Комментари хушас

16 Пуш, 2020

Строительство мĕншĕн уксахлать?

Чăваш Енре çулталăка нумай отрасль ăнăçлă пуçланă темелле, анчах уксахлаканни те пур — строительство. Унăн кăтартăвĕсем самай чакнă.

Строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Героев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян иртнĕ планеркăра пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр республикăра 672 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута яма палăртнă, анчах плана пурнăçлайман — кăтарту 97,7% танлашнă. Кăçалхи тĕллев — 748 пин тăваткал метр /114%/. Çак тĕллеве пурнăçламашкăн майсем çителĕклĕ, анчах лару-тăру çивĕччи куçкĕрет.

Строительство компанийĕсем пĕлтĕр тунă хваттерсене те сутса пĕтереймен-ха. Çийĕнчен эскроу шучĕсемпе усă курма тытăнни те строительсене йывăрлăх кÿрет. Нумай хутлă 19 çурт çĕклекен 13 строительство организацийĕ йывăрлăхра. Министр пытармарĕ: вĕсен шутĕнче маларах ăнăçлă ĕçленĕ компанисем те пур. «Алза», «Кратонстрой». «Победа», «Старко», ыттисем… Тата — «Лидер». Вăл çĕклекен 5 çуртра пая кĕрсе хваттер илме укçа хывнисем — 805 çын. Стротельствăна вĕçлеме тата 1,1 миллиард тенкĕ кирлĕ.

Асăннă сăлтавсене пула стройкăсен шучĕ те, строительство организацийĕсен йышĕ те чакни палăрать. Министр шучĕпе, ял ипотеки — ялта çурт-йĕр туянма тата тума çăмăллăхлă кредит памалли программа — отрасле пулăшас шанăç пур. Анчах кунта та чăрмавсăр мар. Ялта çурт тума илекен кредита строительство организацийĕсем урлă кăлармалли требовани ура хума пултарать. Чăвашсем тăкаксене чакарас тĕллевпе çурт-йĕре ниме йăлипе çĕклеме хăнăхнă, ял ипотекипе усă курас пулсан вара ку мел юрăхсăр.

Пăшăрхану строительство организацийĕсен канашлăва чĕннĕ ертÿçисен сăмахĕнче те палăрчĕ. Çĕнĕ хулара ĕçлекен «Эйм-Инвест» АУО гендиректорĕ Анатолий Леонтьев каланă тăрăх, вăл ертсе пыракан компани тăвакан тăваткал метрсен хăй хаклăхĕ вăтамран 38,5 пин тенке ларать, хваттерсене сутнă чух çак хак çумне нумай хушма çук — ахаль те хваттерсем йывăррăн сутăнаççĕ. «Отделфинстрой» ООО директорĕ Александр Черкунов вăл ертсе пыракан компани çуртсем тумашкăн унччен нихăçан та кредит илменни пирки каларĕ — хăйĕн тата пая кĕрекенсен укçипех вăй çитернĕ. Халь вара кредит шучĕпе ĕçлеме тивет. Паллах, ку тăваткал метрсен хакне те витĕм кÿрет. «Туянакан пирĕн пата пырĕ-и — курăпăр…» — иккĕленĕвне пытармарĕ вăл. Хальлĕхе вара компанин хатĕр хваттерĕсен 10% сутăнса пĕтмен.

Темăна тăснă май ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев отрасльти çивĕч ыйтусене пысăк строительство организацийĕсемпе тачă çыхăну тывтса татса памаллине палăртрĕ. Икĕ ен обязательствисене çирĕплетмешкĕн вĕсемпе килĕшÿсем тумалла. Патшалăх енчен хавхалантару мелĕсем кирли куçкĕрет. Çавна май вăл хăй вăхăтĕнче республика шайĕнчи тĕрлĕ программа ăнăçлă ĕçленине аса илтерчĕ: бюджет ĕçченĕсене, çамрăк çемьесене хваттер туянма пулăшнă. Çавăн йышши программăсене тепĕр хут хатĕрлени вырăнлă. Çавăн пекех вăл Чăваш Енĕн ипотека корпорацине реанимацилемеллине те палăртрĕ — вăл та аталану институчĕ пулма, çурт-йĕр строительствине ырă витĕм кÿме тивĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: