«Ĕненместĕп!»

27 Нарăс, 2014

Станиславский хăй вăхăтĕнче артистсем рольсене витĕмлĕ сăнарлайманнине курса çапла каланă. Ĕнер вара çак сăмах Правительство ларăвĕнче янăрарĕ - республикăн кăçалхи бюджетне улшăнусем кĕртессине сӳтсе явнă май унпа ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев усă курчĕ.

Бюджетăн тупăш пайĕ 1,2 млрд ытла тенкĕлĕх пысăкланать. Çак ӳсĕмĕн пысăк пайне хамăрăн тупăшсем ӳсни тĕревлени пирки каланă май Михаил Васильевич çакăнта республика аталанăвĕн кăтартăвĕсем аваннин витĕмĕ пысăккине палăртрĕ. Çапах Мускав та пулăшать - агропромышленноç комплексĕ валли, сăмахран, самай пысăк укçа уйăрмашкăн палăртнă. М.Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх - хушма хуçалăха аталантарма çынсем илнĕ кредитсен проценчĕсене субсидилесси чăрмавлăччĕ, халĕ ку енĕпе ыйту татăлать. Ял хуçалăхĕнчи пысăк проектсем валли илнĕ кредитсем тĕлĕшпе вара РФ Правительстви çитес çулхи 1-мĕш кварталта парăма татма шантарать.

Спорт объекчĕсен строительстви валли хушма укçа пулать. Çав шутра Шупашкарти Пăр кермене тума - 120 млн тенкĕ. Вĕрентĕве, ытти сферăна та хушма укçапа тĕревлеме пăхнă. Пĕтĕмĕшле илсен вара бюджет 2,3 млрд яхăн тенкĕлĕх ӳсмелле. Çавна май бюджет дефицичĕ те кăшт пысăкланĕ. Апла пулин те патшалăх парăмĕ, пачах тепĕр майлă, кăштах чакĕ. Вице-премьер - финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Енилина хамăр тупăшсем пысăкланнине чи малтанах пурлăх налукĕсемпе çыхăнтарчĕ.

Ӳсĕмлĕ терĕмĕр-ха та, çапах кăмăлсăрланакан та тупăнчĕ. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов физкультурăпа сывлăх комплексĕ валли уйăрнă укçана чакарни пирки сăмах хускатрĕ: «Малтанхи бюджетра пĕр виçе палăртнăччĕ, халь чакарнă... Эпир çав укçа пуласса шаннăччĕ...» М.Игнатьев капла кăмăлсăрланнипе килĕшмерĕ: «Сирĕн ку енĕпе хăвăрăн ĕçлемелле. Эсир Правительство пек çивĕч лару-тăрура ĕçлеместĕр. Укçа енĕпе дефицит пур, çавăнпа та Правительствăра çапла пĕтĕмлетнĕ: хулан хăйĕн те резервсем пур. Кун пирки ĕнер те калаçрăмăр-çке. Хулари хăш-пĕр предприяти-организацире çынсене 5-6 пин тенкĕ кăна тӳлеççĕ. Коммерци тытăмĕсенче çынсем 5-6 пин тенкĕлĕх шалушăн ĕçленине ĕненместĕп! Сирĕн çавăнта йĕрке тумалла, унта хушма тупăш шырамалла!» Хула ертӳçисем чĕнме-хирĕçлеме хăяймарĕç...

Вице-премьер - транспорт министрĕ Михаил Янковский 2014 çулта республика бюджетĕнчен автоçулсене юсама, тытса тăма уйăракан укçана валеçес ыйтупа сăмах илчĕ. Тĕпрен юсама кăна 169 млн тенкĕ уйăраççĕ, çулсене тытса тăма - 300 млн. 33 км çула юсасшăн. Тата - Сăр, Çавал шывĕсем урлă хывнă кĕперсене. Тепĕр программа - ялсенчи çулсемпе çыхăннăскер. Канаш, Вăрнар, Вăрмар, Елчĕк, Пăрачкав тăрăхĕсенче, ытти районта çулсене юсамалла - ĕç калăпăшĕ пысăк, çак ĕçсене пурнăçлама 131 млн тенке яхăн уйăраççĕ.

Ялсенче пурăнакансен, çав шутра çамрăк çемьесемпе специалистсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли списоксене çирĕплетмелли йĕркепе вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов паллаштарчĕ. Çак программăпа килĕшӳллĕн кăçал 236 çемье пурăнмалли условисене лайăхлатма пултарĕ. Сергей Владимирович асăннă йĕркере пăхнă пĕр саманта пайăррăн палăртса хăварчĕ: программăпа килĕшӳллĕн туянакан çурт-йĕрĕн 5 çултан «аслăрах» пулмалла мар. Çакă патшалăх укçипе киревсĕр тĕллевпе усă курасран сыхланма кирлĕ.

М.Игнатьев вара бюджет укçипе çынсем ипотека мелĕпе усă курнине, çамрăк врачсене укçа панине аса илтерчĕ - пĕтĕмĕшле йыш 900 çемьерен те иртет-тĕр. Эппин, патшалăхăн çынсене пурăнмалли условисене лайăхлатассипе çыхăннă пулăшăвĕ чăннипех курăмлă.

С.Павлов тепĕр ыйтупа та сăмах илчĕ - районсене ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине, элита вăрлăх çитĕнтерессине аталантарма бюджетран пулăшса укçапа тивĕçтересси çинчен каласа пачĕ. Ăратлă выльăх валли пĕтĕмпе 71 млн тенкĕ уйăраççĕ, вăрлăх çитĕнтерме - 40 млн тенкĕ. Çав вăхăтрах ЧР Пуçлăхĕ çуллен укçа уйăрнине пăхмасăр выльăх шучĕ чакнăшăн пăшăрханнине палăртрĕ. Сăмах май, вице-премьер каланă тăрăх - республикăри выльăх кĕтĕвĕн 17% шăпах «ăратли» шутланать.

2014 çул валли инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли квотăсене çирĕплетесси тавлаштармарĕ. Ĕçлев службин ертӳçи Сергей Димитриев пĕлтернĕ тăрăх - 100-500 çын ĕçлекен предприятисенче /унашкаллисем 243/ пĕр инвалид валли квота пулать, 500-тен ытларах тăк /44 предприяти/ - 2 ĕç вырăнĕ. Пĕлтĕр пĕтĕмпе 323 ĕç вырăнне квотăланă, 322 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Пĕр учреждени кăна, патшалăхăн социаллă университечĕ, инвалида ĕçе йышăнасси çине алă сулнă иккен, унта ахаль те темиçе инвалид ĕçленипе тӳрре тухасшăн пулнă. Прокуратура валли - ĕç-пуçа тишкермелли сăлтав.

Чăваш Енĕн чи хăтлă хула /ял/ тăрăхĕн ятне пама ирттернĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе строительство министрĕ Олег Марков паллаштарчĕ. Çак тупăшу - Раççей шайĕнчи конкурсăн тапхăрĕ. Пĕлтĕр çĕр-шыв шайĕнче Елчĕк ял тăрăхĕ хăйне кăтартнă - III степень диплома тивĕçнĕ. Преми те пур - 800 пин тенкĕ. Шупашкар хули те çав конкурсра палăрнă. Республика шайĕнчи тупăшура вара хула тăрăхĕсенчен Вăрнарпа Вăрмар мала тухнă. 5 пин çын таран пурăнакан тăрăхсен хушшинче - Кӳкеçпе Шăхасан, 3 пин çын таран пурăнакан ялсен хушшинче - Вăрмар районĕнчи Чупай, Комсомольски районĕнчи Чĕчкен, Çĕрпӳ районĕнчи Сăнав поселокĕ.

Ларура çавăн пекех граждансене кивĕ, юхăннă çуртсенчен куçармалли, нумай хваттерлĕ çуртсене юсамалли программăсене пурнăçланине тишкерчĕç. Строймин ертӳçи Олег Марков ку ыйтусемпе журналистсемпе курнăçса брифинг та ирттерчĕ те - тĕплĕнрех çитес номерсенчен пĕринче.


Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.