Комментари хушас

12 Кăрлач, 2016

Çĕнĕ çул киввинчен лайăхрах пултăр

Кăçалхи пирвайхи планеркăна, ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен йăлана кĕнĕ канашлăва, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Çĕнĕ çула тата Раштава мĕнле уявланине пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ. Уяв-кану кунĕсенче çĕр-çĕр мероприяти иртнĕ, вĕсенчен хăшĕсем, Михаил Васильевич шучĕпе, "республика историне ылтăн страницăсем пулса çырăнса юлмашкăн тивĕç".

Шупашкар та савăнчĕ, районсем те

 

Вăл палăртнă тăрăх - потребитель рынокĕнчи, кредит сферинчи йывăрлăхсене пăхмасăр "2016 çул иртнĕ çултан лайăхрах пуласса шанатпăр". Хайхи мероприятисем пирки вара культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев тĕплĕнрех каласа пачĕ. Раштавăн 20-мĕшĕнчен тытăнса Чăваш Енре уявсемпе çыхăннă пин ытла мероприяти йĕркеленĕ. Культура учрежденийĕсем вĕсене ирттерсе илнĕ тупăш кăна - 6 млн тенкĕ ытла. Сумлă мероприятисем тĕп хулара кăна мар, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Шупашкар, Çĕрпÿ районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкарта та иртнĕ. Ачасем валли нумай уяв йĕркеленĕ. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов çав уявсене 198 пин шкул ачи хутшăнни пирки хавхаланса пĕлтерчĕ. Пĕчĕккисем çавăн пекех Мускава Кремль Ăлкине те кайнă, Чулхулари полпред ирттернĕ Ăлкăна та хутшăннă. Шупашкарти Пăр керменте иртнĕ уявра вара 4 пин ытла ача савăннă, кашнинех парне кÿнĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова кăçал чирлесе больницăна лекнисен шучĕ пĕчĕкленни çинчен пĕлтерчĕ. Шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Тимофеев уяв-кану кунĕсенче çулсем çинче пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен чылай сахалрах авари пулни пирки евитлерĕ. Çапах преступленисем чылай пулнă - 229 шута илнĕ. Çав шутра - çын вĕлернипе çыхăннă пĕр тĕслĕх. Михаил Игнатьев вара кăрлачăн 1-мĕшĕнче пулнă пăтăрмахпа пайăррăн кăсăкланчĕ. Çав кун ирхине Мир проспектĕнче Çĕнĕ çул кĕтсе илнĕ хыççăн урăлайман çамрăксен ушкăнĕ картишĕнчи çынсемпе хирĕçсе-тытăçса кайнă. Ют çын машинине вăрласа кайнă, асăннă проспектри кĕпер айĕнче ăна çунтарса янă. Полици ертÿçи айăплисене тупса палăртни, тытса чарни çинчен пĕлтерчĕ те - ЧР Пуçлăхĕ пакунлă çынсене асăннă тапхăрта тимлĕ те сыхă пулнăшăн тав турĕ.

Шывран тухайман

Шел те, инкек-синкексĕр пулмарĕ. Пĕтĕмпе 50 пушара шута илнĕ - иртнĕ çулхи уяв каникулĕнчи кăтартуран пысăкрах. 4 çын вилнĕ. Çынсем путса вилнĕ тĕслĕхсем пирки ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров тĕплĕнрех каласа пачĕ. Сăр çинче инкек пулнă. Пĕр ушкăн малтан çыран хĕрринче каннă, ĕçкелесе харсăрланнă хыççăн машинăпа пăр çинче ярăнас шухăш çуралнă. Пулăçсем те пулнă, вĕсем те хăрушлăх пирки асăрхаттарнă-мĕн. Çук, хăлхана чикмен - пăр çине тухнă. Машинăн кайри кустăрмисем шыва анса кайма тытăнсан асли икĕ çамрăка салонран тухма хушнă. Вĕсем хăтăлнă, автомобиле çăлма тăнăскер хăй вара машинăпа пĕрлех путнă. Водолазсем ăна шыранă май палăртнă тăрăх - машина алăкĕ уçă, эппин, салонра пулнăскер унтан тухнă, анчах пăр айĕнче уçă вырăна тупайман пулас, çиеле тухайман. Унăн ÿтне тупайман-ха.

Шупашкарта Атăлта путнă арçын виллине вара тупнă. Ку инкек кăрлачăн 7-мĕшĕнче пулнă. Моржсем хĕлле шыва кĕме вак каснă. Пурттине шыва ÿкернĕ иккен. 39 çулти арçын ăна илмешкĕн шыва чăмнă. Çук, тухайман. В.Петров каланă тăрăх - вăл та аялта пăр çук вырăна тупайман. Унăн виллине водолазсем тепĕр кунне кăларнă. Çак арçын хĕлле шыва кĕрес тĕлĕшпе чăннипех пысăк опытлă пулнă-мĕн. Тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăннă, иртнĕ кĕркунне Аляскăран тăван ене темиçе медальпе таврăннă. Анчах пăрлă шыв çăмăлттайлăха каçармасть - темле опытлă пулсан та асăрханулăх кирлех. Çакăн пирки каланă май М.Игнатьев моржсемпе тивĕçлĕ ĕç пурнăçлама хушрĕ. Асăннă тĕслĕхре вĕренпе çыхăнма май пулнă вĕт...

Çăлавçăсен ĕçĕ пирки сăмах пуçарнă май Михаил Васильевич каникул тапхăрĕнче Раççей МЧСĕн ертÿçи Владимир Пучков Чăваш Енре пулни çинчен каларĕ. /Тĕплĕнрех - 3 стр./ Вăл вырăнти çăлавçăсен хатĕрлĕхне тĕрĕсленĕ, çавăнпа пĕрлех унпа МЧС республикăра туса кăларакан продукцие - ятарлă атă-пушмакран пуçласа тĕрлĕ техника таранах - туянасси пирки калаçусем ирттернĕ. "МЧС урлă миллиард-миллиард тенкĕ иртет. Пирĕн унта кĕмелле те - тухмалла мар. Хальлĕхе кирлĕ пек хутшăнмастпăр", - терĕ Михаил Васильевич çăлав ведомствипе тытакан хутшăнусене çирĕплетмеллине палăртнă май.

ПАИ айăплă имĕш...

Çулсене юртан тасатмалли пирки те сăмах пулчĕ. Транспорт министрĕ Владимир Доброхотов техника та, çынсем те ĕçлени пирки каларĕ-ха, анчах М.Игнатьев тĕп хулара яваплăха туйман çынсем хăйсен машинисене çулсем çинчех лартса хăварнăшăн кăмăлсăрланчĕ: "Вĕсене пула - "пăкăсем", çулçÿрев чăрмавлă, тепĕр енчен - çав транспорт хатĕрĕсем çулсене юртан тасатма чăрмантараççĕ". Куншăн тĕп хула влаçĕсене сăмах тиврĕ те - Алексей Ладыков мэр çавнашкал машинăсене эвакуацилеме ПАИ представителĕсем кирли пирки каларĕ, "ШĔМ вара кашнинчех ПАИ сотрудникĕсене уйăрса памасть..." Капла калани шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Тимофеева килĕшмерĕ: "Ку калаçăва мĕншĕн çак шайра пуçармаллаччĕ? Хамăр хушăрах татса пама пултараттăмăр..." Чăн та, тавлашу шала кĕмерĕ - çакăнпа вĕçленчĕ.

Çапах тĕп хула влаçĕсене сăмах тивмелли темăсем татах пулчĕç-ха. Финанс министрĕ Светлана Енилина бюджета мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ - республикăн пĕрлештернĕ бюджетне 100,7: пурнăçланă. Çулталăк ансат пулманнине пăхмасăр налуксене 2014 çулхипе танлаштарсан 102,6% пухнă. Çавна май М.Игнатьев Шупашкар бюджетĕнче çулталăк вĕçĕнче мĕн чухлĕ укçа юлнипе пайăррăн кăсăкланчĕ. Мэр та, хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та татăклă цифра калаймарĕç - "шутлаççĕ-ха" тесе хуравран пăрăнма тăчĕç. "Мĕн? Мĕн шутламалли унта? Ку кăтарту сирĕн раштавăн 31-мĕшĕнче каçхинех паллă пулмалла. Сăмахран, банкирсем сирĕн пек ĕçленĕ тĕк мĕн куратчĕç-ши? Ялан "укçа çук" тетĕр, хăвăр вара... "Шутлаççĕ-ха" тетĕр, эсир шутланă чухне должноçсăр юлма та пултаратăр", - кăмăлсăрланчĕ Михаил Васильевич. Чăн та, ку сăмахсене сасă хăпартса каламарĕ, юлашкинчен калани шÿт пулнине хăех кулкаласа палăртрĕ.

Тарифсем ÿсеççĕ

Тарифсем пысăкланасси вара - пачах та шÿт мар. Ку ыйтупа ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Кадилова сăмах илчĕ. Вăл анлă доклад тума хатĕрленнĕ пулас та - М.Игнатьев кĕскен те ăнланмалла калама хушрĕ. Эпир те кĕскен калар: 2016 çулăн 1-мĕш çурринче коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсем улшăнмаççĕ, пĕлтĕрхи раштаври шайра юлаççĕ. Хаксем утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче пысăкланĕç: ăшă энергийĕ ăна тĕрлĕ организаци сутнине кура 2,4-ран пуçласа 13,7% таран хакланать, сивĕ шыв тата каяшсене юхтарса ярасси - 0,5-рен тытăнса 25% таран. Халăха сутакан çутçанталăк газĕн хакĕ 2% хушăнĕ. Электричество та хакланĕ: хула халăхĕшĕн - 6,4, ялсенче пурăнакансемшĕн - 6,6%.

Паллах, тарифсем пысăкланни никама та килĕшмест. Анчах М.Игнатьев хаксен ÿсĕмне социаллă пулăшу мерисемпе малашне те саплаштарасса шантарчĕ. Пысăк тупăшлă çынсемшĕн тарифсем пысăкланни нимех те мар, анчах сахал тупăшлисемшĕн кашни тенкĕ шутлă - вĕсене пулăшĕç. Пĕлтĕрхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче кăна Чăваш Енре 19 пин ытла çемье пĕтĕмпе 184 млн тенке яхăн субсиди илнĕ. Кашни çемьене вăтамран тÿленĕ пособи виçи - 876 тенкĕ. Субсидисемсĕр пуçне саккунсемпе пăхнă çăмăллăхсем пур. Пĕлтĕрхи 9 уйăхра социаллă пулăшăвăн çак мерисемпе 327 пине яхăн çынна - Чăваш Енĕн кашни тăваттăмĕш гражданинне - тивĕçтернĕ, пулăшăвăн кашни çын пуçне тивнĕ вăтам виçи - 423 тенке яхăн. Сахал тупăшлисене республика ку енĕпе кăçал та пулăшĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.