Ăсататпăр салтака — Шупашкартан

Паянтан черетлĕ призыв тапхăрĕ пуçланать — кун пирки ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура юстици министрĕ Наталья Тимофеева сăмах илчĕ. Çак тапхăрта Чăваш Енрен 1057 çамрăка çара ăсатмалла. Плана пурнăçласси пирки министр иккĕленмест: каччăсен сывлăх юрăхлăхĕн кăтартăвĕ аван, салтака каяссинчен тарса çÿрекенсен йышĕ те республикăра чаксах пырать. Чăн та, çар комиссаритане пыма повестка парайман çамрăксен шучĕ пысăк — 1,7 пин ытла. Çак йыш чакмастьпе пĕрех. Каччăсене тупма çук — çавăнпа алăран повестка параймаççĕ.

Ку призыв хăйне евĕрлĕхĕ — çара каякансене хальчченхи пек Канашра мар, Шупашкарта пухĕç. Канашри сбор пункчĕн çурчĕ юхăнса çитнĕ тесе унта юсав ĕçĕсем палăртнăччĕ. Тĕрĕслев ĕçне шаннă компани вара çав çурт авари шайĕнче текен пĕтĕмлетÿ тунă, çĕнĕ çурт тумалла теççĕ. Çавна май ку призыв тапхăрĕнче кăна мар, çуркунне те каччăсене Шупашкартанах çара ăсатма тивĕ. Вăхăтлăх сбор пункчĕ валли Константин Иванов урамĕнчи юнгăсен шкулĕ пулнă çурта панă.
Канашри сбор пункчĕн çурчĕн хавшаклăхне вара урăх фирмăна тара тытса çĕнĕрен хаклаттараççĕ. Унченхи хаклав республика тулашĕнчи компани çĕнĕ строительство пуçарса пысăкрах услам илес тенипе кăна сăлтавланма пултарнă текен иккĕленÿ ăнсăртран мар. Юсав валли 81 миллион тенкĕ уйăрнă. Строительство пуçарма тивсен çак укçана тавăрса памалла пулать. Вăл мĕнле йывăрлăхпа «тупăннине» комиссар та, Михаил Игнатьев та лайăх пĕлеççĕ. «Çар куравĕнче Сергей Шойгупа калаçнă хыççăн тинех лав вырăнтан тапраннăччĕ, сбор пунктĕнчи юсав валли укçа уйăрчĕç…» — аса илчĕ регион ертÿçи. Çак укçана, паллах, çухатма юрамасть.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас