Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлав министерствин тытăмĕнчи лабораторисенче çу уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне коронавирус анализне 20 004 хутчен илнĕ. Пĕтĕмпе 18 пин те 855 çын анализне илнĕ.
2020 çулта «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн шайĕнче çамрăк çемьесене çурт-йĕр туянма тата хăпартма пулăшас тĕллевпе 287 млн тенкĕлĕх социаллă тÿлев пăхса хунă. Вĕсенчен 147,2 млн тенке — федераци, 100 млн тенке — республика, 39,8 млн тенке — вырăнти бюджетсенчен уйăрĕç.
Паянтан черетлĕ призыв тапхăрĕ пуçланать — кун пирки ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура юстици министрĕ Наталья Тимофеева сăмах илчĕ. Çак тапхăрта Чăваш Енрен 1057 çамрăка çара ăсатмалла. Плана пурнăçласси пирки министр иккĕленмест: каччăсен сывлăх юрăхлăхĕн кăтартăвĕ аван, салтака каяссинчен тарса çÿрекенсен йышĕ те республикăра чаксах пырать. Чăн та, çар комиссаритане пыма повестка парайман çамрăксен шучĕ пысăк — 1,7 пин ытла. Çак йыш чакмастьпе пĕрех.