Тăван ен географине вĕренмелле
Куç вăйĕ чакнă е япăх куракан çын тăван тавралăх илемĕпе сыввисем евĕр киленме пултараймасть паллах. Сусăр ачасене республика çутçанталăкĕн хăйнеевĕрлĕхĕпе тата культура пуянлăхĕпе паллаштарас тĕллевпе Вырăс географи обществи тĕрев панипе кăçал «Уçă Чăваш Ен» проект вăй илнĕ. Раштав уйăхĕн вĕçĕнче унăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетмешкĕн тата презентацилемешкĕн Шупашкарта ятарлă /коррекциллĕ/ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта пĕлтерĕшлĕ икĕ мероприяти ирттернĕ.
Тавралăх пĕлÿçисем
Чи малтанах республикăри шкулсен 9-11-мĕш класĕсенче пĕлÿ илекенсем «Чăваш Ен географине пĕлекенсем» конкурсра тупăшнă. Унта хутшăнакан йышлă пулнă: Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Елчĕк районĕнчи Курнавăш, Çĕмĕрле районĕнчи Юманай, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнь шкулĕсенчен 126 çамрăк пухăннă. Малалла вулас...