Инвестици программине лекмелле

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Мĕшĕл ялĕнчи Вăрман урамне асфальт çул хывма укçа кирлĕ. Ăна уйăрмалли йĕркене ăнлантарса параймăр-ши?

С.ГРИГОРЬЕВ.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

ЧР Президенчĕн 2006 çулхи "Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсене васкавлăн туса пĕтересси çинчен" Указĕпе килĕшÿллĕн сирĕн яла асфальт-бетонран çул /2,4 км/ çитернĕ. "Раççей Федерацийĕн çул-йĕр ĕç-хĕлĕпе автомобиль çулĕсем çинчен" тата "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен" саккунсемпе килĕшÿллĕн ял тăрăхĕнче автотранспорт çÿретесси, çул тăвасси - вырăнти хăй тытăмлăх тивĕçĕ. Строительство валли чи малтанах унăн укçа тупмалла. Вăрман урамĕнче çул тăвасси пирки Урхас Кушкă ял тăрăхĕн /Мĕшĕл унта кĕрет/ тата Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕсен кашнин хыснинче кĕмĕл мĕн чухлине, ытти тăкака тĕпе хурса йышăну кăларма ирĕк пур. Район администрацийĕн кăçал объекта республикăн пайăр инвестици программине кĕрттерес тĕллевпе ЧР Строительство министерствине экспертиза витĕр кăларнă çул проектне çитермелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.