хĕсмет

3 Нарăс, 2020

Миграци призыва такăнтарать

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паян ирттернĕ тунтикунхи планеркăра кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту пĕлтĕрхи призыв тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ.

30 Авăн, 2019

Ăсататпăр салтака — Шупашкартан

Паянтан черетлĕ призыв тапхăрĕ пуçланать — кун пирки ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура юстици министрĕ Наталья Тимофеева сăмах илчĕ. Çак тапхăрта Чăваш Енрен 1057 çамрăка çара ăсатмалла. Плана пурнăçласси пирки министр иккĕленмест: каччăсен сывлăх юрăхлăхĕн кăтартăвĕ аван, салтака каяссинчен тарса çÿрекенсен йышĕ те республикăра чаксах пырать. Чăн та, çар комиссаритане пыма повестка парайман çамрăксен шучĕ пысăк — 1,7 пин ытла. Çак йыш чакмастьпе пĕрех.

15 Чÿк, 2018

Президент полкне — Тăван çĕршыва хÿтĕлеме

Паян Чăваш Енри чи лайăххисенчен суйласа илнĕ вунă çамрăка Мускав Кремльне çар тивĕçĕсене пурнăçлама ăсатрĕç. Çак ятпа Канашри сбор пунктĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ.

20 Авăн, 2018

Сирире чăваш салтакĕ вилнĕ

Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Сирири Латакия провинцире Раççей самолечĕ ÿкнине федерацин МИХĕсем хыпарларĕç-ха. "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен служби пĕлнĕ тăрăх, бортри 15 ҫар ҫын хушшинче чăваш та пулнӑ. 

Эпир çак самантра илтнĕ тăрăх, çав çын - Канаш районӗнчи Григорий Зиновьев. 34-ри вăйпитти çара 2008 ҫулта кайнӑ. Унта вăл контрактпа службăна юлнă.  

Pages