Чăвашсем пăтă кăна çимеççĕ
Шупашкара килме тухни эпĕ автор юррипе кăсăкланнипе çыхăннăччĕ. Гастрольсем çăмăл пулмарĕç, хулара харăсах темиçе концерт йĕркеленĕччĕ. Ытти вырăнтан килнĕ авторсене пĕр концертран тепĕрне илсе çÿрерĕç, вĕсем ывăнсан та пĕр каçра темиçе çĕрте хăйсен номерĕсене кăтартрĕç, нихăшне те наянланса кайма памарĕç. Малтанах веçех палăртса хунăччĕ, апатлану енĕпе те питĕ лайăх пулчĕ. Ун чухне кулинари вăрттăнлăхĕсене пĕлсех кайман пулин те эпĕ çакна асăрхарăм: апат Атăл тăрăхĕнчи ытти хуласенчипе танлаштарсан урăхларах. Хăйсен стилĕ пур.
Паллах, апат хатĕрленĕ май кÿршĕсен, тĕпрен илсен, вырăссемпе тутарсен мелĕсемпе усă кураççĕ. Тĕпленсе пурăнакан халăхсем лаша какайĕпе асăрханса усă кураççĕ, мăсăльмансен сĕтелĕ çинче сысна ашне кураймăн, чăвашсен кухни пирки апла калаймăн - мĕне килĕштереççĕ, çавна çиеççĕ, кайăк-кĕшĕк, чăх-чĕп ашне тиркемеççĕ, çапах та сурăх ашне ытларах кăмăллаççĕ. Выльăх ăш-чикĕнчен хатĕрленĕ апата хаваспах çиеççĕ, кунта ĕçĕ перекетлĕхре çеç мар, унăн хăйнеевĕрлĕ тутипе пĕлсе усă курнинче. Сысна ури хисепре, ăна тĕрлĕрен хатĕрлеççĕ - паланпа та, пăрçапа та, куршаксенче шаркку пĕçереççĕ. Сурăх хырăмлăхĕнчен ăш-чикне хушса тутлă рулет, шăрттан /тĕрĕс хатĕрлесен вăл уйăхĕ-уйăхĕпе упранать/ хатĕрлеççĕ. Аша тĕрлĕ çырлапа тутлăлантараççĕ, пăру ашне сĕтпе пăшăхлаççĕ.
Чăваш кухнинче чустаран хатĕрленĕ апат уйрăм вырăн йышăнать - çăкăр кунта сăваплă. Çăкăр татăкне тăварпа çисе чăваш тупа тăвать, çак тупана пăхăнман çынна инкек кĕтет тесе каланă. Кукăль ăшлăхĕсем те тĕрлĕрен. Кукăль ашпа е пулăпа, хуплу - уявра паракан апат. Тăварланă хăярпа пĕçернĕ вĕт кукăльсем те кăсăклă - те вĕт кукăль, те пельмень. Кукăль ăшĕ валли ешĕл çимĕçпе анлăн усă кураççĕ.
Чăваш тĕрлĕ яшка хатĕрлет. Купăста яшки юратаççĕ, выльăх ăш-чикне ярса какай шÿрпи пĕçереççĕ, пулă яшкине шывпа мар, сĕтпе янтăлаççĕ, окрошкăна та кваспа мар, турăхпа тăваççĕ. Ытларах чухне юханшыв пуллине çиеççĕ - тинĕс инçетре, Атăл юнашарах. Кунта чи ансат пахчаçимĕç /климат çавнашкал/, çапах та ăна темĕн тĕрлĕ те хатĕрлеççĕ. Духовкăра пĕçернĕ çĕрулмине хăяр шÿрпипе сыпса çиеççĕ, кавăн икерчине, сухан нимĕрне /суханпа çĕрулми нимĕрĕ/, кавăнпа панулми салатне килĕштереççĕ.
Чăвашсем тĕрлĕ пăтă - вир, сĕлĕ, хуратул тата ытти пăтăсем хаваспах пĕçереççĕ, сĕт юр-варĕпе, халăх юратакан çимĕçпе çăмартапа тутлăлантараççĕ. Сăмах май, чăмăрла пĕçернĕ çăмартана чăвашсем тепĕр чухне ăшалаççĕ те - питĕ хăйне майлă çимĕç пулса тухать. Вырăнти сăра чапĕ те таçта çитиех сарăлнă, тин сунă тата йÿçнĕ сĕте хаваспах ĕçеççĕ.
Борис БУРДА /"Собеседник"/.
Комментари хушас