Archive - Feb 2014

февраль 26th

Культура çулталăкĕ пуçланичченех Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн балет труппи хамăрăн культурăна чикĕ леш енче пропагандăлама пуçланă. Труппăн пултарулăх ертÿçи Данил Салимбаев ертсе пынă ушкăн Германи, Швейцари, Итали, Польша, Австри çĕр-шывĕсенче гастрольте пулнă. Чăваш ташă ăстисем П.Чайковскин "Лебединое озеро", "Щелкунчик", "Спящая красавица", Л.Минкусăн "Дон Кихот" балечĕсене кăтартнă.

Регион аталанăвĕн "Содружество" фончĕн пуçарăвĕпе çак вăхăтра Наци библиотекинче Польша режиссерĕн, сценарисчĕн, общество ĕçченĕн Кшиштоф Зануссин фильмĕсен вунă кунлăхĕ пырать.

Тĕп хулари культура объекчĕсенчен паллăраххисем - П.П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕ /"Çĕнтерÿ" асăну комплексне кĕрет/ тата "Салют" культура керменĕ - кăçал сăн-сăпатне тĕпрен улăштарĕç.

Республикăра Культура çулталăкне тивĕçлĕ шайра ирттерме палăртаççĕ. Йăлана кĕнĕ фестивальсемпе конкурссемсĕр пуçне çĕннисем те, кăçал ятарласа йĕркелекеннисем, пулĕç. Сăмахран, "Хамăр тата пулас ăрусем валли вулатпăр" проект. Интернет сасăлав кăтартăвне тĕпе хурса чăвашсен паллă писателĕсен аудиокĕнекисен ярăмне кăларассипе çыхăннă вăл. Шупашкар хула администрацийĕн "Пултарулăх бульварĕ" арт-проекта та асăнса хăвармалла.

Хулио Торри философăн çакăн пек каларăш пур: «Хĕрарăма пÿрнĕ çут çанталăк вăйĕ аçа-çиçĕмпе, çилпе, электричествăпа тан». Йывăрлăхсем хĕрарăма тата вăйлăрах тăваççĕ, çирĕплетеççĕ. Хĕрарăма эпир çут çанталăкăн черчен çуррийĕ тетпĕр пулин те, чăнах та, унăн вăй-хăватĕнчен, тÿсĕмлĕхĕнчен, чăтăмлăхĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Кирлĕ чухне вăл тулли миххе кăна мар, арçынна хăйне те нимĕн те мар йăтса çĕклеет... Çавăн пек вĕсем - пирĕн чăваш хĕрарăмĕсем. Анчах паян сăмахăм вĕсем пирки мар-ха. Чăваш арĕн кăмăлĕ, характерĕ, тыткаларăшĕ çинчен сăмах пуçарасшăн.

Ăшă енне вĕçсе кайман кайăксене хĕллехи вăхăтра питех те шел: сивĕ те вĕсене, апатне те тăраниччен çиеймеççĕ... Вĕçен кайăксене эпир мĕнлерех пулăшма пултаратпăр?

А.ПРОКОПЬЕВ.

Канаш районĕ.

февраль 25th

Çак кун - Тăван çĕр-шыва чунран парăннисен, кун-çулне ăна хÿтĕлеме халалланисен, кăмăлпа çирĕпписен, çĕр çинче, тинĕсре, сывлăшра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнисен, ĕнер, паян тата ыран алла автомат тытса тăван кĕтесе, патшалăхăмăра куç шăрçине упранă пек сыхлакансен уявĕ.

Нарăсăн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн, федерацин влаç органĕсен территори управленийĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Малтанах республика Пуçлăхĕ Светлана Енилинăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ пулма уйăрса лартни çинчен пĕлтернĕ, ăнăçлă ĕçлеме суннă.

Pages