Кунта вăрçă кĕрленĕ тейĕн, е Ырашпулăх сăнĕ ырă юмахри евĕр асра юлни çинчен
Кукаçипе кукамай ялне, Вăрмар районĕнчи Ырашпулăха, нумай çул çитсе курманччĕ. Пĕррехинче ятарласа кайрăм. Кунта аннен аппăшĕн хĕрĕ çемйипе пурăнать. Унпа ял курса çÿрерĕм, хам çамрăк чухне асра юлнине хальхипе танлаштартăм. Куçа илĕртекенни вуçех çухалнă. Ĕлĕк Пишкасси урамĕн пĕр вĕçĕнчен пăхсан тепри курăнмастчĕ. Ешĕллĕх çаралнă. Пушă ял кама илĕрттĕр?
Юхăннă кил-çурт нумай. ФАП та тĕссĕрленнĕ. Эрнере 2-3 кун кăна ĕçлет иккен. Ара, ялта çын пурри-çукки пĕрех. Шкул хупăннă. Ачасене унта 4 класс таран вĕрентнĕ. Халĕ çил ачисем хуçаланаççĕ. Культура çурчĕ эрне вĕçĕнче ĕçлекелет. Библиотека алăкĕ çинче - çăра. Çамрăксем пурри палăрмасть. Ĕç шырама тухса кайнă пулас. Пĕртен пĕр фермер пур-мĕн. Тивĕçлĕ канăва тухнисенчен ыйтсан: «Пире вăл мĕн тума кирлĕ? Уссине туймастпăр, хăйшĕн кăна тăрăшать», - терĕç. Малалла вулас...
Комментари хушас