Айгиз БАЙМУХАМЕТОВ: “Ача çурчĕсенчи пурнăçа ырлама кирлĕ мар”

Эпĕ унпа туслашнăшăн вышкайсăр савăнатăп. Айгиз Баймухаметовпа Хусанта пĕлтĕрхи ака уйăхĕнче иртнĕ тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен форумĕнче паллашрăм. Тăватă куна тăсăлнă тĕнче шайĕнчи мероприятире эпир иксĕмĕр тĕрĕк чĕлхисене упраса хăвармалли çинчен те, çамрăк çыравçă сахалли пирки те калаçрăмăр. Прозăпа драматурги секцийĕнче те пĕрлех пултăмăр. Халăхра тахçанах ят-сум çĕнсе илнĕ çыравçăсем Айгизăн кирек кама та шухăшлаттаракан прозине чăннипех те пысăк хак пачĕç ун чухне. Халĕ Раççей журналисчĕсен, Раççей çыравçисен пĕрлĕхĕсен членне, Пушкăрт Республикин Шайхзада Бабич ячĕллĕ Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреатне, вулаканăмăрсем, эсир те лайăх пĕлетĕр. Иртнĕ çул вĕçĕнче пирĕн кăларăмра унăн «Ан хăвар, анне» повеçĕ туллин пичетленчĕ. Чăваш вулаканĕсене хальччен никама каламаннине те пĕлтерме килĕшрĕ 27 çулти Айгиз Гиззатович. Пытарар мар - çамрăк çыравçă куççульлентерекен повеçре хăй мĕн курни-тÿсни пирки çырса кăтартнă. Ашшĕ-амăшĕнчен питĕ ир тăлăха юлса ача çуртне çакланнă вăл, апла пулин те йывăрлăхсен умĕнче пуç усман, кун-çул сăкăлтăкĕсене парăнтарма вăй-хăват тупнă.

- «...Айгиз ÿснĕ ача çуртĕнче мĕн хăтланни пирки нумаях пулмасть Интернета видеофайл вырнаçтарни илемлĕ литература хайлавĕнче чăннине çырнине çирĕплетнĕ пек туйăнмасть-и сире? «Тĕнче тетелĕнчи» çав «фильмра» воспитатель ачана хĕненине ÿкернĕ. Кăштахранах ача çурчĕн директорне ĕçрен хăтарчĕç, путсĕр воспитатель тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарчĕç...» - çырнă педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Рафаэль Азнагулов. Айгиз, пирĕн вулакансем те тĕлĕнсе шăнкăравлаççĕ: «Нивушлĕ çавăн пекех пулнă-ши, этем çавăн пекех чунсăрла хăтланаять-ши?» Йăлтах пурнăçри пек сăнласа кăтартнă-и эсĕ? Ильяс - санăн прототипу-и?

- Çапла, повеçе чăн пурнăçра пулнă ĕç-пуç çине таянса çыртăм. Шăпам çапла пилленĕ пуль. Хĕрĕх çулта анне пурнăçран яланлăхах уйрăлчĕ. Ун хыççăнах атте вилчĕ. Иккĕшне те хăрушă чир - усал шыçă - ураран ÿкерчĕ. Тăлăха юлсан пире Серменово ача çуртне вырнаçтарчĕç. Çавăнта куртăм та пурнăç мĕн тери хăрушă иккенне. Повеçре сăнласа кăтартни - веçех тĕрĕс. Чăннипе, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен ытлашши килĕшÿсĕррине эпĕ хайлава кĕртмесĕр хăвартăм.

- Темĕнле йывăр лару-тăрăва лексен те чылайăшĕ хăйĕн харпăр пурнăçне халăхран пытарма тăрăшать. Повеç хайлас шухăш хăçан çуралчĕ?

- Ăнсăртран килсе тухрĕ ку шухăш. Пушкăрт патшалăх университечĕн пушкăрт филологийĕпе журналистика факультечĕн 5-мĕш курсĕнче вĕреннĕ вăхăтра мана «Башкортостан» хаçата ĕçлеме илчĕç. Мĕн авалтанпах унта паллă çыравçăсем тăрăшаççĕ. Ырă çак йăла паянхи кун та пăрахăçа тухман республика кăларăмĕн редакцийĕнче. Хушăран ача çуртĕнчи пурнăç пирки каласа кăтартаттăм вĕсене. Писательсем мана: «Айгиз, тĕлĕнтеретĕн. Часрах кĕнеке кăлар!» - тетчĕç. Çырма тĕллев пурри - пĕрре, ларса çырма вара ăсталăх кирлĕ. Çавăнпа шурă хута варалама именеттĕм... Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ умĕн мана халăхшăн тĕслĕх пĕр-пĕр хĕрарăм çинчен тĕрленчĕк хатĕрлеме хушрĕç. Пĕлетĕр ĕнтĕ: çак уяв ячĕпе хаçатсенче пĕр йышши статьясем пичетленеççĕ. Манăн вара урăхларах, хальччен çырман материал хатĕрлес килчĕ. Шăп çав самантра аннене юлашки çула ăсатнă самант аса килсе пĕтĕм шухăша хупăрларĕ. Малтан статья е калав çырассине хам та ăнланмарăм. Манăн пĕртен-пĕр тĕллевччĕ: материала вулаттарса ачасене ашшĕ-амăшне хаклама, хисеплеме хистес килчĕ. «Ан хăвар, анне!» ятпа пичетленчĕ вăл. Ун хыççăнах редакцие купи-купипе çыру килчĕ. Хавхаланса кайрăм. Малаллине çырма лартăм. Шăрçаланăçемĕн хаçатра кун çути кăтартса пытăм. Çапла çуралчĕ хайлавăм. Эпĕ ăна ултă уйăхран вĕçлерĕм. Кĕнеке тухнă хыççăн ача çурчĕн директорне - повеçĕн прототипне - ĕçрен кăларчĕç. Анчах шурă хута вараланă чухне ку тĕллев пулман манăн. Тăлăх нуши тăхăр сыпăклине çеç кăтартасшăнччĕ эпĕ.

- Мавлида Нургалиевна пур­нăçран илнĕ герой иккенне пĕлтĕмĕр халĕ... Этем картĕнчен туха-туха каякан Райфа аппа та пĕрлештернĕ сăнар мар-им вара?..

- Шел те, Мавлида Нургалиевна, Райфа аппа пек çын çĕр çинче питĕ нумай. Йĕрке хуралĕн сводкинче сахал-им кунашкал тĕслĕх? Вăл е ку должноçа ăнсăртран йышăнаççĕ те пуçне мĕн кĕрет, çавна пурнăçлама тытăнаççĕ. Шăпах професси этикине пĕлмен çавăн пек ăссăр çынсене пула пăтăрмахсем, çивĕч ыйтусем сиксе тухаççĕ те.

- Пирĕн вулакансем повеçри Фарит шăпишĕн те пăшăрханчĕç...

- Питĕ тĕплĕ ыйтусем паратăн эсĕ мана. Пĕтĕм вăрттăнлăх çиеле тухать капла. Пĕрремĕшĕнчен, ку документлă произведени мар, илемли. Фарит чăнах та пулнă, чÿречерен те ăна чăнахах пăрахнă...

- Даян вара çапкаланчăка тухрĕ-и?

- Çапла, тĕрĕсех. Унран та ытларах калатăп сире. Вăрă-хурах ушкăнĕпе явăçса кайса çынсене çаратса çÿренĕшĕн тĕрмене çакланчĕ вăл. Ирĕке тухсан та йăнăшне ăнланмарĕ, пурнăçне лайăхлатма тăрăшмарĕ. Урам тăрăх сулланса çÿресе бомжа тухрĕ. Пĕррехинче, хĕлле, урине тăм тивтернĕ. Хайхискер çĕрме пуçланă та урине тухтăрсен пĕтĕмпех татма тивнĕ...

- Çыравçăсен, журналистсен йышĕнче пурнăçăн тÿнтер енĕсене курнă çĕртех çăвара шыв сыпакансем пур. Эсĕ вара нимрен те шикленмен. Кĕнеке кун çути курнă хыççăн ача çурчĕн ĕçченĕсем, интеллигенци сана хăратмарĕ-и? Эсĕ Серменово ача çуртĕнче ÿснĕ, повеçре вăл - Сальманово. Ячĕсем те пĕрешкелрех илтĕнеççĕ-çке.

- Кĕнеке лавкка сентрисем çине тухса выртсан тем те пĕр каласа кÿрентерекенсем, сăмахлакансем тупăнчĕç. «Хăвна воспитани парса ура çине тăратнă ача çурчĕ пирки эсĕ çапла çырма мĕнле майпа хăюлăх çитернĕ?» - терĕ хăшĕ-пĕри. Эпир нумай пулăма асăрхамасăр, ăса-ăша хывмасăр ирттерсе яма хăнăхнипе çыхăннă мар-ши çакă? Сехре хăптаракансем пулчĕç çав... Анчах вĕсем нимĕн те тăваймарĕç, мĕншĕн тесен эпĕ литература хайлавĕ çырнă. Эпĕ çитĕннĕ интернатра воспитатель ачана хĕненине ĕнентерекен видеофайл та Интернета ахальтен лекмен. Ун хыççăн вара ман сăмахра суя çуккине ĕненчĕç ахăртнех. Ача çуртне çирĕп тĕрĕслерĕç, айăплисене явап тыттарчĕç... Чăннипе, эпĕ пĕр ача çуртĕнчи ĕç-пуçа кăна кăтартман, пĕтĕм Раççейĕпех çапла... Ăнланмастăп: юлашки вăхăтра ача çурчĕсене питĕ ырлаççĕ - çак учрежденисене ятарласа пропагандăлаççĕ тейĕн. Эпĕ те куçăма хупса лайăххи пирки çеç çырайнă. Кайран мĕн пулать вара? Пур ашшĕ-амăшĕ те ачи-пăчине унта леçтĕр-и? Писатель вăл е ку произведение «çуратнă» чухне хăй умне тĕллев лартать, çавăнпа кĕнеке ячĕ те чĕнсе каланă сăмах çаврăнăшĕ пек янăратăр терĕм: «Ан хăвар, анне!» Тĕлĕннипе йăванса каймалла мар-и? Пирĕн ача çуртĕнче 100 яхăн ачаччĕ, вĕсенчен 90-шĕн ашшĕ-амăшĕ чĕрĕччĕ. Çакна курса тăрса епле майпа шăп ларас-ха манăн?..

- Повеçĕн малалли пайне кĕтмелле-и пирĕн?

- Эпĕ ăна çырса пĕтертĕм ĕнтĕ. Хальлĕхе кĕнеке ячĕ: «Юмахсăр ачалăх». Пĕтĕмĕшле илсен, унта та сăнарĕсем çавсемех. Вăл повеç мар, ача çуртĕнчи пурнăçа кăтартса паракан калавсен ярăмĕ. Вăл та вулаканшăн кăсăклă пуласса чунран шанатăп. «Ан хăвар, анне!» повеçе тĕпе хурса Пушкăрт патшалăх академи драма театрĕ спектакль хатĕрлет. Унăн премьери пуш уйăхĕнче пулĕ. Пырса курăр, йыхравлатăп пурне те.

- Ачалăху хăрушла йывăр пулнă санăн, хÿтте кĕме тивĕç çынсемех куçăн мăшкăлланă, апла пулин те эсĕ авăнман... Хăв ĕмĕтленнĕ пекех, аслă шкула вĕренме кĕнĕ. Студент çулĕсем мĕнпе асра юлчĕç?

- Университет сукмакне такăрлатма тытăнсан та эпĕ хамăн пурнăç çинчен никама та каласа кăтартмарăм. Яланах костюмпа çÿреттĕм, кашни лекцирех лараттăм... «Интеллигентсен çемйинчен ĕнтĕ эсĕ», - тетчĕç тантăшăмсем. Çулталăк иртсен пурте ăнкарчĕç. Ушкăн старости стипенди расчеткине валеçрĕ. Шăпах ун чухне студентсем Баймухаметовăн стипендийĕ ыттисенчен пысăкраххине курчĕç. Тăлăх иккенне каларăм вара. Çавăнтанпа атте-аннесĕр юлнине вăрттăнлăхра тытмарăм. Мана пурте хисеплетчĕç. Пĕр вăхăт студентсен профсоюз комитетĕнче те ĕçлерĕм. Ушкăн старостин тивĕçĕсене пурнăçлама шанчĕç. Студентсемпе Санкт-Петербурга, Сочине, Одессăна, Киева канма е экскурсие кайнă чухне те мана ушкăн ертÿçи пек кăларса яратчĕç.

- Кĕнекÿне тăван тăрăхунта кăна мар, пĕтĕм Раççейĕпех пысăк хак параççĕ. Халĕ эсĕ - паллă çын. Преми-награда та самай санăн. Тÿрккес воспитатель Ильяса: «Кам вырăнне хуратăн хăвна? Ÿссен çыравçă, ăсчах, артист пуласси пирки калаçатăн...» - тени аса килет-и?

- Кĕнекем шăпи çапла килсе тухнăшăн савăнатăп. Кирек мĕнле çыравçа та вулакан ăна мĕнле йышăнасси хумхантарать. Куллен çыру илетĕп, çăлтăрланса каяс марччĕ çеç /йăл кулать/. Манăн пушкăртла çырнă кĕнекене вырăсла, тутарла куçарчĕç. Халĕ тата та телейлĕрех эпĕ - повеçĕм Ухсай Яккăвĕн чĕлхипе янăрать. Дима, тав сана куншăн. Çавăн пекех эпĕ Чăваш халăх поэчĕпе Юрий Сементерпе паллашнăшăн хĕпĕртетĕп. Пушкăртсемпе чăвашсен туслăхĕ малашне тата çирĕпленессе шанатăп. Манăн та чăваш литературинчи çĕнĕ ятсен илемлĕ хайлавĕсене пушкăртла куçарас килет. Вĕсене ентешĕмсем вулаччăр та тĕлĕнччĕр: «Ав мĕнлерех пултаруллă чăваш çамрăкĕсем!»

- «...Каччă çамрăклах питĕ кăткăс кăлтăксене парăнтарнă, шăпах çавăнпа унăн ăсĕ пиçсе çитнĕ, кăмăлĕ çирĕп. Пурнăç йывăрлăхĕсене тÿссе ирттерсе литературăна вирхĕнсе кĕме пултаракан çамрăксем пурришĕн савăнатăп», - çырнă сан пирки патшалăх премийĕн лауреачĕ Хасан Назар. Айгиз, тÿре-шара çакнашкал хайлавсем çыричченех обществăри тĕрĕсмарлăха, çивĕч ыйтусене хăçан асăрхама пуçлĕ-ши?

- Калем ăстисем çакăн пек ырлани манăн малашне те паха произведенисем çырмаллине пĕлтерет. Чылай чухне калав сюжетне палăртса хуратăп, анчах ларса çыраймастăп. Çулталăк иртет, иккĕ. Çаплах алла ручка тытаймастăп. Мĕншĕн тесен хайлавăн малтан ăсра, чунра пиçсе çитмелле - йăнăшма юрамасть манăн... Катăк ăслă этем çеç çынна ĕмĕтленме чарма пултарать. Ырра шанса ĕмĕтленмесен çыннăн пурнăçĕ кичем те салху. Пĕр пулăм çинчен каласа кăтартам-и? Юлташăм мана Хотэй статуэтка парнелерĕ. Мускавран тупса килнĕ вăл ăна. «Ĕненнĕ тăрăх, яппунсен çак статуэткин хырăмне сăтăрсан ĕмĕт чăна çаврăнать. Çывăрас умĕн ĕмĕте 300 хут кала та çавăн чухлех хырăмне сăтăр», - терĕ тусăм парнене тыттарнă май. Хушнине кашни каç пурнăçларăм - манăн университета вĕренме питĕ кĕрес килет-çке-ха. Ача çуртĕнче çывăрма выртсан статуэткăна сăтăрма пĕрре те меллĕ мар - асăрхасан хăлха чикки тыттараççĕ... Сăтăратăп, сăтăратăп... 300-е шутласа çитиччен аташса каятăп, çĕнĕрен тытăнатăп. Темиçе çул иртрĕ унтанпа. Университет пĕтертĕм, ĕçлетĕп. Хайхи юлташ мана: «Айгиз, йăнăшнă эпĕ. Статуэткăн хырăмне виçĕ хутчен кăна сăтăрмалла пулнă», - терĕ. Ахăлтатсах култăмăр вара. Ĕçĕ кунта статуэткăра мар, çын ĕмĕт патне çитме чунран тăрăшнинче.

- Эсĕ йышлă çемьере çуралнă. Шăпа сире тĕрлĕ еннелле салатнă. Пĕртăванусен кун-çулĕ мĕнле çырăнчĕ?

- Çиччĕн эпир. Пурте пĕлÿ илчĕç, çемьеленчĕç. Кашнинех харпăр хăй пурăнмалли кĕтес пур. Вĕсемшĕн савăнатăп. Анчах пурнăçра, шел те, хурлăхлă самантсем пулаççех. Пĕлтĕр пичче ăнсăртран вилчĕ. Улттăн юлтăмăр.

- Мĕнле ĕмĕтпе пурăнатăн?

- Кĕнеке çырасчĕ. Ăна вуласа тухсан пĕр çын та: «Кăна çырса автор вăхăта мĕншĕн сая янă-ши?» - тесе ан калатăрччĕ...

 

Дмитрий МОИСЕЕВ калаçнă.

 

Дмитрий МОИСЕЕВ"Çамрăксен хаçачĕ" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.