Çăлăнăç ăçта?..

Çак кунсенче ялти пĕчĕк çеç клубра Çĕмĕрле районĕнчи Анат Кăмаша ялĕнче пурăнакансен пĕрлехи пухăвĕ иртрĕ, унта асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ 2013 çулшăн отчет турĕ. Халăх йышлă пухăнмарĕ: хĕрĕхе яхăн çын çеç, тĕпрен илсен - пенсионерсем. Учительсемпе интеллигенцин ытти представителĕ темшĕн килмен. Пушă вырăнсем юлчĕç, эппин, çынсем влаçа ĕненме, хăйсене илтессе, ăнланасса тата пулăшасса шанма пăрахрĕç. Темиçе кун маларах пуçлăх Тури Кăмашара отчет тунă.

Пуху умĕн ялти ветерансен концерчĕ иртрĕ. Ăна художество пултарулăхĕн смотрĕ терĕç, жюрие культура уйрăмĕн пуçлăхĕ З.Карпова ертсе пычĕ. Аслă çулти хĕрарăмсем Н.Ахтяров баянистпа питĕ хитре юрларĕç! Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Савастьянов та тăрнасем пирки юрă шăрантарчĕ. Пухăннисем концертпа кăмăллă юлчĕç, алă чылайччен çупрĕç.

Мероприятин ĕç пайĕ пуçланнă тĕле Çĕмĕрле райадминистраци пуçлăхĕ Л.Рафинов килсе çитрĕ. Президиума ял тăрăхĕн пуçлăхне Н.Савастьянова, Л.Антоновăна /секретаре/ тата ял тăрăхĕн депутатне Н.Адера суйларĕç. Пухăва пуçлăх хăй ертсе пычĕ. Ял тăрăхĕн социаллă аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем пирки Н.Савастьянов доклад турĕ. Ял тăрăхĕн тупăшĕсемпе тăкакĕсем пĕрешкелтерех иккен: 2,55 млн тенкĕ. Тупăш пайĕ кĕнĕ налуксенчен /331 пин тенкĕ/, тупăш тăрăх илекен налукран /134 пин тенкĕ/, пĕрлехи ял хуçалăх налукĕнчен /1,2 пин тенкĕ, ахăртнех, «Дружба» ЯХПКран/ йĕркеленнĕ. Пĕтĕмпе - 474 пин тенкĕлĕх. Ял тăрăхне пулăшмашкăн районпа республика бюджечĕсенчен 2,148 млн тенкĕ панă, урăхла каласан хамăрăн укçа тÿпи 18-19% çеç танлашать. Темиçе çул каялла çеç-ха хамăр тупăшсен тÿпи 22-25%-чĕ. Сăмах май, Çĕмĕрле районĕ 5,6 млн тенкĕлĕх инвестици кредичĕ илсе парăма кĕрсе кайнă. Районăн пĕтĕмĕшле парăмĕ мĕн чухлĕ пулнине каламарĕç.

Халăх йышĕ Анат Кăмашара - 581 çын, Тури Кăмашара - 163, Атăл поселокĕнче - 161, Ульян ялĕнче - 86. Çулталăкра пĕтĕмпе те 3 ача çеç çуралнă, 16 çын вилнĕ. Шухăшлаттаракан пулăм... 52 çын ют çĕре ĕçлеме çÿрет, ĕçсĕррисем çук пек туйăнать. Эппин, йывăрлăхсем çук-шим?

Иртнĕ çул пĕлтерĕшлĕ пысăк ĕçсемех пурнăçламан, 16 хваттерлĕ икĕ çурт таврашĕнчи тротуарсене йĕркене кĕртнине шутламасан. Пуçлăх малашне ялсенче пропискăна тăма Çĕмĕрле хулинче çеç май килнине пĕлтерчĕ, ку, паллах, япăх. Виçĕ выльăх масарĕ тавра хÿме тытмалла - 1 млн тенке яхăн кирлĕ, анчах укçа çук, Финанс министерствине шанатпăр. 2014 çулта нимĕнле стройка та планламаççĕ, мĕншĕн тесен укçа çук. Ялта шывпа тивĕçтерекен тытăм тумалли проект валли халăх пулăшмалăх тесе 565 пин тенкĕ пуçтарнă, анчах таса мар чунлă проектировщиксене пула проект хатĕрлессин вăхăчĕ иртсе кайнă, экспертиза ăна япăх пахалăхлă пулнăран пăрахăçланă. Проекта лайăхлатса малалла хатĕрлеççĕ, вăл хăçан пуласси паллă мар. Ку ĕçре Федераци Пухăвĕн депутачĕ Г.Николаева сенатор пулăшма шантарнă пек ас тăваççĕ, анчах мĕн енĕпе тата хăçан - паллă мар. Тĕрĕссипе, хамăрах айăплă: енчен те ĕç тăвакансем тĕлĕшпе йăнăшнă тата пĕтĕм хута вăхăтра паман. Л.Рафинов ку ĕçре пулăшма шантарчĕ, анчах мĕншĕн ытла кая юлса? Тата мĕншĕн-ха ял тăрăхĕн пуçлăхĕ халăх укçипе пĕчченех хуçаланать, яваплă ĕçе районти специалистсене те явăçтармасть? Ун пек çунса кайма та пулать-çке. Ахаль те «ухмаха» юлтăмăр.

Кашни хуçалăх хăй ирĕкĕпе тирпей-илем валли паракан 200-шер тенке пухасси те /малтан ăна сулăм укçи тетчĕç/ питĕ япăх: пĕтĕмпе те 30 çын çеç панă. Темĕнле тÿрре тухас тесен те ку вăл - ял тăрăхĕн аппарачĕ ĕçлесе çитерейменни, çак укçапа яла хăтлăлатаймастăн пулин те.

Докладçăна ял тăрăхĕн бюджетне пуянлатакан 2-3 предприятие, фермера, предпринимателе палăртмашкăн сĕнсе ыйту пачĕç. Вăл вара никама та асăнаймарĕ, нимĕнле цифра та, нимĕнле хушамат та илсе кăтартаймарĕ. Бюджета, ял тăрăхĕн экономикине мĕнле майпа пуянлатасшăн - ку та вăрттăнлăх. Районти пуçлăх та, ыйту мĕн тери пĕлтерĕшлине ăнланса, нимĕнпе те пулăшаймарĕ, налук ĕçченĕсенчен «вăрттăн» кăтартусене илессинчи темĕнле йывăрлăхсем пирки каланисĕр пуçне. Ахăртнех, пуçлăхсен ăнăçсăрлăхĕ шăпах çакăнта пытаннă: экономикăна аталантарма, планлама /прогнозлама/ пĕлменни /чи малтан вырăнти предпринимательсем пултарайманни/ вилсе пĕтесси патне çитерес хăрушлăх пур.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçне çителĕклĕ /удовлетворительно/ тесе хак пачĕç, чăн та, пухăва килнисенчен нумайăшĕ аллине пачах çĕклемерĕ, анчах çакă «пĕр саслăн» теме чăрмантармарĕ.

Ыйтусен, сĕнÿсемпе тавлашусен /тепĕр чухне сасса хăпартни те пулчĕ/ вăхăтĕнче çак ыйтусемпе йышăну турĕç:

- чăвашла панă ыйтусене чăвашсен тăван чĕлхепех хуравламалла*

- 2014 çулта кашни килтен малтанхи пекех 200 тенкĕ пуçтармалла*

- каснă тата типсе кайнă йывăçсем вырăнне Çĕнтерÿ кунĕччен çамрăк хунавсем лартмалла, «Çĕнтерÿ: 40 çул» сквера чĕртсе тăратмалла*

- ял тăрăхĕн пуçлăхĕн пĕлтерĕвĕ - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнисен ячĕ-шывне палăртса трафарета ветерансем хăйсем вырнаçтарма шантарни пирки - «ултав!»*

- Çĕнтерÿ палăкĕ çине вăрçа хутшăннисен тата вилнисен списокне çирĕплетмелле, çĕнĕ обелиск тумалли проектсен конкурсне пĕлтермелле, мĕншĕн тесен хальхи арканма пуçланă*

- çуркуннепе кĕркунне пысăк тиевлĕ машинăсем иртсе кайнăшăн пысăк штрафсем çирĕплетмелле*

- Анат Кăмашара тата ытти ялта территорири общество хăй тытăмлăхне йĕркелессин ыйтăвне тĕплĕн тишкермелле, çывăх вăхăтрах ТОС туса хумалла*

- шыв тытăмĕн проектировщикĕсене комиссин ял представителĕсемпе пĕрле проекта хăвăртрах туса пĕтерме хистемелле, ял тăрăхĕн проекта экспертиза урлă васкавлă кăларассине тивĕçтермелле*

- çăвана яланах тирпейлесе тăмалла*

- Анат Кăмашана ветеринари тухтăрне илмелле, унсăрăн выльăх-чĕрлĕх тытасси чăрмавлăрах*

- студентсем ял хуçалăх академине пĕтернĕ хыççăн каялла таврăнмаççĕ, ĕç укçи пĕчĕк*

- хăйăра хăйсем тĕллĕн турттарнă тата çÿп-çап тăкнă карьерта - икĕ ял хушшинче, çул çывăхĕнче - шыв тăракан вырăн туса пĕтермелле*

- шкулăн кирпĕч çурчĕпе тата унăн пулнă территорипе вырăнлă усă курас ыйту пирки тĕплĕн шухăшламалла*

- пуçлăхăн хăйĕн программи пулмалла*

- никам ыйтман çĕрсене муниципалитет пурлăхне куçарассине хăвăртлатмалла тата вĕçлемелле, хастар çынсен вара вĕсемпе усă курма ăнтăлмалла - çак çĕрсене ют çĕр-шывра пурăнакансем туянман чухне*

- районăн тĕп зоотехникĕ Т.Атяшева уйрăм хушма хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх тытас ыйтăва татса парассинчен пăрăнса юласшăн, «ку вăл сирĕн йывăрлăх» тет*

- «Дружба» ЯХПК ячĕшĕн çеç тытăнса тăрать*

- ĕçе пуçăнакан фермер Владимир Самарин 1 млн тенкĕлĕх грант илнĕ*

- ялта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулăн - çывăхри чылай ялăн малашлăх аталанăвĕн пĕлтерĕшлĕ объекчĕн - проектне хатĕрлессине тата унăн строительствине хăвăртлатмалла*

- Тури Кăмашари 960 метр тăршшĕ автоçулăн строительствине халĕ пур проектпа плана кĕртме тăрăшмалла*

- çапкаланса çÿрекен йытăсем пирки администрацие заявлени çырмалла, пĕрле сăн ÿкерчĕксем памалла тата хуçисене кăтартмалла*

- сăмакун юхтарма юрать, сутма вара - юрамасть, пысăк штраф тÿлеттереççĕ*

- муниципалитетăн куçман пурлăхĕпе çĕрĕсене сутасси тата пулăшу ĕçĕсемпе çыхăннă суту-илÿ /торги/ пирки уççăнрах пĕлтермелле, вырăнтисене - адреслăн*

- 105 га лаптăклă çĕре сĕт заводне мĕншĕн вăрттăн сутнă, унта вĕсем каяшсене тăкаççĕ, ку çĕре ял тăрăхне каялла тавăрмалла*

- колхоз председателĕ е управляющийĕ кирлĕ*

- кăмăл пуррисем Н.Адерăн хушма хуçалăхĕн фермине пырса уçăлтару картишне пăхма пултараççĕ*

- çынсем пурнăçа лайăхлатма ыйтаççĕ - кăшкăрмаççĕ*

- пуху секретарĕн йăлтах çырмалла тата протокола кĕртмелле.

Юлашкинчен райадминистраци пуçлăхĕ Л.Рафинов калаçăва пĕтĕмлетрĕ, ял çыннисен ыйтăвĕсене чăвашлах хуравларĕ /ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе танлаштарсан/, хулапа района кĕçех пĕрлештерессин кирлĕлĕхĕ пирки пĕлтерчĕ, хăйне тата администрацин ытти чиновникне Интернет урлă критиклекенсене сивлерĕ, ялти шкулăн проектне хатĕрлессин тата унăн строительствин ыйтăвĕпе хăй те ĕçлеме шантарчĕ. Çак кунсенче ял хуçалăх çĕрĕсене туянас тата 5000 га таран лаптăк çинче тыр-пул туса илес кăмăллă шведсем килнине палăртрĕ. Дискаторпа хăватлă трактор туяннă ĕнтĕ вĕсем, шампиньон производствине малтанхи хуçисем тепĕр хут чĕртсе тăратаççĕ, çул тума уйăрнă 2,4 млн тенке усă курманран, хăйсен укçи çитменрен каялла тавăрса пама тивнĕ. Пуçлăх республикăри ял-поселокра вырăнти общество хăй тытăмлăхĕсене йĕркелес туртăм вăйланнине тата ку ĕçпе аппаланмаллине каларĕ.

Пухура туслăх çукки, пĕр-пĕрне айăплама тăрăшни сисĕнчĕ. Ял çыннисен кăмăлсăрлăхне ăнланма йывăрах мар, анчах влаçсем халăха кÿренни, çынсене чылай çылăхшăн айăплани /сăмакун сутаççĕ, йыттисене кăларса яраççĕ, сулăм укçи тÿлемеççĕ, палăк çинче трафарет пичетлемеççĕ, субботниксене çÿремеççĕ т.ыт.те/ - мĕне пĕлтерет-ха? Залрисем: «Пуçлăх халăхпа ĕçлемест», - терĕç.

Пуху нумайăшĕн кăмăлне каймарĕ: йĕркелÿçĕсемшĕн калаçса пултăр, ыран вара мĕн пулĕ? Нимĕн те, нимĕнле çутă пайăрки те çук, «Кеннет» фирмăн швечĕсене, «Синтез» фирмăн Мускав çыннисене, «Лизин» фирма голландецĕсене, Çĕмĕрлен ютран килнĕ депутатне /«Топинамбур» фирма/, Китай çыннисене шанмалли юлать-ши?

Çĕмĕрле районĕ нумай енĕпе кая юлса пырать, район ертÿлĕхĕн ытлашшипех тулнă пÿлĕмĕсене кĕçех пĕтерĕç. Тен, район администрацийĕн ăслă та опытлă, йышлă «эксперчĕсене» хăйсен бизнесне йĕркелемешкĕн ссудăсем памалла? Ĕçсем малашне те çакăн пекех пулсан ял тăрăхĕнчи виçĕ специалистăн та нимĕн тумалли те çук. Вăт ăçта вăл экономика перекетлĕхĕ?

Тен, Пĕтĕм тĕнчери хутăш «швед-çĕмĕрле префекчĕ» туса хумалла, Карлсонсемпе Хультсене пĕтĕм çĕре сутса е тара парса?


Николай АДЕР

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.