Кун хыççăн кун. Нарăс, 25.

Питĕрсем ентешĕмĕре чысланă

Иртнĕ шăмат кун Питĕрти «Троицкий» культура центрĕнче чăваш тумĕн уявĕ иртнĕ. Ăна СССР халăх артисткин Вера Кузьминан 90 çулхи юбилейне халалланă. Унта Вера Кузьминична хăй те хутшăннă.

Нева çинчи хулари йăхташсен пĕрлĕхĕнчи хĕрсемпе каччăсем сцена çине халăх тумĕпе тухнă. Вĕсем качча каякан пикен, хĕрарăмăн кулленхи, арçыннăн уяври, кулленхи тумĕсемпе тата хальхи вăхăтри çи-пуçпа паллаштарнă. Кашни япала пирки ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш эрешĕсен, пуç хатĕрĕсен тата сувенирĕсен ăсти Зинаида Воронова тĕплĕн каласа кăтартнă.

Ентешсем Вера Кузьминана уйрăмах хапăл йышăннă. Халăх артистки спектакльсенчи монологсене, Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн паллă сăввисене вуланă. Питĕрти чăвашсен «Парне» ансамблĕ илемлĕ юрăсем шăрантарнă. Уяв ташă каçĕпе вĕçленнĕ.

Н.СМИРНОВА.

 

Спорт керменне - сывлăха çирĕплетме

Шăмат кун Чăваш Енри физкультурăпа спорт керменĕсем пурне те Сывлăх кунне йыхравланă. Хÿтĕлевçĕ кунне халалланă 420 мероприятие сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан 140 пине яхăн çын хутшăннă, çав кун республикăра спортăн 4500 объекчĕ ĕçленĕ.

Халăх конькипе тата йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллать. Çавна май катоксемпе йĕлтĕр трассисенчен çын татăлман. Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол», Шупашкарти «Çĕнĕ ăру» пăр керменĕсенче кунĕпе ача-пăча сасси янăранă. Çунашкапа ярăнмалли вырăнсемпе тăвайккисенче те ватти-вĕтти савăннă, хаваслă стартсенче те вĕсем «хуçаланнă». Темиçе уйăх каялла хута кайнă «Спартак» ФСКра çын уйрăмах йышлă пулнă. Чылайăшĕ бассейнри ăшă шывра киленме васканă, хастаррисем фитнеспа тренажер залĕсенче «сипленнĕ».

Сывлăх кунĕнче республикăра вун-вун ăмăрту иртнĕ. Чылай район-хулара хоккеистсем, волейболистсем, футболистсем черетлĕ турнирсенче вăй виçнĕ. Чăваш Енри паллă спортсменсем çамрăксене ăсталăх сехечĕсенче çитĕнÿ вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă.

А.МИХАЙЛОВ.

 

Логотип ÿкерер-и?

Хальхи вăхăтра кашни тытăмăн, учреждени-фирмăн тенĕ пек хăйĕн ятарлă палли пур. ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви те тытăм валли логотип хатĕрлесшĕн. Çак тĕллевпе ÿкерекенсен хушшинче конкурс ирттерет.

Чи лайăх эскиза суйласа илнĕ хыççăн унпа вĕренÿ тытăмĕнче официаллă усă курĕç. Пулас логотип Интернет-сайтра та, реклама-сувенир хатĕрĕсем, информаци продукцийĕ çинче те вырăн тупĕ.

Вĕрентÿ тытăмĕн ятарлă ĕлкине ăсталакансем ÿкерчĕке электрон почтăпа obrazov 3 @cap.ru адреспа ярса памашкăн пултараççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон: ?8352% 64-21-77.

И.ВЛАДИМИРОВА.

 

Лауреатсен йышĕ ÿсрĕ

Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ премие ку таранччен 56 çынпа 15 пултарулăх ушкăнĕ тивĕçнĕ.

Паллă сăвăç çуралнăранпа 105 çул çитнĕ кун вĕсен йышĕ ÿсрĕ. Чăваш литературипе искусствине аталантарас ĕçе палăрăмлă тÿпе хывнăшăн тата 2013 çулта пултарулăхра ÿсĕм тунăшăн Красноармейскинчи Анатолий Валентинов тавра пĕлÿçĕ ?«Волжская Булгария и деревня Бибарсово-Чадукасы» кĕнекешĕн%, район центрĕнчи вăтам шкулти Александр Иванов ÿнерçĕ ?район талисманĕн авторĕ% тата Упири культура аталанăвĕпе вулавăш тивĕçтерĕвĕн центрĕ çумĕнчи «Упи ен» пултарулăх ушкăнĕ ?ертÿçи - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров% çĕнĕ лауреат пулса тăчĕç.

Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Шестаков, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхпе Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ертÿçисем Георгий Ефимовпа Зинаида Михайлова саламларĕç, ырă сунчĕç.

В.ДАНИЛОВ.

 

Амăшĕ тата виçĕ ачи...

Нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Шăхасанта пысăк инкек пулнă: ирхи 10 сехетре йывăç çуртра тухнă пушарта 24-ри хĕрарăмпа унăн виçĕ ачи - 2 тата 3 çулти ывăлĕсем, çулталăкран иртнĕ хĕрĕ - вилнĕ.

Çак факт тĕлĕшĕпе Следстви комитечĕн уйрăмĕ РФ Уголовлă кодексĕн 219 статйин 3 пайĕпе ?пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăсни, асăрханусăрлăха пула икĕ тата ытларах çын вилни% килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Çурт çунса кайнă. Малтанласа палăртнă тăрăх инкек сăлтавĕ - электрохатĕрсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни е вĕсем юсавсăр пулни. Çынсем мĕншĕн вилнине, пушар сăлтавне уçăмлатас тĕллевпе суд-медицина тата пушар-техника экспертизи ирттереççĕ. Кÿнтеленсенчен ыйтса пĕлеççĕ.

И.БЕЛОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.