Муниципалитет пурлăхĕпе яваплăха туйса усă курасчĕ

25 Нарăс, 2014

Нарăсăн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ. Муниципалитет пурлăхне приватизацилес тата ял хуçалăхĕнче уй-хирти çурхи ĕçсене хатĕрленес ыйтусене сÿтсе явнă.

2013 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилени, 2014 çулхи тĕллевсем çинчен республикăн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина каласа панă. 2014 çулта муниципалитет пурлăхĕн 199 объектне, çав шутра муниципалитетăн 14 унитари предприятине, хуçалăх обществисен акцийĕсен 4 пуххине, куçми пурлăхăн 181 объектне приватизацилеме пăхнă. 2013 çулта район-хула администрацийĕсем 201 объекта /планпа пăхнин 56%/ приватизациленĕ, çав шутра - муниципалитетсен 8 унитари предприятине тата куçми пурлăхăн 193 объектне. Муниципалитет пурлăхне приватизациленипе 2013 çулта 492,9 млн тенкĕ /2012 çулхипе танлаштарсан 103%/ тупăш кĕнĕ.

Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкар хулинче пĕлтĕр муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли программăна 2013 çула палăртнă планăн 70% ытла пурнăçланă. Элĕк /6%/, Муркаш /15%/, Çĕмĕрле /21%/ районĕсенче, Канаш хулинче /22%/, Улатăр /25%/, Йĕпреç /25%/, Хĕрлĕ Чутай /24%/ районĕсенче, Çĕмĕрле хулинче /29%/, Тăвай /31%/, Пăрачкав /32%/, Етĕрне /33%/, Вăрмар /36%/ тата Куславкка /40%/ районĕсенче приватизаци япăх пынă.

Михаил Игнатьев район-хула пуçлăхĕсене муниципалитет пурлăхĕпе усă курас ĕçре йĕрке тума чĕнсе каланă. «Муниципалитетăн приватизаци программисене сахалтан та 75-80% пурнăçламалла. Пурлăх комплексĕн объекчĕсене сире никам та йÿнĕ хакпа сутма хистемест. Çапах та муниципалитетсем хăйсем йышăннă программăсенех пурнăçламанни явапсăрлăх патне илсе пырать, вырăнти бюджета та укçа-тенкĕ сахалрах кĕрет», - палăртнă республика Пуçлăхĕ.

Ытларах чухне тата вырăнти администрацисем муниципалитет предприятине приватизацилес, бюджета тупăш хывас вырăнне ăна панкрута кăларма тăрăшаççĕ. Акă республикăн Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви республикăри муниципалитет предприятийĕсене пĕтернин сăлтавĕсене тишкернĕ - 86% тĕслĕхре вĕсене панкрута кăларни, ытти 14% енĕпе приватизацилени палăрнă. «Муниципалитет пурлăхĕпе кирлĕ пек усă курасси - сирĕн тÿрĕ тивĕçĕрсемпе полномочисем. Муниципалитет пурлăхĕ - халăх харпăрлăхĕ, унпа яваплăха туйса усă курмалла, ку ĕç пирки халăха пĕлтермелле», - хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев.

Ял хуçалăхĕнче уй-хирти çурхи ĕçсене ирттерме мĕнле хатĕрленни çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов каласа кăтартнă. 2014 çулта акмалли лаптăксем 570 пин гектар /2013 çул шайĕнчен 20,7 пин гектар ытларах е 103,8%/ йышăнĕç, çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 276,5 пин гектар /2013 çул шайĕнчен 104,6%/, çĕр улми - 41,5 пин гектар /пĕлтĕрхи шайран 104,6%/. Федерацин «Россельхозцентр» бюджет учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕ пĕлтернĕ тăрăх - кĕр калчисем япăх мар упраннă.

Михаил Игнатьев çур аки ирттерме ял хуçалăх культурисен кондициллĕ вăрлăхне, им-çам, çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ хатĕрлес енĕпе вăхăтра мерăсем йышăнмаллине палăртнă.

А.ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.