĔЛМЕЛЛЕ?
Çĕр çинче кашни çыннăнах мĕнле те пулин турпалли /родинка, родимое пятно е невус/ пур. Вĕсем тĕрлĕрен: пĕр-пĕринчен виçипе, тĕсĕпе, формипе уйрăлса тăраççĕ. Тĕпрен илсен, нимĕнпе те канăçсăрлантармаççĕ, анчах хăш чухне улшăнса сывлăха пысăк сиен кÿме пултараççĕ. Çак улшăнăва вăхăтра мĕнле асăрхамалла-ха? Хÿтлĕх мелĕсем пирки тĕплĕнрех калаçăпăр.
Турпаллисем кĕлеткен кирек хăш пайĕнче те пулма пултараççĕ. Вĕсем ÿт клеткисем пигментпа тулса пĕрлешсен йĕркеленеççĕ. Сăлтавне паянхи куна та уçăмлăн тĕпчесе пĕлеймен-ха. Турпаллисен пĕр пайĕ ÿт-пÿре çуралнăранпах пур, тепĕр пайĕ ĕмĕр тăршшĕпех, уйрăмах ача ÿссе пынă чухнехи куçăм тапхăрĕнче тата çие юлнă хĕрарăмсен, аталанать. Ку çак вăхăтра организмăн гормонсен шайĕ улшăннипе çыхăннă. Хĕвел айĕнче, солярире пиçĕхни те, тепĕр чухне ÿте амантни те, массаж туни те, гормонсемпе сипленни те турпаллисене тухма витĕм кÿрет. Сăмах май, çын мĕн чухлĕ аслăрах — унăн турпалли çавăн чухлĕ нумайрах. Вăхăт иртнĕ май невуссен виçи ÿсме, форми, тĕсĕ улшăнма пултарать.
Тĕрлĕрен пулаççĕ
Турпаллисем тĕрлĕрен пулаççĕ: пигмент пăнчисем тата ÿт çинчи хĕрлĕ пăнчă евĕрлĕ невуссем.
Хĕрлĕ /сосудистые/ невуссем. Хĕрлĕ турпаллисем юн тымарĕсен — капиллярсен, артерисен, венăсен, лимфа тымарĕсен — ĕçĕ пăсăлсан тухаççĕ, кĕрен, хĕрлĕ, кăвак-хĕрлĕ тĕслĕ пулма пултараççĕ. Вĕсем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ.
— Гемангиома. Вăл пепке 2-4 эрнере чухне тухать, ача çичĕ çула çитнĕ тĕле çухалать. Чи малтанах çак турпаллисем шурă тĕслĕ пулаççĕ, вăхăт иртнĕ май хĕрелсе лайăхрах палăрма пуçлаççĕ.
— Юн тымарĕсен мальформацийĕ /сосудистая мальформация/ — çуралнă чухнех пур хĕрлĕ турпаллисем. Вĕсем те икĕ тĕрлĕ.
1. Портвейн пăнчисем /портвейные пятна/ пит, алă, кĕлетке çинче пулаççĕ.
2. Аист сăхни /укус аиста/ — тин çуралнă пепкен мăй, çамка, ĕнсе, тăнлавсем çинче пулакан невуссем. Вĕсем йĕркеленни хырăмри ачана кислород çитменнипе çыхăннă. Тĕрĕс мар формăллă, хĕррисем палăрсах кайман турпаллисем хĕрлĕ е сарăрах-кĕрен тĕслĕ, ача çулталăка çитсен хăйсем тĕллĕнех çухалаççĕ.
Пигмент турпаллисем /пигментные несосудистые родинки/. Вĕсем кашниннех пур, меланин ытлашши туса кăларнипе пулса каяççĕ, çавăнпа сăрăрах тĕслĕрен пуçласа тĕксĕм хĕрлĕ-хăмăр тĕслĕрех пулаççĕ. Çийĕ те тĕрлĕрен: яка е кăтрашка, е çÿçлĕ. Анлă сарăлнă сиенсĕр виçĕ тĕрлĕ невуса уйăраççĕ.
— Лентиго /лаптак турпаллисем/ — пигмент пăнчисен чи анлă сарăлнă тĕсĕ. Пăнчă çутă-хăмăр е хĕрлĕ-хăмăр тĕслĕ. Лентиго меланин ытла нумай туса кăларнипе аталанать. Хĕвел айĕнче е соляри хыççăн тĕсĕ тата хăмăртарах пулать.
— Монгол пăнчисем /могольские пятна/ — çавракарах çутă-кăвак пигмент пăнчисем. Ытларах чухне пилĕк çинче е кутана шăмми тĕлĕнче пухăнаççĕ, çул çитмен çамрăк тапхăрĕнче хăйсемех пĕтеççĕ.
— Кофе пăнчисем /кофейные пятна/ — сĕт хушнă кофе тĕслĕрех пысăк мар лаптак невуссем. Вĕсем 1-2 кăна пулсан пăшăрханма кирлĕ мар, анчах 3-рен те ытларах-тăк тухтăр патне каймалла, ку йывăр чир пирки асăрхаттарма пултарать.
Меланома хăрушлăхĕ
Хăш-пĕр турпалли усал меланомăна /ÿт ракĕ/ куçма пултарать, çавăнпа чи анлă сарăлнă çак турпаллисенчен пĕри пур пулсан та тухтăр патне каймалла.
— Кăвак невус /голубой невус/ — 2 сантиметр таран виçеллĕ çутă-кăвак е кăвак турпалли. Чылай чухне вĕсен форми çурмасферăна аса илтерет, çийĕ яка. Купарча, пит, ал-ура çинче пулать.
— Ота турпалли /родинка Ота/ — пит çинчи пысăк пигмент пăнчи. Тĕпрен илсен, кăвак-сăрă е тĕксĕм-хăмăр тĕслĕ. Çак невус хăй тĕллĕн иртмест, унран сипленме тивет.
— Диспластильлĕ невус /диспластический невус/ — тĕрлĕ формăллă 1 сантиметра яхăн пысăкăш пигмент пăнчи. Вăл сарăрах хĕрлĕ тĕслĕ, хĕррисем уçăмсăртарах. Купарча, кăкăр кăшкарĕ çинче аталанать. Йăхран куçать.
— Папиломматозлă невус /папиломматозный невус/ — тĕрĕс мар кÿлепеллĕ, яка мар çийлĕ, ÿт тĕслĕрех е тĕксĕм-хăмăртарах мăкăрăлса тăракан невус. Ун витĕр çÿç шăтма пултарать. Ытларах чухне пуç çинче ÿсет.
— Пигмент турпалли /пигментное пограничное новообразование/ — 1 сантиметра яхăн пысăкăш типĕ яка çийлĕ, хура е тĕксĕм-хăмăр тĕвве аса илтерекен невус. Вĕсем час-часах ар органĕсем, ывăç тупанĕсем, ура тĕпĕсем, чĕрнесем çинче пулаççĕ.
— Гигант пигмент турпалли /гигантская пигментная родинка/ — вăхăт иртнĕ май ÿссе пыракан, кăтрашка çийлĕ шĕпĕн евĕр, сăрă тĕслĕрен пуçласа хура тĕслĕ пысăк турпалли.
Турпаллине кастармалла-и?
Тĕрлĕ клиника рекламисене итлемелле мар. Çи-пуç е ытти япала сĕртĕнсе амантма пултаракан вырăнта мар-тăк невуса чылай чухне тĕкĕнме сĕнмеççĕ.
Анчах çакăнта асăннă йĕркесенчен хăшĕ те пулин сирĕн невуспа çыхăннă чухне тухтăр патне васкасах каймалла:
- ÿтĕн усал меланоми пек туйăнать;
- турпаллин тулаш сăнĕ палăртнисем евĕр мар;
- турпаллин тулаш сăнĕ улшăннă;
- ыратма, кĕçĕтме е юнăхма пуçларĕ;
- турпалли çын хăй тĕллĕн тĕрĕслеймен тĕлте /пуçăн çÿç ÿсекен пайĕнче, аногенитали зонинче, лăймака сийре, ура тĕпĕнче/ пулсан.
Анчах хăвăр тĕллĕн сипленме те, турпаллинчен хăтăлас шутпа килти мелсемпе усă курма та юрамасть! Кирек мĕнле пулсан та пуринчен малтан невуса дерматологпа онколога кăтартмалла. Унпа мĕн тумаллине вĕсем кăна палăртма пултараççĕ. Енчен те касмалла пулсан ятарлă специалист патне яраççĕ. Каснă хыççăн невуса вăл мĕнле шыçă пулнине пĕлме лабораторире тĕрĕслеççĕ.
Анна ОСИПОВА,
дерматолог тухтăр.