Комментари хушас

1 Çĕртме, 2020

Информаци технологийĕсемпе епле усă курнине тĕпченĕ

Чăвашстат республикăра пурăнакансем информаци технологийĕсемпе епле усă курнине тĕпченĕ.

2019 çулта халăхăн 67% компьютер пулнă, çынсен 72% интернетпа çыхăнтарнă. Ыйтăма хутшăннисенчен 57% тĕнче тетелне мобильлĕ хатĕрсем /смартфон тата ытти те\ урлă тухать, 42% – килти компьютертан, 28% – мобильлĕ компьютертан, 10% – планшетран, 9% – Smart телевизортан, 1% – вылямалли приставкăсенчен. Халăхăн 58% тĕнче тетелне кунсерен тенĕ пек кĕрет. Интернетпа килте усă куракансем – ыйтăма хутшăннисенчен 93%, ĕçре – 49%, юлташсем патĕнче – 38%, халăх усă курма май туса панă ятарлă вырăнсенче /хăна çурчĕсенче, аэропортсенче, кафесенче т.ыт. те\ – 21%, вĕреннĕ çĕрте – 12%.

Интернетпа уйрăмах хастар усă куракансенчен 49,5% – 25-44 çулсенчи çынсем, 55-74 çулсенчисем – 16,1%.

www.hypar.ru Фото cap.ru