Комментари хушас

6 Ака, 2016

АСЛĂ ТИПĔ ВĂХĂТĔНЧЕ

Аслă типĕ организмшăн уйрăмах йывăр вăхăтра иртет. Çуркунне тĕлне витаминсен çитменлĕхĕ аталаннипе организмăн хăйĕн пĕтĕм ĕçне улăштарма тивет. Çавăнпа ăна асăннă тапхăрта сиенлес мар тата типĕ вăхăчĕпе сывлăха лайăхлатма усă курас тесен апатланăва тĕплĕ шухăшласа йĕркелемелле. Чиркÿ уставĕн типĕ тытассипе çыхăннă йĕркине çирĕп пурнăçлаймасан та чи пĕлтерĕшли — чунпа тасаласси — тĕп вырăнта пултăр.

Рациона мĕнле çимĕçсене кĕртмелле-ха? Какай, пулă, сĕт çимĕçĕсем, çăмарта юраманнине кура организма ÿсен-тăран белокĕсемпе тивĕçтермелле. Сăмахран, соя, пăрçа йышшисем, мăйăр, хĕвелçаврăнăш тĕшши, тĕшĕллисем, пăтă, шултра авăртнă çăнăхран хатĕрленĕ çимĕçсем юраççĕ.

Кашни кунах рационра тĕрлĕ пăтă, макарон, çĕрулми пулмалла, мĕншĕн тесен вĕсем — энерги çăлкуçĕ, вăй кĕртеççĕ, кăмăла çĕклеççĕ, хавхалану кÿреççĕ.

Белоклă тата крахмаллă çимĕçсемсĕр пуçне апата кунсерен 1-2-шер апат кашăкĕ тип çу хушмалла.

Кашни кун 500-шер грамран кая мар пахча çимĕçпе улма-çырла çимелле.

Çурхи депресси вĕрĕлесрен хÿтĕленме хăмăр рисран, хуратулран, сойăран, ясмăкран хатĕрленĕ апатсем, финик, банан, арахис кирлĕ.

Кашни кун витамин-минерал комплексĕ ĕçмелле.

Кунне 1,5-2 литртан кая мар таса шыв ĕçни пĕлтерĕшлĕ.

Пылак кăмăллакансен пыл тата витаминсемпе, минералсемпе пуян типĕ улма-çырла çиме юрать.

Талăкра 4-5 хутран кая мар тата ялан пĕр вăхăтра лайăх чăмласа апатланмалла. Ку организма уншăн çĕнĕ ÿсен-тăран рационне хăвăртрах хăнăхса çитме пулăшать.

Типĕ вăхăтĕнче рациона пуянлатмалла, анчах хăвăра килĕшмен апата çимелле мар, вăл сирĕн организма усă кÿмест.

Ачасене типĕ тытма юрать—и? Ачасен, çие юлнă тата ĕмĕртекен хĕрарăмсен белок, цинк, йод, В6, В2 витаминсен çитменлĕхĕ аталанать. Çавăнпа вĕсен, ватă, чирлĕ çынсен Аслă типĕ ыйтăвĕсене çирĕп пăхăнма юрамасть. Унсăр пуçне кирек камшăн та типĕ тытма пуçлас умĕн тухтăрпа канашлани вырăнлă.

Ачасен организмĕ ÿсет, аталанать, çавăнпа рационĕнче сĕт тата сĕт çимĕçĕсем кирлех. Ачашăн типĕ тытни чи малтанах рационран пылак тата сиенлĕ çимĕçсене кăларни пулмалла. Диета мар, хăш-пĕр хăнăхăва чикĕлени пĕлтерĕшлĕ. Тĕслĕхрен, типĕ вăхăтĕнче ача Интернетра ан лартăр, тĕрлĕ гаджет, электрон вăйă тыткăнĕнче ан пултăр. Анчах ăна вăйпа чармалла мар, хăй ăнланни, хăй ирĕкĕпе çакăн пек йышăнни кирлĕ. Мăнкун типпи уншăн айăплав меслечĕ евĕр ан туйăнтăр.

Ача кĕтекен, ĕмĕртекен хĕрарăмсен, ачасен, вăрах чирсемпе аптракан, ватă çынсен типĕ тытмалла мар. Типĕ тухнă чухне ăна пăхăннă çынсен рациона какай, çуллă апат майĕпен тата асăрханса кĕртмелле. Мĕншĕн тесен типĕ тапхăрĕ вĕçнелле организмра белока ирĕлтерекен ферментсен шайĕ питĕ пĕчĕк, пыршăлăхра белоксем çĕрнин çимĕçĕсем вара организма икĕ куна йĕркерен кăларма пултараççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Мăнкунăн тĕп çимĕçĕ — çăмарта. Вăл — питĕ шайлашуллă çимĕç, типпе хăнăхнă апат ирĕлтерекен тытăм ĕçне хăвăрт лайăхлатма пултарать.

Антонина ТАБАРДАК,

республикăн профилактика,

сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн

пай заведующийĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.