20 пин ытла анализ тунă
Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлав министерствин тытăмĕнчи лабораторисенче çу уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне коронавирус анализне 20 004 хутчен илнĕ. Пĕтĕмпе 18 пин те 855 çын анализне илнĕ.
Коронавируса тĕпчекен лабораторисем Республикăн ÿтпе венерологи диспансерĕнче, Республикăн клиника больницинче, СПИД центрта пур. Вĕсемсĕр пуçне Федерацин Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче, Федерацин айăплава пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлекен службин респуликăри управленийĕнче ĕçлесе кайнă.
Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлав министерствин ĕнентернĕ тăрăх, анализ валли кирлĕ пробиркăсене тата реагентсене лабораторисене вăхăтра çитереççĕ.
www.hypar.ru medicin.cap.ru căн ÿкерчĕкĕ.