Archive - Feb 2014

февраль 27th

Кăмăл час-часах пусăрăнни сывлăха япăх витĕм кÿрет, иммунитета чакарать, тĕрлĕ чире хĕтĕртме пултарать. Çавăнпа пурнăç хавалне вăйлатма тăрăшмалла.

Ÿсен-тăранпа

Сарăлса пиçнĕ вир пăтти чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе, атеросклерозпа, сахăр диабечĕпе, пĕвер чирĕсемпе аптракан çынсене усăллă. Вир çăва куçмасть, пачах урăхла, ăна организмран кăларать.

Станиславский хăй вăхăтĕнче артистсем рольсене витĕмлĕ сăнарлайманнине курса çапла каланă. Ĕнер вара çак сăмах Правительство ларăвĕнче янăрарĕ - республикăн кăçалхи бюджетне улшăнусем кĕртессине сӳтсе явнă май унпа ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев усă курчĕ.

27 Feb, 2014 | Хыпар | Хула | Лару

Ытлари кун Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта хутшăннисем социаллă пурнăçпа экономикăн пĕлтĕрхи аталанăвне тишкерчĕç.

Тĕп хула тата унăн администрацийĕн пуçлăхĕсем Леонид Черкесовпа Алексей Ладыков доклад турĕç. Шупашкар федерацире йĕркеленĕ «Раççей хули. Наци суйлавĕ - 2013» проект çĕнтерӳçисенчен пĕри пулса тăнă. Пĕтĕм Раççейри конкурсра ăна çĕр-шыври чи хăтлă хуласен йышне кĕртнĕ. Шупашкарти 11 шкул федерацин чи лайăх вĕренӳ заведенийĕсен шутне лекме пултарнă.

Пулăшу кăçал та витĕмлĕ

Чăваш Енри пĕчĕк хуçалăхсене патшалăх кÿрекен пулăшу калăпăшĕ çулсерен ÿсет.

2006-2011 çулсенче çеç «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне тата 2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарма палăртнă патшалăх программине пурнăçласа хушма хуçалăха аталантаракан 67,7 пин çемье 11,9 млрд тенкĕлĕх çăмăллăх кредичĕ илнĕ. Пулăшу илнисен 73 проценчĕ выльăх-чĕрлĕх витине юсаса çĕнетнĕ, 19: - ял хуçалăх техники, 7: выльăх туяннă, пĕр проценчĕ ытти тĕллевпе усă курнă.

27 Feb, 2014 | Хыпар | Экономика | Çĕр

Çĕр ыйтăвĕ çаплипех тавлаштарать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура çапла каланă: "...Реформăсем пурнăçланакан 20 çул хушшинче те эпир ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене кирлĕ пек шута илес тата вĕсемпе усă курнине тĕрĕслесе тăрас енĕпе йĕрке туса çитереймерĕмĕр. Хуçасăр çĕрсем тĕлĕшпе халĕ те право çирĕплетекен документсем йĕркелемен, çакă вара вĕсемпе тĕрĕс мар усă курасси патне илсе пырать.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Мĕшĕл ялĕнчи Вăрман урамне асфальт çул хывма укçа кирлĕ. Ăна уйăрмалли йĕркене ăнлантарса параймăр-ши?

С.ГРИГОРЬЕВ.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Pages