Комментари хушас

25 Нарăс, 2014

"Професси илме садикренех хатĕрленмелле"

Çĕр-шывăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн локомотивĕ - вĕрентÿ, çавăнпа та ку тытăмпа çыхăннă ыйтусене темĕнле йывăр пулсан та вăхăтра пысăк пахалăхпа татса пама тăрăшмалла. Çакăн пек палăртрĕ вĕрентÿри ĕçтешсен черетлĕ ĕçлĕ тĕл пулăвне уçнă май ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов. Нарăсăн 21-мĕшĕнче иртнĕ канашлу икĕ тĕп ыйту тавра пычĕ: Чăваш Енре шкулчченхи вĕренÿ тытăмне модернизацилессипе комплекслă мерăсене 2013 çулта хута яни тата 2014 çулта пурнăçлама палăртнă ĕçсем, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тата професси вĕренĕвĕн организацийĕсем предприятисемпе çыхăну йĕркелени. Коллегие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Шкулччехи вĕренÿ учрежденийĕсем пирки хаçатра паллаштарсах тăратпăр пулин те министр докладĕнчи пĕлтерĕшлĕ хăш-пĕр цифрăпа фактсем çинче чарăнса тăни ытлашши пулмĕ. Çакă савăнтарать: 2013 çул валли палăртнă плана республика пурнăçланă. Юлашки виçĕ çулта çĕнĕрен хăпартнă, реконструкциленĕ 23 садик хута кайнă, вĕсенче пурĕ 3870 ача валли вырăн тупăннă. Çав шутран 13 учреждение /2020 вырăнлăх/ пĕлтĕр ĕçлеттерсе яма май килнĕ. Вĕренÿ министрĕ тÿрех уçăмлатса хăварчĕ: 2014 çулта тытăм ертÿлĕхĕ çĕнĕ 14 садик уçма тĕв тăвать. Халĕччен эффективлă усă курман лаптăксене хута яни республикипе хушма 4557 вырăн йĕркелеме май панă.

- Кунашкал ресурссем пирĕн татах та пур-ха, вĕсене тухăçлăн усă курмалла. Çĕнĕ садик кăна кĕтсе ларни вырăнсăр: тĕплĕн шухăшламасăр строительство валли укçа-тенкĕ тăкаклăпăр та - темиçе çултан çурма пушă учрежденисемпе мĕн тăвăпăр? Ку ыйту кайран мар, паянах татса памаллисен йышĕнчен, - демографи лару-тăрăвĕн ÿкерчĕкĕ килес çулсенче мĕнле пулассине тĕплĕн тишкермеллине аса илтерчĕ Владимир Николаевич.

Шкулчченхи вĕренÿ тытăмĕнче кăçал пысăк улшăну пулчĕ: ашшĕ-амăшĕ садике çÿрекен пепкишĕн урăхларах механизмпа - апатланупа хуçалăх-гигиена тăкакĕсемшĕн - тÿлеме тытăнчĕ. Çавна май унăн виçи халĕчченхинчен ÿсрĕ. Шел, муниципалитетсенчен хăшĕ-пĕринче тÿлев тĕлĕшпе халăха уçăмлăн ăнлантарса паманнине кура ашшĕ-амăшĕ хушшинче тĕрлĕ сас-хурана ĕненекеннисем, кăмăлсăррисем пур. Министр хытарсах каларĕ: вырăнти влаç органĕсен, вĕренÿ учрежденийĕсен сайтĕнче уçăмлă информаци пулма тивĕç.

Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Сироткин тата Улатăр район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн пуçлăхĕ Михаил Митюнин муниципалитетсенче шкулчченхи вĕренÿ ыйтăвĕпе еплерех ĕçленипе анлăн паллаштарчĕç. Палăртма кăмăллă: Çĕнĕ Шупашкарсем 2 çула çитнĕ ачасен садик черетне 2012 çултах пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра Юраково микрорайонĕнче çĕнĕ учреждени хăтлассипе тăрмашаççĕ, ăна ĕçлеттерсе янă май хулари черет 1,7 çултан аслисемшĕн вĕçленмелле. Улатăрта паянлăха шкул ÿсĕмне çитменнисене вĕренÿ учрежденине вырнаçтарассипе кăткăслăхсем пур. Чуварлей ялĕнче пуçăннă строительство вĕçленсен çĕнĕ 80 вырăн йĕркеленĕ. 2013 çулта районта садикри пĕр ача пуçне ашшĕ-амăшĕ кунне 32 тенкĕ тÿленĕ. Халĕ 62 тенкĕ кăларса хума тивет.

- Тÿлев икĕ хута яхăн ÿснĕ тĕк апатлантару пахалăхĕ те çÿллĕрех шая куçнă-и? Тимлĕ пулăр: тÿлев тытăмне ахальтен улăштарман, укçа-тенкĕн чи пысăк пайне çитĕнекен ăрăва усăллă, пахалăхлă апат-çимĕçпе тивĕçтерессишĕн тăкакламалла, - çирĕппĕн палăртрĕ республика Пуçлăхĕ.

Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтупа чи малтанах вĕренÿ министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов калаçрĕ, профориентаци ыйтăвне паян айккине мĕншĕн сирсе хăварма çуккине уçăмлатса пачĕ. Унăн сăмахĕнчен çакă та кăсăклă пулчĕ: професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче спецдисциплина вĕрентекенсен йышĕнчен 10 проценчĕ кăна предприятисенче усă куракан çĕнĕ йышши оборудованипе стажировка иртейнĕ. "Технарьсен" предприятисенче пулса пĕлĕвне çирĕплетмелли куç кĕрет эппин.

Телее, кунашкал опыт республикăра пур. Акă Шупашкарти электромеханика колледжĕ "Элара" ăслăлăхпа производство комплексĕпе темиçе çул ĕнтĕ тачă çыхăнса ĕçлет. Андрей Углов гендиректор паян предприятире йăлтах автоматика çинче никĕсленнине кура никама та ĕçе "урамран" илме май çуккине палăртрĕ. Завод колледжпа çеç мар, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсемпе те килĕшÿсем йĕркеленине, профессисемпе паллаштарни шкул ÿсĕмне çитменнисемшĕн те вырăнлă пулассине çирĕплетрĕ.

Республика ертÿçи Михаил Игнатьев ку сĕнÿпе килĕшет. Хальхи ĕç рынокĕнче чи кирлисем техника профессийĕсем пулнине ăнкарса илме /уйрăмах ашшĕ-амăшне пырса тивет/ вăхăт çитнине пусарсах палăртрĕ. Раççей потребителĕсене кирлĕ продукцие ют çĕр-шыв компанийĕсем те пирĕн территори картинчех хатĕрлесе кăларасшăн - капла транспорт тăкакĕсем пĕчĕкленеççĕ-çке. Çак сăлтавпах конкуренци ÿсет, çĕнĕ предприятисем хута каяççĕ. Маттур, ăслă-тăнлă çамрăк специалистсемшĕн çул уçă эппин. Чи пултаруллă студентсене, физикăпа тата математикăпа ППЭре лайăх кăтартусем тунисене, республика ертÿлĕхĕ ятарлă стипендипе хавхалантарни /2 пин тенкĕ/ вара професси суйлама хатĕрленекенсемшĕн шута илмелли "хушас палли" пултăрччĕ.


Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.