- Чăвашла верси
- Русская версия
ЛАЙĂХ КĂМĂЛ - ХАСТАРЛĂХ НИКĔСĔ
Кăмăл час-часах пусăрăнни сывлăха япăх витĕм кÿрет, иммунитета чакарать, тĕрлĕ чире хĕтĕртме пултарать. Çавăнпа пурнăç хавалне вăйлатма тăрăшмалла.
Ÿсен-тăранпа
Хастарлăха ÿстерме сиплĕ ÿсен-тăран пулăшать. Тĕслĕхрен, халĕ пахчара чылайăшĕ ÿстерекен ылтăн тымар /родиола розовая/ тĕрлĕ чиртен хăватлă, вăл пурнăç хавалне ÿстерет, иммунитета çирĕплетет. Женьшень паха, унăн настойки вăй-халпа ăс-тăн пултарулăхне темиçе хут ÿстерет, чылай органпа тытăмăн ĕçне лайăхлатать. Кирлĕ пулсан ылтăн тымар, женьшень, çакăн евĕрлĕ ытти ÿсен-тăран /заманиха, лимонник, левзея, элеутерококк/ шĕвекĕсене кунне 2-3 хут апатчен 20-30-шар тумлам 25-30 кун ĕçеççĕ. Унтан 10 кун тăхтаççĕ те тепĕр курс ирттереççĕ.
Кирек хăш вăхăтра та усăллă витамин хутăшне çапла хатĕрлемелле. 300 грамм курагана, 300 грамм аçтăрхан мăйăрне, 30 грамм иçĕме, 2 лимона хуппипе тата вăррисĕр аш арманĕпе авăртмалла, 300 грамм пыл хушса пăтратмалла. Сивĕтмĕшре упрамалла. Кашни ир 1-2 кашăк хутăша симĕс чейпе сыпса çимелле. Хутăш кăмăла çĕклет, организма пĕтĕмĕшле çирĕплетет.
Ăсчахсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх - пахча çимĕç сĕткенĕ /уйрăмах кăшман сĕткенĕ/ вăй-хал кĕртет, ывăнмасăр ĕçлеме витĕм кÿрет, юн пусăмне йĕркене кĕртет.
Çамрăклăх гормонĕ
Кăмăла, пурнăç хавалне лайăхлатма ура валли хусканусем туни витĕм кÿрет. Ăсчахсем çапла çирĕплетеççĕ: кунне 2-3 хут 20-30 хутшар куклене-куклене илни те çамрăклăх гормонĕ туса кăларма пулăшать. Вăл пирĕн кăмăлшăн яваплă.
Микулин виброгимнастики паха. Ăна çапла тăваççĕ. Ура пÿрнисем çине кĕлесем урайĕнчен 1 сантиметр /ытларах мар!/ уйрăлмалăх çĕкленмелле те тÿрех каялла анса тăмалла. Çак витĕмпе юн тымарĕсем чĕтренсе илни юна чĕре патне лайăхрах куçма витĕм кÿрет. Хусканăва хăвăрт тумалла, анчах пуçра янăрамаллах мар - çеккунтра 1 хутчен кăна. 30 хут çапла чĕтрентернĕ хыççăн 5-10 çеккунт тăхтамалла та хусканусен ярăмне тепĕр хут тумалла.
Ырă шăршă
Эфир çăвĕсен шăршипе сывлани /аромотерапи/ ырă туйăм çуратать, савăнăç кÿрет. Çак шăршăсем этем ÿт-пĕвĕпе пуç мимине витĕм кÿреççĕ, анчах пĕрисем савăнтараççĕ пулсан теприсем хурлантарма пултараççĕ. Çавăнпа суйлама пĕлмелле. Тĕслĕхрен, эвкалиптпа жасмин нерв тытăмне лăплантараççĕ, грейпфрут шăрши кăмăла çĕклет. Чĕрĕ чечексем те пурнăç хавалне вăйлатаççĕ. Сирĕн йĕри-тавра яланах чечексем пулччăр. Вĕсен илемĕ те пирĕн кăмăлшăн пархатарлă.
Ытларах кулмалла
Кулă организмшăн паха пулнине ăсчахсем те палăртаççĕ. Кулла тата савăнăçлă кăмăла пула хаваслăх гормонĕ йĕркеленет. Вăл тĕрлĕ чиртен хÿтĕлекен япаласем туса кăларать. Çавна май кăмăлтан кулни сывлăха лайăхлатма та пулăшать.
Стресăн япăх витĕмне пусарма хăвăр килĕштерекен çынсем çумне сĕртĕнни пулăшать. Туслă ыталану вăхăтĕнче ÿсĕмпе савăнăç гормонĕсем йĕркеленеççĕ. Вĕсем сывлăха лайăхлатаççĕ, пурнăçа тăсаççĕ. Ыталанма юратакан çынсем сахалрах чирлеççĕ тата чирлесен те хăвăртрах сывалаççĕ.
Комментари хушас