Сергей ЕФИМОВ: Шăрăхра коронавирус кун пекех сарăлмассине шанатăп
Хальччен илтмен коронавирус инфекцийĕ темĕн те шухăшлаттарать, темĕн те калаçтарать халăха. Эпир вара кÿршĕ сăмахне те, тăванăн шухăшне те ăса хывма хăнăхнă, интернетра та сĕнÿ-канашпа пулăшакан нумай. Анчах, тем тесен те, тĕрĕссине специалистран ытла никам та пĕлмест. Çавăнпа лару-тăрăва уçăмлатма Республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин инфекци уйрăмĕн заведующийĕпе, Чăваш Енĕн тĕп инфекционисчĕпе Сергей Ефимовпа телефонпа çыхăнтăмăр.
— Сергей Витальевич, коронавирус инфекцийĕ — мĕнле амак? Хăш органсене сиен кÿрет вăл? Чăннипех те, телевизорпа кăтартнă пекех хăрушă-и?
— Ку амак коронавирус пуçарнипе пуçланать. Çĕнĕ вирус инфекцийĕ иртнĕ çул вĕçĕнче Китайри Ухань хулинче тупăннă. Кăçалхи пушăн 11-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ çак вируса COVID-19 ят парса эпидеми пуçланнине пĕлтернĕ. Паянхи кун çĕр чăмăрĕ çинче ку амак сарăлман çĕршыв юлман. Ÿсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă чухне сывлăшпа сарăлать вăл. Çавăн пекех пĕр-пĕринпе тачă хутшăнсан — ал тытсан, пĕр япалапа темиçен усă курсан — ерет. Чи малтан ÿпкене (легкие) сиен кÿрет. Çынна чир ерсен организмра урăх йышши пневмони аталанать. Ку пневмони ытти пневмони пек мар. Эпир унччен пĕлнĕ пневмонисенчен чылай йывăртарах вăл. Чир çăмăл ОРВИ пек пуçланать, малтанхи кунсенче ÿт температури ÿсет, вăй чакни палăрать, пыр ыратма, ÿсĕрттерме пултарать. Улттăмĕш-çиччĕмĕш кун тĕлне чирлĕ çын хăйне начар туйма пуçлать. Ун хыççăн йывăр йышши пневмони аталанать.
— Апла пулсан коронавирус инфекцийĕпе чирленĕ хыççăн ÿпке хавшаса юлать тени те тĕрĕсех-и?
— Пĕлетĕр-и: ку чире хальлĕхе питĕ сахал тĕпченĕ. Асăнтăм ĕнтĕ: вăл 2019 çулта кăна палăрма тытăннă. Тухтăрсем ăна тишкереççĕ. Ÿпкен кирек епле чирĕ те сывлăхшăн йĕр хăвармасăр иртмест. Çапах пурне те пĕр калăппа виçме çук. Йăлтах организмран, иммунитет епле пулнинчен килет. Паллах, йывăр чирленĕ пациентсен амака парăнтарнă хыççăн тухтăр патĕнче учета тăма тивĕ, вĕсен тĕрĕсленсех тăмалла пулĕ.
— Коронавируспа чирлесе ирттернĕ çын каярахпа унпах тепĕр хут аптăрама пултарать-и?
— Телее, кун пек тĕслĕхе Раççейре шута илмен. Пирĕн çĕршывра пĕр çыннах коронавируспа иккĕмĕш хут чирлени пирки ниçта та çырса кăтартман.
— Пирĕнтен кашниех чирлес марччĕ, усал амакран мĕнле те пулсан упранасчĕ тесе тăрăшать. Иммунитета çирĕплетмелли пирки пурте тенĕ пекех пĕлетпĕр. Кашни çыннăн тата мĕн пĕлмелле?
— Тĕрĕсех палăртрăр, иммунитета кашни çуркуннех çирĕплетмелле. Кăçал уйрăмах. Аллерги çук пулсан витаминсем ĕçмелле. Д3 витамин, пулă çăвĕ халĕ пушшех усăллă. Паллах, пăшăрханма, хумханма, кулянма вуçех юрамасть. Кăмăл начар пулни, кулянни çынна ытти чире яма пултарать. Эпидеми вăхăтĕнче нумайрах çывăрма тăрăшмалла. Ытти чухнехинчен чылай нумайрах. Канса çирĕпленнĕ организм вируспа вирлĕнрех кĕрешет. Белоклă апат çимелле: тăпăрчă, какай, çăмарта, пулă, çу. Ку чире аслă ăрурисем йывăррăн тÿссе ирттереççĕ. Çав вăхăтрах вăраха кайнă чирсем — сахăр диабечĕ, чĕрепе юн тымарĕсен, сывлав органĕсен чирĕсем – пуррисене йывăр. Ача чухне туберкулезран прививка тунипе çирĕпленнĕ иммунитет та тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитнĕ тĕле пĕтнине ĕнентерекен тĕпчевсем пур. Çав вăхăтрах аслисен йышĕнче те сывалнă пациентсем çук мар. Халĕ пирĕнтен кашнинех вăхăта тăсмалла, чир ертесрен сыхланмалла, каярахпа эпидеми лăпланма, вакцина тупăнма пултарать. Малалла вулас…
www.hypar.ru
Роза ВЛАСОВА калаçнă.
Комментари хушас