Комментари хушас

25 Кăрлач, 2017

ЧИРТЕН СЫХЛАННИ ПĔЛТЕРĔШЛĔ

Çулсеренех кĕркунне тата хĕлле тĕрлĕ респиратор вирус чирĕпе аптракансен йышĕ ÿсет. Раштав-кăрлач уйăхĕсенче вара грипп эпидемийĕ пуçланать. Çак чиртен мĕнле сыхланма пулать-ха? Пирĕн ыйтусене республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачĕ Елена ЕГОРОВА хуравлать.

— Грипп уйрăмах йывăр чир теççĕ. Ытти вирус чирĕнчен вăл мĕнпе уйрăлса тăрать?

— Вăл чирлĕ çынран, уйрăмах чире ура çинче ирттерекен çынран, ерет. Сунасланă, ÿсĕрнĕ чухне грипп вирусĕллĕ сурчăк 2 метртан пуçласа 10 метр таранах саланать. Çавăнпа ÿсĕрнĕ-сунасланă чухне çăвара сăмса тутрипе е салфеткăпа хупламалла. Грипп таса мар алă урлă та куçма пултарать. Организма вирус лекнĕренпе чирĕн малтанхи паллисемччен 12-48 сехет иртет.

Грипп ытти респиратор вирус чирĕнчен йывăра кайнипе, урăх чире куçма пултарнипе хăрушă. Çак амак кĕтмен çĕртен пуçланать: ÿт-пÿ температури сасартăк 39-40 градуса çити хăпарать, мышцăсем, куç ыратаççĕ, тар вăйлă тухать, вăй-хал чакать, пуç ыратать. Каярахпа тин сăмса питĕрĕнет, пыр ыратма пуçлать, ÿсĕрнĕ чухне хытăрах та ыратать. Грипп йывăрах мар чухне температура 3-4 кунранах анать. Вăйсăрлăх, ывăнчăклăх вара час иртмеççĕ.

Ытти респиратор вирус чирĕ аптратсан вара малти вырăна ÿсĕрни, сăмса юхни, пыр ыратни тухса тăраççĕ.

Грипа ура çинчех ирттерекенсен е йывăр чирлекенсен чир шала кайма, вирус энцефалитетне, пневмоние, миокардита, хăлха шыççине, гайморита, ыттине куçма пултарать.

— Чир ерсен мĕн тумалла?

— Грипп çаклансан температура пысăках мар чухне тухтăр патне каймалла, температура хытах хăпарсан ăна киле чĕнмелле. Унăн сĕнĕвĕсене çирĕп пăхăнса сипленмелле.

Чир хĕрсе çитнĕ вăхăтра, вăй пĕтсен, шăнтса пăрахсан вырăн çинчен тăмалла мар. Шĕвек нумай ĕçмелле, сĕткен, морс, чей лайăх. Хурлăханран, хăмла çырлинчен, çăка чечекĕнчен хатĕрленĕ шĕвексем питĕ усăллă. Тухтăр çырса панă эмелсене вăхăтра ĕçмелле.

38 градусран пĕчĕкрех температурăна чакармалла мар. Мĕншĕн тесен пысăк температура вируссемпе кĕрешекен организмăн хÿтлĕх реакцийĕ шутланать.

Температура хăпарсан ăшă процедурисем — ванна, горчичник, грелка, ăшă чĕркени, банка — юрамаççĕ. Вĕсене пула тата ытларах вĕрилентерме пултарать.

Антибиотиксене врач каламасăр ĕçмелле мар! Грипп вирусĕсем антибиотиксене туйăмсăр. Унсăр пуçне вĕсем организма хÿтĕлекен усăллă микробсене вĕлереççĕ.

— Елена Михайловна, хăшĕсем чирлесен те ĕçе çÿреççĕ. Ку мĕн енчен япăх?

— Чăн та, хăшĕ-пĕри чирлесен сипленме васкамасть, хăй тĕллĕнех иртет тесе шухăшлать. Статистика тăрăх, чире ура çинче ирттерекенсен грипп вĕрĕлсе ытти чире куçни тăтăшрах тĕл пулать. Унсăр пуçне чирлĕ çын грипп вирусĕсене сарса сыввисене чирлеттерет. Грипран сывалса пыракан çыннăн халсăрлăх, вăйсăрлăх чылайлăха сыхланса юлаççĕ. Çавăнпа чирлĕ çынран ĕçре те усă нумай пулмĕ.

— Сыхлăх мелĕсемпе паллаштарсан аванччĕ.

— Эпидемиччен е вăл алхаснă тапхăрта аскорбин йÿçекĕпе поливитаминсем, иммунитета лайăхлатакан препаратсем ĕçмелле. С витаминпа пуян пахча çимĕçпе улма-çырла çимелле. Çак шутра — лимон, мандарин, гранат, апельсин, чĕрĕ купăста салачĕ.

Пÿлĕмри вируссене пĕтерме савăтсемпе вакланă сухан, ыхра лартса тухмалла. Юрасан кашни кун ыхран пĕр шăлне çимелле.

Кил-çурта, пÿлĕме час-часах уçăлтармалла. Уçă фортăчкăпа çывăрсан лайăх. Витĕр çил лекесрен асăрханмалла. Урамра уçăлса çÿрени, утни ÿпкене сывлаттарса тасатма, юн çаврăнăшне лайăхлатма, организма çирĕплетме пулăшать.

Респиратор чирĕсем сарăлнă тапхăрта халăх йышлă вырăнта сахалрах пулма тăрăшмалла. Кашни кунах урама тухиччен сăмса шăтăкĕсене оксолин маçĕ сĕрмелле.

Шăнасран сыхланмалла, çанталăка кура тумланмалла.

Урамран кĕрсен алла супăньпе çумалла.

— Прививка тусан çын пачах чирлемест-и? Ăна халĕ те тума юрать-и?

— Прививка — чиртен сыхланмалли чи лайăх мел. Статистика кăтратнă тăрăх, прививка тутарнисем хушшинче чирлекен сахал. Чирлесен те çăмăллăн ирттерсе яраççĕ. Мĕншĕн тесен грипп вирусĕ улшăннине шута илсе вакцинăна çулсерен çĕнетеççĕ. Унта тата иммунитета çирĕплетекен япаласем хушаççĕ.

Кăçал пирĕн республикăра пĕтĕмпе 520 пин çынна прививка тума палăртнă. Çапла майпа грипран республикăри çынсен 42 проценчĕ хÿтĕленме пултарать. Анчах халĕ, чир алхаснă тапхăрта, прививка тунин усси çук. Ăна эпидеми пуçланиччен пĕр-икĕ уйăх маларах тумалла. Çак вăхăт организмра хÿтлĕх витĕмне çирĕпленсе çитме кирлĕ.

— Прививка кама юрать, кама юрамасть?

— Сăмах май, вакцинаци прививкăсен Наци календарьне кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕн грипран ача сачĕсене çÿрекенсене, шкул ачисене, студентсене, медицинăпа вĕрентÿ, транспорт ĕçченĕсене, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекенсене прививка тума палăртнă. Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерствин хушăвĕпе ку списока татах анлăлатнă. Ача кĕтекен хĕрарăмсен, утмăл çултан иртнисен, чĕрепе юн тымарĕсен, сывлав органĕсен чирĕсемпе, самăрлăхпа аптракан çынсен, призывниксен прививка тутармаллах.

Чирленĕ вăхăтра тата аллергиллĕ çынсене прививка юрамасть. Тепĕр хут асăрхаттаратăп, грипран хÿтĕленес тесен грипп эпидемийĕ пуçланиччен пĕр-икĕ уйăх маларах, авăн-чÿк уйăхĕсенче, хăвăра сиплекен тухтăр патне каймалла, прививка пирки тĕплĕнрех канашламалла.

Сывлăхлă пуласси çынран хăйĕнчен нумай килет. Тĕрĕс апатланни, физкультурăпа туслă пулни, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни грипран кăна мар, ытти нумай чиртен сыхланма пулăшĕ. Çавăнпа организма çулталăк тăршшĕпех çирĕплетме тăрăшмалла. Çак ĕçе тытăнма нихăçан та кая мар.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.