Archive - Feb 2014

февраль 25th

Питĕрсем ентешĕмĕре чысланă

Иртнĕ шăмат кун Питĕрти «Троицкий» культура центрĕнче чăваш тумĕн уявĕ иртнĕ. Ăна СССР халăх артисткин Вера Кузьминан 90 çулхи юбилейне халалланă. Унта Вера Кузьминична хăй те хутшăннă.

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн 2013 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май çакна уйрăммăн палăртмалла: пĕлтĕрхи приоритетлă тĕллевсем, тĕпрен илсен, сыввисем тĕлĕшпе профилактика мероприятийĕсем ирттерессипе, диспансеризацире халăх сывлăхне скрининглассипе, амăшлăхпа ачалăха сыхлассипе, электрон сывлăх сыхлавне аталантарассипе çыхăннă.

Çĕр-шывăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн локомотивĕ - вĕрентÿ, çавăнпа та ку тытăмпа çыхăннă ыйтусене темĕнле йывăр пулсан та вăхăтра пысăк пахалăхпа татса пама тăрăшмалла. Çакăн пек палăртрĕ вĕрентÿри ĕçтешсен черетлĕ ĕçлĕ тĕл пулăвне уçнă май ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов.

Нарăсăн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ. Муниципалитет пурлăхне приватизацилес тата ял хуçалăхĕнче уй-хирти çурхи ĕçсене хатĕрленес ыйтусене сÿтсе явнă.

Чăвашра çарта пулман çынна питех хисеплемен. Салтак пăттине çименнисем çакна хăйсем те аван туйнă. Çавăнпа та эпир хĕсметре тăнă çулсенче çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурте чыслăн пурнăçлама тăрăшнă. Хамăр çемье тĕслĕхĕ те çакна çирĕплетет. Атте вăрçăччен Амур çинчи Комсомольскра пурăннă, пĕр заводра тăрăшнă.

Следстви комитечĕн Етĕрнери пайĕ Муркаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕнче чылай çул ĕçленĕ Юрий Иванов пирки УК 286 статйин 2-мĕш пайĕпе харăсах пилĕк уголовлă ĕç пуçарни уяр çанталăкри аслати евĕрех пулчĕ. Вăл района ертсе пынă чухне должноç полномочийĕсен картинчен тухнă имĕш - пули-пулми айăплав мар. Следстви хăйĕн версине массăллă информаци хатĕрĕсем урлă сарчĕ ĕнтĕ: вăл муниципалитет çĕрне тĕлли-паллисĕр салатнă-мĕн. Çавна май хăшĕсем Ю.Иванова касамата ăсатма та ĕлкĕрчĕç пуль. Эпир вара Юрий Александровичпа хăйĕнпе курнăçас терĕмĕр.

XXII Олимпиада - хĕллехи, хĕрÿллĕ, пирĕн вăйăсем. Иксĕлми савăнăçпа çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕç вĕсем кашни çынна. 88 çĕр-шыва пĕрлештерчĕç, вырăссене американсемпе, яппуна африканпа... туслаштарчĕç.

Вăрнар районĕнчи Чиркÿллĕ Хапăсра çуралнă, çак ялти шкулта 35 çул учительте ĕçленĕ Анатолий Цветков поэт пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕ тата йăх-несĕлĕ пирки вулакансене каласа памалли чылай пухăнчĕ.

Улттăмĕш класс пĕтернĕ хыççăн çуллахи каникул вăхăтĕнче шкул пахчинче тухăçлă çимĕç çитĕнтертĕмĕр. Пире Анатолий Александрович вĕрентсе-кăтартса пычĕ. Практикăра хастар пулнăшăн тав турĕ, сăн ÿкерчĕ, кашнине парнелерĕ. Çавăн чухне эпĕ, вун иккĕри ача, пĕрремĕш хут фотоаппарат куртăм. Çав вăхăтра ÿссен кам пулассине чухламан...

февраль 22nd

В номере:

Указ Главы Чувашской Республики от 17 февраля 2014 года № 20 «О внесении изменения в Указ Президента Чувашской Республики от 2 сентября 2009 г. № 56».

Pages