Кино ăстисем чăмăртаннă
27 Feb, 2014 | Хыпар | Культура | Пуху

ЧР патшалăх электрон, кинодокументаци архивĕнче чăваш кинематографисчĕсен пĕрремĕш йĕркелÿ пухăвĕ иртнĕ.

Ун ĕçне «SuvarTV» Интернет телевидеокомпани директорĕ Олег Цыпленков, «КоЮр» киновидео пĕрлешÿ ертÿçисем Константин Ефремовпа Юрий Сергеев, «Салам» ООО ертÿçисем Елизавета Разумовăпа Владимир Карсаков, «Диал» /AKSAR STUDIO/ ООО представителĕ Иван Иванов, «ОРИОН» видеостуди директорĕ Вячеслав Оринов, «ILTIMER STUDIO» видеостуди ертÿçи Алексей Ефремов тата ЧР Патшалăх электрон, кинодокументаци архивĕн ĕçченĕсем хутшăннă.

Кун йĕркинче пысăк икĕ ыйту пулнă. Пĕрремĕшĕ наци фильмĕсене ÿкерес тĕлĕшпе федераци программине хутшăнса субсиди илессипе çыхăннă. Асăннă ыйтупа архив ĕçченĕ Алексей Ефремов сăмах илнĕ.

Иккĕмĕшĕ: ЧР Кинематографистсен союзне туса хурасси çинчен. Ун пирки Олег Цыпленков тухса калаçнă. Пухăва хутшăннисем сĕнĕве ырласа йышăннă.

Пухура чарăнса тăнă тепĕр самант акă мĕнпе çыхăннă: кăçалхи çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Кино- тата фотопромышленноçа национализацилесси çинчен» Декрета йышăннăранпа /ăна В.Ленин алă пуснă/ 95 çул çитет. Çак пулăм Раççей Кино кунне «симĕс çутă» панă. Республикăра наци кино ĕçĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенче аталанса вăй илнĕ. Вăл халĕ те тăван культурăн чи пĕлтерĕшлĕ паллисенчен пĕри. Чăваш кинематограф аталанăвĕн ыйтăвĕсене кăçалхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче ЧР патшалăх электрон, кинодокументаци архивĕнче иртекен «Хальхи вăхăтри кинематограф: аталанăвăн çĕнĕ çулĕсем» «çавра сĕтелре» сÿтсе явĕç.


Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.