Çак кунсенче ялти пĕчĕк çеç клубра Çĕмĕрле районĕнчи Анат Кăмаша ялĕнче пурăнакансен пĕрлехи пухăвĕ иртрĕ, унта асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ 2013 çулшăн отчет турĕ. Халăх йышлă пухăнмарĕ: хĕрĕхе яхăн çын çеç, тĕпрен илсен - пенсионерсем. Учительсемпе интеллигенцин ытти представителĕ темшĕн килмен.